Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.8 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Пӗтӗм тӗнчери VII кинофестиваль пӗтӗмлетӗвӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 26.05.2014 14:58 | 1589 хут пӑхнӑ
Культура

Ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарта пӗчӗк хуласен кинематографне халалланӑ Пӗтӗм тӗнчери VII кинофестиваль вӗҫленнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче чысланӑ.

Фестивальпе килӗшӳллӗн 50 ытла мероприяти пулнӑ: кино кӑтартасси, тӗлпулусем, ҫавра сӗтелсем, пресс-конференцисем. «Чи лайӑх фильм» номинацире Марина Калинина режиссерӑн (Якути) «Семенчик» вӑйӑ картини ҫӗнтернӗ. «Чи лайӑх режиссура» номинацире Сергей Потаповӑн (Якути) «Подснежники» фильмӗ мала тухнӑ.

«Чи лайӑх оператор ӗҫӗ» номинацире «Булаг» фильмӑн операторӗ Дмитрий Ильков (Буряти) ҫӗнтернӗ. «Чи лайӑх актер ӗҫӗ» номинацире «Подснежники» фильмра тӗп роле вылякан Геннадий Турантаев (Якути) палӑрнӑ. «Чи лайӑх сценарий» — Айнур Аскаровӑн «Горький мед» фильмӗ (Пушкӑртстан). Андрей Васильевӑн «Нарспи» фильмӗ жюрин ятарлӑ парнине тивӗҫнӗ (Чӑваш Ен).

Наци киностуди фильмӗсен конкурс программинче «Белый день» фильмӑн операторӗ Иннокентий Амосов (Якути) тивӗҫнӗ.

Вӑйӑ фильмӗсен конкурсӗнче жюрин ятарлӑ парнине «Летящие по ветру листья» фильм (Раҫҫей) тата «Деливеранс» фильм (Раҫҫей) тивӗҫнӗ. «Иккӗмӗш планри чи лайах роль» номинацире «Жажда» фильмра ӳкерӗннӗ Игорь Лях мала тухнӑ. «Хӗрарӑм сӑнарне чи лайӑх калӑпкан» номинацире «Она» фильмри Нилюфар Файзиева ҫӗнтернӗ, «Арҫын сӑнарне чи лайӑх калӑплакан» номинацире вара — «Диалоги» фильмра ӳкерӗннӗ Владимир Меньшов, Евгений Стычкин, Алексей Маслосудов, Сергей Овчинников.

«Чи лайӑх оператор» — «Стыд» фильм операторӗ Юрий Михайлишин. «Чи лайӑх режиссер» — «Диалоги» фильм сценарисчӗсем Константин Стешик тата Ирина Волкова тата «Жажда» фильм режиссерӗ Дмитрий Тюрин.

«Чи лайӑх фильм. Гран-при» номинацире «Ученик» фильм (Финлянди) тивӗҫнӗ. «Куракансем кӑмӑллӑнӑ фильм» — «Полет. Три дня после катастрофы». Пресса парнине «Отдать концы» фильм тивӗҫнӗ. Тӗнче тетелӗнчи блогерсен ятарлӑ парнине «Жажда» фильм тивӗҫнӗ.

#кинофестивальсем, #академи драма театрӗ, #Якути, #Буряти, #киносем, #Пушкӑртстан

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем