Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Красноармейски районӗн тӗп вулавӑшне йӗркеленӗренпе 75 ҫул ҫитрӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 19.04.2010 21:30 | 1548 хут пӑхнӑ

Пуш уйӑхӗнче Красноармейски районӗн тӗп вулавӑшӗ 75 ҫул тултарнине паллӑ турӗ. Ҫак вӑрӑм тапхӑрта ун пурнӑҫӗнче нумай улшӑнусем пулса иртрӗҫ, унӑн ӗҫӗ-хӗлӗ тӗпрен улшӑнчӗ. Паян тӗп вулавӑш 14 ялти 6698 ҫынна кӗнекесемпе тивӗҫтерет. Ҫав вӑхӑтрах унӑн кӗнекесен фончӗпе районти кашни вулаканах усӑ курма пултарать. Хальхи вӑхӑтра вулавӑш ҫумӗнче «Тимлӗх», «Тавра пӗлӳҫӗ», «Чечек юратакансем» клубсем, литература, музыка тата искусство салонӗ, компьютерпа ӗҫлеме вӗрентекенсен, ҫамрӑк суйлавҫӑсен шкулӗсем, пенси тата право ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен консультаци клубӗсем пур. Вулавӑш ӗҫ содержанине пуянлатса пырать. Кӗнеке фончӗ ҫӗнелет, халӗ унӑн шучӗ 27 936 экземпляра ҫитрӗ. Библиотекарьсем «Дорога к дому» (район 75 ҫул тултарнине халалланӑ), «Пусть живые знают, пусть поколения помнят» (Ҫӗнтерӳ 65 ҫул тултарнине халалланӑ), «Через книгу к свету», «Учителями славится Россия» программӑсене пурнӑҫа кӗртес тесе ӗҫлесе пыраҫҫӗ.

Тӗп вулавӑш ялтисене ҫӗнӗлле ӗҫлеме вӗрентсе пыракан центр пулса тӑрать. Паян Трак енре 15 вулавӑш, вӗсем 9 ял тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ. Тӗп вулавӑшра 9 ӗҫчен тӑрӑшать, вӗсенчен улттӑшӗ ятарлӑ аслӑ пӗлӳ илнӗ.

2003 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗнче районти тӗп библиотекӑра тӗслӗх вулавӑшне уҫрӗҫ, ку ӗҫ ЧР Президенчӗн Н.В. Федоровӑн Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн пулса пычӗ. Вулавӑшра юсав ӗҫӗсем туса ирттернӗ, тӗпрен ҫӗнетнӗ, ун чухне ЧР культурӑпа национальноҫсен ӗҫӗсен министрӗ О. Г. Денисова вулавӑша ҫӗнӗ йышши техника (компьютер, телевизор, музыка центрӗ, сканер) тата кӗнекесем парнелерӗ.

Халӗ тӗп вулавӑшра 4 компьютер, вӗсем вулакансене информаци ресурсӗсемпе тата интернетпа туллин усӑ курма май туса параҫҫӗ. Вулавӑшҫӑсем «Электронлӑ каталог» (6100 кӗнеке кӗртнӗ), «Районӑн паллӑ ҫыннисем», «Паллӑ датӑсен календарӗ» хатӗрленӗ, ҫавӑн пекех вулакансем «Консультант Плюс», «Гарант» информаци пуххисемпе усӑ курма пултараҫҫӗ. Компьютер район администрацийӗн, Красноармейски ял тӑрӑхӗн докуменчӗсемпе усӑ курма пулӑшать. Тӗп вулавӑш ҫулленех Раҫҫейри, республикӑри ӑмӑртусене хутшӑнать. 2009 ҫулта, тӗслӗхрен, вӗсем «Мир аграрии» тупӑшура пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.

Тӗп вулавӑшӑн историйӗ вӑрӑм, ун ҫинчен 1960—1983 ҫулсенче библиотекӑра тӑрӑшнӑ В. Григорьева аса илӳсем пухнӑ. 1935 ҫулта вулавӑшра 4 пин ытла кӗнеке пулнӑ, 1948 ҫулта кунта Етӗрнери вулавӑш техникумне вӗренсе пӗтернӗ А. Самылкинапа Т. Наумова ӗҫлеме килнӗ. 1957 ҫулта район вулавӑшӗ юсанӑ уйрӑм ҫуртра пулнӑ, унта Тамара Циркова ӗҫленӗ. 1979 ҫул вӗҫӗнче библиотекӑсем ҫӗнӗ йӗркепе ӗҫлеме пуҫланӑ — централизациленӗ библиотека тытӑмне туса хунӑ. Вӑл ҫулсенче вулавӑшра В. Григорьева, И. Иванова, М. Васильева, А. Гаврилова ӗҫленӗ, каярах вара — З. Петрова, Г. Петрова, Л. Илларионова, Н. Филиппова. Вӑл ҫулсенче районти 21 ялта, пӗр тӗп, пӗр ача-пӑча вулавӑшӗ пулнӑ, 1979 ҫулта тӗп вулавӑшрара 15 ҫын ӗҫленӗ.

В. Григорьева 1983 ҫулта тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ, директор пуканне вӑхӑтлӑха Л. Илларионова, С. Гурьева йышӑннӑ. 1988 ҫултан пуҫласа коллектива С. Никитина ертсе пырать.

Хальхи вӑхӑтра библиотекарьсем района йӗркеленӗренпе тата тӗп библиотека — 75, Аслӑ Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 65 ҫул ҫитнине ӗҫри ҫитӗнӳсемпе кӗтсе илме хатӗрленеҫҫӗ.

 

С. Никитина

#Красноармейси ял тӑрӑхӗ, #Красноармейски районӗ, #Красноармейски, #вулавӑшсем, #юбилейсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем