2011 ҫулхи ҫӗртмен 4-мӗшӗнче Чӗмпӗрте пӗрремӗш хут Пӗтӗм Раҫҫей чӑвашӗсен Акатуйӗ иртет. Унччен маларах виҫӗ кун Чӗмпӗр облаҫӗнче Чӑваш Республикин кунӗсем пулаҫҫӗ. Уявӑн йӗркелӳ комитетне Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Сергей Иванович Морозов ертсе пырать. Ҫак кунсенче вӑл лару ирттерчӗ.
— Уява питӗ чаплӑ ирттерес килет. Унта пӗтӗм тӗнчери паллӑ чӑвашсене, чапа тухнӑ ҫынсене пуҫтарасчӗ. Акатуйра кашни чӑваш хӑйӗн халӑхӗпе мӑнаҫланма пултартӑр. Тен, Акатуя килме Раҫҫей Президентне е премьер-министрне йыхрав ярӑпӑр. Ун пек тума вара уява ҫӳллӗ шайра ирттермелле. Халӗ эпир Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗсенче пурӑнакан чӑвашсенчен сӗнӳсем кӗтетпӗр — Акатуй лайӑх ирттӗр тесен программӑна ҫӗннине мӗн кӗртме пулать? — терӗ С.И.Морозов.
Акатуй программинче: профессионал артистсен тата пултарулӑх ушкӑнӗсен концерчӗсем, лашасене чуптарасси, кӗрешӳ, тӗрлӗ конкурссем тата вӑйӑсем...
Хутшӑнакансен шучӗ — 2 пин ҫын, куракансем — 30 пин.
Хӑвӑрӑн сӗнӗвӗрсене 8-842-2-41-12-80 тата 8-842-2-30-03-91 инҫесас (ҫаках телефакс) номерӗсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерме пултаратӑр.
2011 ҫулхи ҫӗртмен 4-мӗшӗнче Чӗмпӗрте пӗрремӗш хут Пӗтӗм Раҫҫейри чӑвашсен Акатуйӗ пулать. Хӑнасене ҫӗршыври 50 регионтан тата 6 ют ҫӗршывран чӗннӗ. Пурӗ 1500 артист килсе ҫитмелле, 300-ӗшӗ — Шупашкартан.
Лашасем сиккипе чупса та, юртӑпа та ӑмӑртӗҫ.
Чӑваш наци кӗрешӗвӗнче ҫӗнтерекене ҫӑмӑл автомобиль тата така парӗҫ.
Акатуй кураторӗ — Елчӗк районӗ.
Малашне ҫакӑн пек Акатуй кашни ҫул иртӗ, ун вырӑнне ҫулсерен улӑштарса тӑрӗҫ. Ку ӗҫе 2011 ҫулта чӗмпӗрсем пуҫлаҫҫӗ.
Ҫӗртмен 12-мӗшӗнче Красноармейски вӑрманӗ ҫумӗнчи «Факел» стадионӑн ҫеремӗ ҫинче йӑлана кӗнӗ уяв, Акатуй, иртрӗ. Ӑна Аслӑ Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 65 ҫул тата Красноармейски районӗ йӗркеленнӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалларӗҫ.
Ирхине районӑн кӗтнӗ хӑнисем тата район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Н.И.Антонов вӑрҫӑра ҫапӑҫса пуҫне хунӑ салтаксене чысласа лартнӑ палӑк умне чӗрӗ чечексем хучӗҫ.
9 сехетре Раҫҫей журналисчӗсен пӗрлӗхӗн членӗ Виктор Данилов районӑн ҫулталӑк хушшинчи ҫитӗнӗвӗсемпе ӗҫ паттӑрӗсем ҫинчен хатӗрленӗ радиорепортаж янӑрарӗ. Кӗҫех районти ал ӑстисен выставки, ял тӑрӑхӗсен пултарулӑх площадкисем ӗҫлеме пуҫларӗҫ.
11 сехетре савӑнӑҫлӑ уяв пуҫланчӗ. Ӑна сӑмах каласа район администрацийӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫласа пыракан Н.И.Антонов уҫрӗ. Вӑл юлашки вӑхӑтра ҫӗнсе илнӗ район ҫитӗнӗвӗсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ, пурне те уяв ячӗпе ырлӑх-сывлӑх, телей, ҫитӗнӳ, ӑнӑҫу сунчӗ.
Уява пухӑннисем театрализациленӗ композиципе пултарулӑх ушкӑнӗсен концертне пӑхса савӑнчӗҫ.
Трак тӑрӑхӗнчи тулли мар яваплӑ «Карай» пӗрлешӳ кӑҫал пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсем — 570, пӗр ҫул ӳсекен курӑксем — 177, куккурус — 180 гектар акса, ҫӗрулми 104 гектар лартса хӑварчӗ. Ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ туса ирттернӗрен ҫуртрисем япӑх мар шӑтса тухнӑ. Халӗ хирте калчасене лайӑх пӑхса ҫитӗнтерессипе тӑрмашаҫҫӗ: ҫумкурӑксемпе кӗрешсе гербицид сапаҫҫӗ, ҫӗрулмин рет хушшисене кӑпкалатаҫҫӗ тата ытти те.
Ҫӗртмен 8-мӗшӗ Карай тӑрӑхӗнчи халӑхшӑн нумайлӑха асра юлӗ. Ҫав кун кунта 20 ҫул иртнӗ хыҫҫӑн ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене пӗтӗмлетмелли ӗҫпе юрӑ тата спорт уявӗ — Акатуй — иртрӗ. Ҫавӑн чухлӗ вӑхӑт иртсен тулли мар яваплӑ «Карай» пӗрлешӳ ертӳҫи Г.В. Спиридонов ку пӗрлешӳ учредителӗпе Ю.П. Капитоновпа, «Крина» пӗрлешӳ ертӳҫипе В.Н. Платоновпа, «Ирина» магазин хуҫипе В.И. Петровпа канашласа ӗлӗкхи ырӑ йӑлана чӗртсе тӑратма шут тытнӑ. Хальхинче ку праҫнике района йӗркеленӗренпе 75, Аслӑ Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 65 ҫул ҫитнине тата Вӗрентекенсен ҫулталӑкне халалларӗҫ.
Шкул стадионне тӗрлӗ ялавсем, стендсемпе плакатсем илем кӳреҫҫӗ, хаваслӑ кӗвӗ янӑрать.
Паян, ҫӗртмен 12-мӗшӗнче, Лапсар ял тӑрӑхӗ Акатуй ирттерчӗ. Эрне маларах, ҫӗртмен 5-мӗшӗнче, район шайӗнчи Акатуй иртсеччӗ.
Уяв кӑнтӑрла ҫитеспе, 11 сехетре пуҫланчӗ. Вӑл Ҫеньял ҫумӗнчи илемлӗ лапамра иртрӗ. Ҫанталӑк пӗлӗтлӗ тӑчӗ пулин те ҫумӑр уява пӑсмарӗ.
Акатуя кӑҫал вӗрентекенсен ҫулталӑкне, Аслӑ Ҫӗнтерӗве тунӑранпа 65 ҫул ҫитнине, республикӑна тунӑранпа 90 ҫул ҫитнине, К.В. Иванов ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалларӗҫ. Уява «Алран кайми аки-сухи...» юрӑпа, ваттисене асӑнса пуҫларӗҫ.
Вӗрентекенсен ҫулталӑкӗ пынӑран ял тӑрӑхӗнче тӗрлӗ ҫулсенче ачасене вӗрентнӗ учительсене парнесем пачӗҫ, ыр сӑмахпа асӑнчӗҫ.
Ҫавӑн пекех ялсенчи тӑрӑшуллӑ ҫынсене парнесем пачӗҫ. Ҫӗньял, Ойкасси, Хӗрлӗ Ҫыр ялӗсенче вара уйрӑм ӑмӑрту ирттерчӗҫ — чи капӑр та илемлӗ кил-ҫурт хуҫисене кроликсем пачӗҫ.
Акатуй вӑйӑсӑр иртмест теҫҫӗ — кӑҫал Ҫӗньял лапамӗнче вӑйӑсем валли вырӑн туллиехччӗ (пӗлтӗр футболла ҫеҫ ӑмарту иртсеччӗ).
Ҫурхи ӗҫсене вӗҫленӗ хыҫҫӑн халӑх мӗн ӗлӗкрен Акатуй ирттернӗ. Ку уява, авалхи пек мар пулин те, халӗ те уявлаҫҫӗ. Ҫӗртмен 5-мӗшӗнче Акатуй Кӳкеҫре янрӗ — кунта район шайӗнчи уяв иртӗ.
Шупашкар районӗнчи Акатуй ытти ҫулсенчи пекех Хӗвеллӗ уҫланкӑра иртӗ, пуҫламӑшӗ — 10 сехетре. Уявра район ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарӗҫ, юрӑ-ташӑпа савӑнтарӗҫ. Пӗлтӗр Николай Васильевич Фёдоров президент та килсе кайнӑччӗ.
Ҫӗртмен 12-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче тепӗр Акатуй иртӗ — ӑна Лапсар ял тӑрӑхӗ ирттерӗ. Ку уяв ял тӑрӑхӗн ҫыннисене Ҫӗньял ҫывӑхӗнче савӑнтарӗ.
Ҫӗртмен 12-13-мӗшӗсенче Шупашкар районӗнче тепӗр савӑнӑҫлӑ уяв пулӗ — Ишек ярмӑркки. Вӑл ӗнтӗ иртнӗ ҫулсенчи пекех Ишек пасар вырӑнӗнче иртӗ.
Уявсене килсе кайма ан манӑр — пӗтӗм кил-йышпа хутшӑнӑр!
Ҫу уйӑхӗ вӗҫнелле, ҫӗртме уйӑхӗ пуҫламӑшӗнче чӑваш тӗнчинче Акатуй уявӗ кӗрлеме тытӑнать — вӑл Чӑваш Енре кӑна мар, ун тулашӗнче те шавлӑн та савӑнӑҫлӑн иртет. Кӑҫал Чӗмпӗрпе Свердловск облаҫӗсенче Акатуя ҫӑвӑн 29-мӗшӗнче, шӑматкун, ирттерме палӑртнӑ.
Чӑваш Енрен ку уявсене пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑнӗҫ. Чӗмпӗр облаҫӗнчи Мелекесре (Дмитровград) юрӑ-ташӑпа «Янташ» ушкӑн (ертӳҫи Анатолий Никитин) савӑнтарӗ. Свердловск облаҫӗнчи Акатуя вара «Янра, юрӑ» ансамбль (ертӳҫи Вячеслав Христофоров) хутшӑнӗ.
Раҫҫей Федерацийӗн пӗтӗм чӑвашсен культурӑпа наци автономийӗн оргкомитечӗ йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн «Акатуй» кӑҫал Мусавра ҫӗртмен 5-мӗшӗнче, шӑматкун, иртӗ. Пуҫламӑшӗ 11 сехетре. Уяв 19 сехетчен тӑсӑлӗ.
Акатуй программинче: чӑваш эстрада юрӑҫисен концерчӗ, «Кӗрешӳ» ӑмӑрту, ӳнер продукцийӗн суту-илӗвӗ. Ҫавӑн пекех «Акатуйсене» яланхи пекех «Акконд», «Букет Чувашии» тата ытти паллӑ фирмӑсен продукцине туянма май пулать.
Акатуя «Измайловӑри Крамль» ятлӑ культурӑпа кану комплексӗнче ирттерме палӑртнӑ. Адрес: Измайлово ҫулӗ, 73ж. «Измайлово» хӑна комплексӗпе юнашарах.
«Партизанская» метроран 5 минутра, «Черкизовская» метроран 8 минутра ҫитме пулать.
Паян, ҫӗртмен 24-мӗшӗнче, Чӑваш Республикинче уяв — Республика кунӗ. Ӑна 1995 ҫулта, Чӑваш Республикине туса хунӑранпа 75 ҫул ҫитнӗ ятпа йӗркеленӗ. 2000 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче вара Н.В. Фёдоров ку уява патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ.
Кашни ҫул ҫак кун Чӑваш Ене Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗсенчен, Раҫҫей тулашӗнчен нумай хӑна килет. Республика кунӗнче тӗрлӗ тӗслӗ мероприятисем иртеҫҫӗ — культура, экономика, спорт, савӑнӑҫ вӗсенче палӑрать.
Руспублика кунне халалланӑ чи пысӑк мероприятийӗсем шутне «Раҫҫей ҫалкуҫӗ» (малтан «Атӑлҫи ҫалкуҫӗ» ятлӑ пулнӑ) фестиваль, «Регионсем — чикӗсене пӑхӑнмасӑр килӗштерсе ӗҫлесси» регионсен хушшинчи курав кӗреҫҫӗ. Ҫавӑн пекех 23 сехетре фейерверк иртереҫҫӗ.
Кашни ҫул Республика кунне тӗрлӗ районсенче палӑртаҫҫӗ — кӑҫал ҫак тивӗҫ Шупашкар хулипе Вӑрмар районне лекнӗ. Вӑрмар районне илес пулсан кунта паян ҫакӑн пек мероприятисем иртӗҫ:
* «Тӗрлӗ тӗслӗ палитра» (Раҫҫей Федерацийӗн халӑх художникӗн Ревель Федоровӑн, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнерҫин Николай Садюковӑн картинисен куравӗ)
* Энӗшпуҫӗнче пӗтӗмӗшле практика (ҫемье) врачӗн уйрӑмне уҫни
* велоспорт-маунтинбайк енӗпе ирттерекен Раҫҫей Кубокӗн тапхӑрӗ, Чӑваш Ен Кубокӗн II тапхӑрӗ, Вӑрмар районӗн уҫӑ чемпионачӗ тата ӑмӑртӑвӗ (Ара юханшыв хӗрри)
* «Ырӑ кун, тӑван ен» (Вӑрмар районӗнчи пултарулӑх коллективӗсен уяв концерчӗ).
Ҫӗртмен 20-мӗшӗнче Лапсар ял тӑрӑхӗнче «Акатуй» иртрӗ. Ку тӑрӑха тӑхӑр ял кӗрет — Лапсар, Асакасси, Вӑрманкас, Карачура, Ойкасси, Ҫатракасси, Ҫӗньял, Хӗрлӗ Ҫыр, Чӑркаш. Ҫанталӑкӗ уҫӑрах тӑчӗ пулин те Ҫатракасси ялӗн ҫӳмӗнче вырнаҫ шкул стадионне халӑх самаях пухӑнчӗ. Тен ытларах та пухӑнӗччӗ пулӗ те — хӑш-пӗр ҫынсене ял ӗҫӗ уява ямарӗ пулас: уттине те типӗтмелле, ҫӗрулмине те купаламалла, канмалли кунра ҫурт-йӗре юсас ӗҫсене те туса пымалла.
Уява халӑх пултарулӑх ушкӑнӗсем уҫрӗҫ — Вӑрманкас клубӗнчи «Парне», тата кӑнтӑр поҫёлокӗнчи «Шевле» ушкӑнсем. «Акатуя» ертсе пыраканӗ Варманкасри фольклор ҫурчӗн ертӳҫи Маргарита Анатольевна Владимирова пулчӗ.
Уйкассинчи Ильина Нина Ефремовнӑпа Сайкова Лариса, Ҫатра-Лапсар шкулӗнче вӗренекен хӗр пӗрчисем, Ҫеньялти Фёдорова Ксения Анатольевна та хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |