Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Спорт: Хисеплӗ председателе чысласа теннис ӑмӑртӑвӗ иртрӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 24.03.2014 16:36 | 1824 хут пӑхнӑ
Спорт Вячеслав Александров
Вячеслав Александров

Красноармейски районӗнчи Тусай ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Александров Вячеслав Александрович (1929–2005) ӗҫ ветеранӗ пурнӑҫне ҫӗр ӗҫне халалланӑ. Ял хуҫалӑх институтӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн малтанах Тинӗсҫум енӗнчи Чкаловскире агрономра тӑрӑшнӑ, унтан Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑм ялӗнче агрономра ӗҫлеме пуҫланӑ. 1955–1989 ҫулсенче колхозра агроном, унтан тӗп агроном, юлашки 17 ҫулне «Заветы Ильича» колхоз председателӗ пулса ӗҫленӗ.

Тӑрӑшулӑхне кура ӑна «Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ» тата «РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ» ятсем парса чысланӑ, темиҫе орден, чылай медаль парса наградӑланӑ, вӑл Халӑх хуҫалӑхӗн Пӗтӗм Союзри куравне хутшӑнса ылтӑн тата кӗмӗл медальсене те тивӗҫнӗ. Вячеслав Александровича коллектив «Хисеплӗ колхозник» тата «Хисеплӗ председатель» ят парса чысланӑ.

Вырӑнти администраци ертсе пынипе ӑна асра тытса ҫулленех ҫамрӑксем хушшинче теннис вӑййисем ирттереҫҫӗ. Кӑҫал та Кӑкшӑмри шкулӑн спортзалӗнче черетлӗ ӑмӑртусем иртрӗҫ. Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Константин Михайлов, шкул вӗрентекенӗсем, Александров тӑванӗсем пухӑннисене ӑмӑртура ӑнӑҫусем сунчӗҫ.

Теннис вылякансем ҫулӗсене кура темиҫе ушкӑна пайланнӑ: 4–5-мӗш, 6–7-мӗш тата 8–9-мӗш класс хастарӗсем. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне 7-мӗш класра вӗренекен Костя Ильин тата 8-мӗш класра вӗренекен Миша Жандаров, хӗрачасенчен 8-мӗшӗнчи Кристина Григорьевӑпа 7-мӗш класри Марина Тимофеева тивӗҫрӗҫ. Аслисене илес пулсан 1-мӗш вырӑнта Пӑчанар ялӗнчи Иванов Зиновий тата ҫак ялти Надежда Пчелкина мала тухрӗҫ.

Константин Михайлов 1–3-мӗш вырӑнсене йышӑннисене Хисеп хучӗсемпе тата асӑнмалӑх парнесемпе чысларӗ. Александров Вячеслав Александровича асра тытнӑшӑн унӑн хӗрӗсемпе-ывӑлӗсем, кинӗ-кӗрӳшӗсем ял администраци пуҫлӑхне Константин Михайлова, шкул коллективне, ял халӑхне, колхоз ӗҫченӗсене чунтан тав тӑваҫҫӗ.

#Красноармейски районӗ, #Етӗрне районӗ, #Кӑкшӑм, #Тусай, #Пӑчанар, #спорт, #сӗтелҫи теннисӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем