Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.2 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Ҫынсем тӑрӑшнине кура… награда тивӗҫнӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 27.12.2014 17:46 | 1673 хут пӑхнӑ
Республикӑра «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗн кавалерӗ Евгений Карпеев
«Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗн кавалерӗ Евгений Карпеев

Ку шухӑша Ҫӗнӗ ҫула патшалӑх наградипе кӗтсе илекенсенчен пӗри палӑртнӑ. Пӗтӗмпе вара республикӑри 46 ӗҫчене хисеп тунӑ. Вӗсенчен хӑшӗсене Раҫҫей шайӗнчисемпе, теприсене республикӑрисемпе чысланӑ. Наградӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тыттарнӑ. Хисепе тивӗҫнисем хушшинче культурӑра, ӑслӑлӑхпа ӳнерте, ял хуҫалӑхӗпе промышленноҫра, вӗрентӳпе сывлӑх сыхлавӗнче тӑрӑшакансем, нумай ачаллисем пур.

Чи малтан сцена ҫине Комсомольски район пуҫлӑхӗ — унти Депутатсен пухӑвӗн председателӗ, вырӑнти райпо ертӳҫи Евгений Карпеев хӑпарнӑ. Ӑна «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе хакланӑ. Чыслава хутшӑннӑ Зинаида Паршагина журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пек пысӑк шая мӗншӗн тивӗҫни пирки ыйтсан Евгений Иванович хуравлама тӑхтаса тӑнӑ иккен, унтан хӑй кампа ӗҫленисене аса илме тытӑннӑ-мӗн. «Ҫынсем тӑрӑшнине кура. Награди мана тивӗҫрӗ», — тенӗ иккен сӑпайлӑ пуҫлӑх.

Карпеев евӗр наградӑпа ҫавӑн пекех Алла Стальскаяна чысланӑ. Раҫҫей Президенчӗ Тав ҫырӑвӗсем те пулнӑ. Вӑл Олимп объекчӗсене хатӗрленӗшӗн Римма Салантаевапа Константин Долгашев доцента палӑртнӑ. «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден та пулнӑ. Вӑл Патӑрьел районӗнчи Фания тата Наил Бурчаклы ҫемйине лекнӗ. «ЭКРА» ӑслӑлӑхпа производство предприятийӗнче тӑрӑшакан Маркс Альтшуллер «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ изобретателӗ» ята тивӗҫнӗ. Наградӑна тивӗҫнӗ пур ҫын ятне те асӑнаймӑпӑр, пурте вӗсем тӑрӑшӑвне кура илни пирки иккӗленес килмест.

Сӑнсем (63)

#ҫитӗнӳсем, #Патӑрьел районӗ, #Экра, #Комсомольски районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем