Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Сӑвӑ хитре калакансем «Поэзи ҫӑлтӑрӗнче» тупӑшнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 21.04.2015 11:09 | 2333 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Шупашкарти К. Иванов ячӗллӗ вулавӑшра «Поэзи ҫӑлтӑрӗ» ятпа сӑвӑ хитре калакансен хулари конкурсӗн финалӗ иртнӗ. Ӑна тӗп хулан культура управленийӗ тата Шупашкарти вулавӑшсен пӗрлешӗвӗ йӗркеленӗ.

Финала суйламалли турсем маларах Ленин, Калинин тата Мускав районӗсенче иртнӗ. Вӗсем К. Ивановӑн сӑввисене хитре каланипе тупӑшнӑ. Финала 16 ача тухнӑ. Вӗсен хушшинче вӑтам шкулта вӗренекенсем кӑна мар, машина тӑвакансен тата механикӑпа технологи техникумӗсен, «ТрансСтройТех» техникумра ӑс пухакансем те пулнӑ.

Ачасен пултарулӑхне хаклакан тӳресен йышне Светлана Асамат тата Галина Петрова сӑвӑҫсем, ЧР Писательсен союзӗн пайташӗ Любовь Петрова, «Республика» хаҫат директорӗ Лидия Михайлова кӗнӗ.

Чӑвашла сӑвӑ калакансенчен кӗҫӗн ҫулхисенчен Салампи Прокопьева, Андрей Баранов тата Ксения Гурьянова палӑрнӑ. Вырӑсла калакансенчен — Анастасия Белова, Дарья Седойкина, Дарья Гурьянова.

Вӑтам ҫулхисенчен Ангелина Васильева, Кристина Иванова тата Николай Иванов чӑвашла хитре каланӑ. Вырӑсла сӑвӑ хитре калакансем — Петр Якимов, Александр Капитонов тата Никита Моряков.

Аслӑ ҫулхисем вырӑсла кӑна вуланӑ. Вӗсенчен Дмитрий Мардежев, Зарина Ноибова, Анна Кузьмина мала тухнӑ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене тӳресем хӑйсен кӗнекисене алӑ пусса парнеленипе хавхалантарнӑ.

#Ленин районӗ, #вулавашсем, #Шупашкар, #Константин Иванов ҫулталӑкӗ, #конкурссем, #Калинин районӗ, #Мускав районӗ, #культура

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем