Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Штанаш ачисем символсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 02.09.2014 11:33 | 1907 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ Штанаш шкулӗнче вӗренекен ачасен ӗҫӗ
Штанаш шкулӗнче вӗренекен ачасен ӗҫӗ

Кӑҫалхи ҫул пирӗн патшалӑхра Культура ҫулталӑкӗ тата Раҫҫейри Аслӑ Британи ҫулӗ. Ҫавна шута илсе «Просвещени» издательствӑри ют чӗлхесен уйрӑмӗ ака уйӑхӗнче Раҫҫей тата Британи символӗсен конкурсне ирттерчӗ.

Конкурса хутшӑнакансен ятарлӑ чӗре шаблонӗ ҫине Раҫҫей тата Аслӑ Британи символӗсене 5-шер ӳкерсе ярса памаллаччӗ. Унсӑр пуҫне мӗншӗн вӑл е ку символа суйласа илнине акӑлчан чӗлхипе ӑнлантарса памалла пулнӑ. Конкурса пурӗ 1 933 ӗҫ тӑратнӑ, вӑл шутра Чӑваш Республикинчен те.

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанаш шкул вӗренекенӗсем шкулти акӑлчан чӗлхи вӗрентекенӗ Галина Вячеславовна Зотова ертсе пынипе 10 ӗҫ ярса панӑ. Авӑнӑн 1-мӗшӗнче ҫӗнтерӳҫӗсен списокне пичетленӗ. Пурӗ 242 ҫӗнтерӳҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсем хушшинче пирӗн республикӑран улттӑн: Вӑрмартан икӗ ӗҫ, Канашран тата Штанашри 2 ӗҫ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи ҫак авторсен ӗҫне суйланӑ: Галина Зотовӑн ӳкерчӗкне тата Наталия Парикова, Диана Майоровӑпа Светлана Пахинова пӗрле сӑнарланӑ ӳкерчӗке. Ачасен ӳкерчӗкӗнче кашни ҫаврака пӗр сюжета сӑнарланӑран символсем унта ытларах вырнаҫнӑ. Ачасен шухӑшӗпе Аслӑ Британине арӑсланпа Бик Бен сехет сӑнарлать пулсан, Раҫҫее — матрешка, упа тата Мускаври Василий Блаженный храмӗ. Штанашсен икӗ ӗҫӗнче те Чӑваш символӗсем пур — вӗсене ахаль кӗртмен, Чӑваш символӗсен кунне шӑпах ака уйӑхӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ-ҫке.

#Штанаш, #шкулсем, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #ачасем, #конкурссем, #Аслӑ Британи, #Культура ҫулталӑкӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем