Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Экономика: Чӑваш Ен 15 ҫултан епле аталанассине палӑртаҫҫӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 22.03.2014 16:07 | 1309 хут пӑхнӑ
Экономика

Чӑваш Ен экономики епле аталаннине тишкерсе пыракансем икӗ пулӑма асӑрхамасӑр ирттермерӗҫех-тӗр.

Пӗрремӗшӗнчен, пушӑн 20-мӗшӗнче иртнӗ Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче Михаил Игнатьев Элтепер республикӑн иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетрӗ. Докладра вӑл социаллӑ мӗнпур яваплӑха пурнӑҫлама пултарнине, Пӗтӗм тӗнчери «Moody's» тата «Fitch» кредит агентствисем Чӑваш Ене лайӑх енчен палӑртнине, халӑх влаҫа ытларах шаннине, ҫурт-йӗр тӑвасси тата ача ҫуратасси ӳснине палӑртса хӑварчӗ. Отчетпа тӗплӗн паллашас тесен ҫак каҫӑпа пӑхмалла.

Ӗнер вара Экономика канашӗн ларӑвӗ иртрӗ. Унта Чӑваш Енӗн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2030 ҫулчченхи стратегине пӑхса тухнӑ. ЧР экономика министрӗ Владимир Аврелькин шучӗпе влаҫ органӗсен тӑрӑшнине кура бизнеса аталантарма Чӑваш Енре тӑнӑҫлӑ лару-тӑру йӗркеленмелле.

Экономика канашӗн ларӑвне хутшӑннӑ пысӑк пердпритяи ертӳҫисем, экспертсем стратегие кӗртме тӗрлӗ сӗнӳ панӑ. Раҫҫейӗн халӑх хуҫалӑхӗн Халӑхсем хушшинчи агробизнесӗн центрӗн ертӳҫин Виктор Лищенко шучӗпе Чӑваш Енри ялсенче инженери тата транспорт инфраструктури лайӑх аталаннӑ. Ҫак майпа тивӗҫлипе усӑ курсан ял хуҫалӑх продукцине туса илессине ӳстерме пулать. Пысӑк предприятисенчен пӗрин шучӗпе ҫамрӑксене ӗҫе хӑнӑхтарассипе, тӗрӗсрех, вӗсенчен экономика валли кадрсем хатӗрлессипе ҫине тӑмалла. Тепри вара Стратегире тӗп тесе палӑртнӑ электротехникӑна кӑна мар, апат-ҫимӗҫ промышленноҫне те шутран кӑларса пӑрахмалла мар тесе каланӑ.

15 ҫултан епле аталанассине палӑртаҫҫӗ-ха, паян туса ирттермелли пирки пуҫ ватмаҫҫӗ-шим тесе шухӑшлакансем те, тен, пулӗҫ-ха. Анчах ытти регионта кӑна мар, ҫӗршывра та малашлӑхлӑ планпа пурӑннине манамалла мар-тӑр…

#экономика, #аталану, #тӳре-шара

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем