Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сывлӑх: Министр ҫынсен кӑнттамлӑхӗшӗн пӑшӑрханать

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 22.03.2014 20:35 | 1073 хут пӑхнӑ
Сывлӑх Алла Самойлова
Алла Самойлова

Ҫак кунсенче Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова ирттернӗ пресс-конференцире ытти тӗрлӗ ыйтупа пӗрлех медицинӑра кадрсем ҫитменнине сӳтсе явнӑ.

Пульницӑсен штатне вӑтамран иккӗ-виҫҫӗмӗш пай чухлӗ кӑна комплектланӑ иккен. Вӗсенче медаппасем, участокри терапевтсем, ансӑр специалистсем — офтальмологсем, кардиологсем, эндокринологсем — ҫитмеҫҫӗ. Хӑш-пӗр поликлиникӑра черет ҫук иккен, теприсенче виҫшер сехет тӑма тивет. Тухтӑра вӑрах кӗтме тивнипе халӑх кӑмӑлсӑрланать.

Министр шучӗпе ҫынсене хӑйсен участокри тухтӑрӗ патне ҫирӗплетсен ҫак ыйту татӑлмалла. Ансӑр специалистсем ҫитменнине хальхи сывлӑх учрежденийӗсенче консультаципе диагностика центрӗсем йӗркеленипе татасшӑн. Поликлиникӑра, сӑмахран, кардиолог е пульманолог пулмасан ҫын ятарлӑ центра кайма пултарӗ. Лайӑх тӗслӗх вырӑнне Алла Самойлова Шупашкарти Васкавлӑ пулӑшу пульниципе Ҫурҫӗр клиникӑна пӗрлештернине илсе кӑтартнӑ.

Сывлӑх сыхлав министерствинче специалистсем медицинӑна таврӑнасса шанаҫҫӗ. Персоналӑн ӗҫ укҫи сисӗнмеллех хӑпарнӑ. Ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле врачсен ӗҫ укҫине тата 10 процент хӑпартасшӑн.

Сывлӑх сыхлав министрне халӑх кӑнттамлӑхӗ пӑшӑрхантарать иккен. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫынсем хӑйсене епле сиплемеллине вӗрентеҫҫӗ пулать. Маларах халӑх организма ультрасасӑпа тӗрӗслеме ҫуннӑ-тӑк паян магнитлӑ резонанс томографийӗ (МРТ) «модӑра» имӗш. Пысӑк технологиллӗ тата хаклӑ тӗрӗслев пур чухне хӑйне тӳрре кӑлармасть-мӗн. Хӑйӗн сӑмахне ҫирӗплетме вӑл онкологи чирӗсене эндоскопи мелӗсем — бронхоскопи, гастроскопи – чире пуҫламӑш тапхӑрта палӑртма май панине, МРТ вара чир юлашки стадине ҫитсен кӑна кӑтартнине палӑртса хӑварнӑ.

#пульницасем, #Шупашкар, #сывлӑх

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем