Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Тенкӗ ҫумне тенкӗ» — Палтай Микуҫӗн куравӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 23.12.2013 13:39 | 1447 хут пӑхнӑ
Культура Куравра. Тимӗр Акташ сӑнӗ
Куравра. Тимӗр Акташ сӑнӗ

Иртнӗ шӑматкун, раштавӑн 21-мӗшӗнче, Чӑваш наци музейӗнче кӑсӑклӑ курав иртнӗ — Палтай Микуҫӗ 50 ҫул тултарнӑ ятпа хатӗрленӗскер. Тимӗр Акташ каласа панӑ тӑрӑх унта паллӑ ӳнерҫӗ хатӗрленӗ япаласемпе паллашма май пулнӑ — тимӗр укҫасемпе, тумтирсемпе, ытти тӗрлӗ эрешсемпе.

Юбилей ячӗпе саламлама чылай ҫын пуҫтарӑннӑ — сӑмах каланӑ май Микуҫ Палтайне Митта Ваҫлей ячӗллӗ медале ӑсталама пултарнӑшӑн тав тунӑ. Ҫавӑн пекех ӳнерҫӗн ҫитӗнӗвӗсене те палӑртнӑ — унӑн ӗҫӗсене Чӑвашра ҫеҫ мар, чикӗ леш енче те пысӑк хаклаҫҫӗ иккен. Саламлакансен йышӗнче Николай Лукианов, Вера Кузьмина, Илле Иванов, Сархан Семёнов, Владимир Алмантай, Праски Витти, Марина Карягина, Владислав Николаев, Тимӗр Тяпкин тата ыттисем пулчӗҫ.

Балтаев Николай Михайлович 1963 ҫулта Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ. Паллӑ ӳнерҫӗ тимӗре илемлетес енпе ӗҫлет. Хӑй вӑхӑтенче вӑл Павловори ӳнер училищинче, В. Мухина ячӗллӗ ӳнерпе промышленноҫӗн аслӑ училищинче пӗлӳ пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш патшалӑх культура институчӗнче халӑхӑн ӳнер пултарулӑхӗн кафедрин доценчӗ пулса вӑй хурать. Палтай Микуҫӗ Чӑваш ӳнерҫисен союзӗн пайташӗ.

Сӑнсем (7, Тимӗр Акташ ӳкернӗ)

#Елчӗк районӗ, #музейсем, #куравсем, #наци музейӗ, #юбилейсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем