Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Шупашкар районӗнче те Акатуй иртнӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 15.06.2014 21:40 | 1518 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Шупашкар районӗнче Акатуя унчченхи ҫулсенче яланах Кӳкеҫ ҫывӑхӗнчи уҫланкӑра ирттерекенччӗ. Республика кунне Шупашкарта кӑна мар, пӗр-пӗр районта та уявланӑ йӑлапа-ши, Шупашкар районӗсем те ӑна халӗ пӗр-пӗр ял тӑрӑхӗнче йӗркелеме тытӑнчӗҫ. Республика кунӗпе танлаштарсан, икӗ ҫӗрлӗ иртмест вӑл — Акатуй валли суйланӑ ял тӑрӑхӗнче кӑна. Ҫавӑнпа та ку ҫӗнӗлӗхе хурлакансем те ҫук мар. Апла-и, капла-и, пӗлтӗр ӑна Тутаркасси ял тӑрӑхӗнче ирттернӗччӗ, кӑҫал Ҫӗньял ял тӑрӑхне пуҫтарчӗҫ.

Шупашкареньсен Акатуйӗ ҫӗртмен 14-мӗшӗнче пулчӗ. Унта яланхиллех ял тӑрӑхӗсенчи ӑстасен куравне йӗркеленӗ, саламсем спорт вӑййисем, юрӑ-ташӑ пулнӑ. Тӑван района уявпа саламлама республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев та пырса ҫитнӗ. Экономика кӑтартӑвӗ кӑҫал Шупашкар районӗнче пӗлтӗрхинчен пысӑкраххине палӑртнӑ вӑл. Аш-пӑш туса илесси, сӑмахран, 19 процент пысӑкланнӑ, сӗт — 4 процент. Пӗрчӗллисен лаптӑкне ҫулсерен ӳстерсе пыраҫҫӗ-мӗн.

Акатуя пухӑннисене «Раҫҫей–2014» автомобиль экспедицине хутшӑнакансем те саламланӑ. Хайхисем 40-е яхӑн хулана ҫитме палӑртнӑ иккен.

Кирек епле уяври евӗрех уявра тӗрлӗ чыс-хисепе тивӗҫнисем те йышлӑ пулнӑ. «Чебоксарскагропромтехсервис» производство фирмин ертӳҫине Александр Бородавина, тӗслӗхрен, «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. «Чурачикское» хуҫалӑхӑн тӗп зоотехникӗ Ирина Филиппова Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ пулса тӑнӑ, «Чӑваш бройлерӗ» обществӑн тӗп энергетикӗ Владимир Васильев — Чӑаш Республикин тава тивӗҫлӗ энергетикӗ.

Сӑнсем (158)

#Акатуй, #Ҫӗньял, #Тутаркасси, #уявсем, #Шупашкар районӗ, #Ҫӗньял ял тӑрӑхӗ, #Тутаркасси ял тӑрӑхӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем