Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Сӗнтӗрвӑррисем панкратион енӗпе кӗрешнӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 09.12.2013 21:03 | 1683 хут пӑхнӑ
Спорт

Сӗнтӗрвӑрри районӗнче панкратион енӗпе ӑмӑрту иртнӗ. Панкратион ӗлӗк-авалах ҫуралнӑ кӗрешӳ мелӗсенчен пӗри. Пирӗн республикӑра спортӑн ҫак енӗ ҫӗнӗ темелле. Унӑн федерацине те 2003 ҫулта кӑна йӗркеленӗ. Панкратион енӗпе Сӗнтӗрвӑрринче ҫитӗнӳ тунӑ ӑстасем пур. Екатерина Краснова, акӑ, пӗтӗм тӗнче класлӑ спорт маҫтӑрӗ, Раҫҫей тата Европа чемпионки, тӗнче чемпионтӗнче парнене тивӗҫнӗ.

Сӗнтӗрвӑрринче иртнӗ ӑмӑртӑва 52-ӗн хутшӑннӑ, вӗсенчен 13-шӗ — хӗрсем. Чи вӑйлӑ кӗрешӳҫӗсен шутне Шуршӑлти Таисия Мальгина, Анастасия Федотова, Ольга Карташова, Ӗсмелти (Октябрьскинчи) Екатерина Соловьева, Анна Семенова, Николай и Сергей Герасимовы, Илья Лапин, Хуракассинчи Вадим Сироткин, Артем Ашуркин, Алексей Илларионов, Урхас Кушкӑри Георгий Тихонов, Сӗнтӗрвӑрринчи Надежда Носкова, Станислав и Артемий Кудрявцевы, Алексей Матвеев, Константин Назаров кӗнӗ.

#спорт, #панкратион, #ӑмӑртусем, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Сӗнтӗрвӑрри, #Урхас Кушкӑ, #Шуршӑл, #Хуракасси, #Октябрьски, #Ӗсмел

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем