Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.8 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Атӑл

Ҫутҫанталӑк
Ҫӗнӗ Сала патӗнчи юртӑсенчен пӗри
Ҫӗнӗ Сала патӗнчи юртӑсенчен пӗри

Куславкка тӑрӑхӗнче Монголи ҫынни юртӑсем тума тытӑннӑ. Куҫса ҫӳрекен халӑхсем пукрӑнакан ҫав ҫурт-йӗре Ҫӗнӗ Сала патӗнче хӑпартма шут тытнӑ. Пӑхсан вӑл вырӑна кирек епле художник та юратса пӑрахӗ: ял патӗнчен Атӑлӑн кивӗ варакӗ тата Энӗшӗн ҫырма кӑкӗ курӑнса ларать.

Юрта тума Монголи усламҫи туристсем валли база йӗркелес шухӑшпа пуҫӑннӑ. Ун валли вӑл ҫӗре тара илнӗ. Халӑхра "Птичий полет" (чӑв. Кайӑк вӗҫевӗ) текен вырӑна ҫӗнӗ хуҫа ҫав ятах парса тулли мар общество туса хунӑ.

Рита Кириллова журналист халӑх сечӗсенчен пӗринче ҫырнӑ тӑрӑх, вырӑнти хуҫасем лаптӑка апла та пулин усӑ курни аван тесе калаҫҫӗ иккен. Унччен ҫав вырӑна ялта пурӑнакансем ҫӳп-ҫап кӑна туха-туха пенӗ-мӗн. Ҫыранӑн пӗр пайне карта тытса ҫавӑрнӑран унта пырса ҫутҫанталӑкпа тӳлевсӗр киленме пӗр пайӗ кӑна уҫӑ юлать.

 

Республикӑра

Шӑрӑх ҫанталӑкра чылайӑшӗ пляжа, Атӑл хӗррине чӳхенме васкать. Анчах унта килекенсене шывран темӗнле шӑршӑ кӗни сисчӗвлентерет. Атӑл шывӗ симӗсленнӗрен ку.

Ку мӗншӗн пулнине специалистсем ӑнлантарнӑ. Атӑла органика — ҫынран тата выльӑх-чӗрлӗхрен юлакан каяш — нумай лекет-мӗн. Шӑрӑх ҫанталӑка пула шыв курӑкӗ те вӑйлӑ ҫитӗнет. Вӗсем вара шыва япӑх витӗм кӳрекен япаласем кӑлараҫҫӗ. Ӑна пулах пулӑсем те вилеҫҫӗ.

Атӑл кашни ҫулах «чечеке» ларать. Кунашкаллине утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнчен пуҫласа ҫурлан вӗҫӗччен курма пулать. Ҫак тапхӑрта ҫыран хӗррине шыв курӑкӗсем тухаҫҫӗ. Авӑн уйӑхӗнче ҫанталӑк сивӗтсен вӗсем ӳсме пӑрахаҫҫӗ, шыв тасалать.

Шывран лайӑх мар шӑршӑ кӗнӗрен хӑшӗ-пӗри унта кӗме тӑхтать. Питех пӑлханмалли ҫук. Специалистсем ку вӑхӑтлӑха ҫеҫ пулнине калаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/35379
 

Спорт

Утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнче Атӑл урлӑ ишсе каҫасси енӗпе ӑмӑрту иртӗ. Ӑна сумлӑ ентеше Андриян Николаев космонавта халаллӗҫ.

Ку ӑмӑрту вӑй-хал культурин кунӗ ячӗпе те иртӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, старт Атӑл леш енче пулӗ. Ишевҫӗсен финишӗ — Сӗнтӗрвӑрри хулинчи пляжра.

Ӑмӑртура ҫӑлавҫӑсем, васкавлӑ медпулӑшу пулӗҫ, тем пулас тӑк пулӑшӗҫ. Тупӑшӑва ятарласа хатӗрленнӗ спортсменсем хутшӑнӗҫ. Терапевт ишме ирӗк панӑ справка пулсан лайӑхрах. Ҫавӑн пекех вӗсен инҫе дистанцисене ишнӗ опыт та пулмалла.

Сӑмах май, Андриян Николаев космонавт Атӑла пӗрре мар ишсе каҫнӑ.

 

Хулара
Алена Иванов тунӑ сӑн
Алена Иванов тунӑ сӑн

Вӑт паттӑр ку. Денис Кириллов путакан ачасене курсан ҫухалса кайман — пулӑшма чупнӑ.

Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарти пӗр пляж ҫумӗнче арҫын путакан икӗ арҫын ачана шывран туртса кӑларнӑ. Денис унта ҫемйипе канма юратать. Ҫав кун вӑл шывра вылякан икӗ ачана асӑрханӑ. Денис вӗсене асӑрхаттарасшӑн пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра вара пӗри шыв айне кайнӑ, тепри те путма тытӑннӑ.

Денис иккӗмӗш ачана тупас тесе виҫӗ хутчен чӑмнӑ. Ҫыран хӗррине кӑларсан вӑл вӗсен уринчен тытса силленӗ, ҫапла майпа ҫӑлнӑ. Ыттисем пулӑшма шутламан та. Арӑмӗ ҫеҫ пынӑ ун патне. «Тавтапуҫ», — тенӗ те ачасем чупса кайнӑ. Вӗсене шыв хумӗ илсе кайнӑ-мӗн. Пӗри тепринчен тытӑнса ҫыран хӗррине тухма хӑтланнӑ вӗсем.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/34932
 

Хулара

Шӑрӑх ҫанталӑкра ҫынсем Атӑл хӗррирнче канчӗҫ, шывра чӑмпӑлтатрӗҫ. Ку эрне пуҫламӑшӗнче вара «Шыва кӗме юрамасть» паллӑсем вырнаҫтарса тухнӑ.

Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри упавленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хула пляжӗсенчи акваторире илнӗ проба СанПин нормипе килӗшсе тӑмасть. Эппин, унта шыва кӗни сывлӑха сиен кӳме пултарать.

Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков «Инженерная защита» акционерлӑ обществӑна ку лару-тӑрӑва сирмешкӗн хушу панӑ. Пляжра ҫӳп-ҫапа кашни кунах пуҫтараҫҫӗ, общество туалечӗсене дезинфекцилеҫҫӗ.

Халӗ пляжсенче шыва кӗме юраманнине асӑрхаттаракан паллӑсем вырнаҫтарнӑ. Кун пирки громкоговорительпе те калаҫҫӗ.

Ку эрнинче «Чӑваш Республикинчи гигиена тата эпидемиологи центрӗн» лабораторийӗ те шыва тӗрӗслӗ. Атӑлта шыва кӗме юрӗ-и? Ҫакна Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри упавленийӗ пӗлтерӗ.

 

Хулара

Шупашкар хулинче пляжсене ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫма палӑртнӑ. Анчах ҫанталӑк шӑрӑх тӑнине кура графика ылмаштарнӑ, пляжсене ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче уҫнӑ. Кун пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушу кӑларнӑ.

Пляжсене официаллӑ майпа уҫиччен Алексей Ладыков Атӑл хӗррине ҫитсе ҫаврӑннӑ. Унта вӑл хула ҫыннисене канма хӑтлӑ тата хӑрушсӑр условисем туса панипе паманнине хакланӑ.

«Инженери хӳтлӗхӗ» акционерсен обществин пуҫлӑхӗ Олег Алексеев шыва кӗмелли тапхӑр валли хулари мӗнпур пляж хатӗррине ӗнентернӗ.

Чӑн та, шыва кӗме ирӗк париччен пляжсене хӑйӑр илсе килсе сарнӑ, водолазсем шыв айӗнче мӗн пуррине тӗрӗсленӗ, пляж йӗри-тавралла тасатса тухнӑ.

Пляжсене пӑхса ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн Алексей Ладыков пӗтӗмӗшле илсен кӑмӑллӑ юлнӑ, туса ҫитерейменнине пӗр эрнере вӗҫлеме хушнӑ.

Пляжсем авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ирхи вуннӑран пуҫласа каҫхи саккӑрччен ӗҫлӗҫ.

 

Хулара

Ҫӗнӗ Шупашкарта Атӑла карп тата шурӑ амур лӗккине янӑ. 2 пин ытла лӗкке ятарлӑ пулӑ хуҫалӑхӗнчен илсе килнӗ. Вӗсене ГЭСран ҫӳлерех янӑ. Унта шыв тӑрать, ҫавна май пулӑ лайӑх ӗрчет. Пулӑ ҫавӑнтах ҫитӗнӗ.

ГЭСран ҫӳлерех ҫак вырӑна ахальтен суйламан. Унта утравсем пур. Ҫулла унта курӑк нумай ӳсет, шурӑ амур вара ӑна ҫисе пурӑнать. Пулӑ Атӑла тасатӗ.

Лӗкке шыва янине хула ачисем курма пынӑ. Вӗсем вӗтӗскерсене тытса пӑхасшӑн пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/33464
 

Ҫутҫанталӑк

Пирӗн республикӑра «Вӑрман лартмалли Пӗтӗм Раҫҫей кунӗ» акцие улттӑмӗш хут ирттереҫҫӗ. Ҫавна май Чӑваш Ен ҫыннисене Атӑл леш енне, йӑлӑма, йывӑҫ лартма чӗнеҫҫӗ.

Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫуркуннехи акци вӗҫленӗ. Ӑна йӑлӑмра вӗҫлесшӗн. Сӑмах май, ку акцие Вӑрман хуҫалӑхӗн федераци агентстви пуҫарнӑ.

Акци кашни ҫулах иртет. Унта республикӑри ӗҫ тӑвакан влаҫ ҫыннисем, общество организацийӗсем, шкул ачисем, студентсем, МИХсем хастар хутшӑнаҫҫӗ. Акцирен нихӑш ҫул та пӑрӑнса юлман ҫынсем те пур. Ҫулсерен унта 500 ытла ҫын хутшӑнать.

Йывӑҫ лартма кӑмӑл пулсан сире ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ирхи 8 сехетре ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви умӗнче кӗтеҫҫӗ. Адресӗ — Ленинград урамӗ, 33-мӗш ҫурт 62-89-36 е 48-45-42 номерсемпе шӑнкӑравласа ыйтса пӗлме май пур.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/82419
 

Ҫул-йӗр

Куславкка Атӑл ҫыранӗнче вырнаҫнӑ хуласенчен пӗри пулнӑ май ҫулла унти пристане теплоходсем вӗҫӗмех чарӑнаҫҫӗ. Унпа ҫула тухнисем хулапа паллашнӑ май вырӑнти хыснана кӗмӗл хӑвараҫҫӗ. Ҫавӑнпа та туристсене ҫухатасшӑн мар вырӑнтисем. Ун валли вара вӗсене пристань кирлӗ. Ӑна кашни ҫуркунне Шупашкарти юханшыв порчӗ вырнаҫтарать. Тӑкакӑн пӗр пайне порт хӑй ҫине илет, теприне — хула. Пӗлтӗр 2,6 миллионне Куславкка район хыснинчен уйӑрнӑ пулсан, кӑҫал Шупашкар юханшыв порчӗ 4,5 миллион ыйтнӑ. Ку суммӑна карапсене ҫыранпа ҫыхӑнтарни те, дебаркадер (пристане ҫапла калаҫҫӗ) та кӗрет.

Район администрацийӗн экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн, суту-илӗвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ Геннадий Пушков пӗлтернӗ тӑрӑх, район хыснинчен 2,8 миллион тенкӗ уйӑрма йышӑннӑ. Ку укҫапа Шупашкар юханшыв порчӗ килӗшессипе килӗшмессине куславккасем хальлӗхе пӗлмеҫҫӗ-ха.

 

Республикӑра

Ӗнер, ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, ирхи 8 сехет тӗлне дежурнӑй диспетчер службине шӑнкӑрав килнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗнче Атӑлта виҫӗ пулӑҫ пӑр ҫине кӗнӗ, анчах вӑл катӑлса юхма тытӑннӑ.

Ку Шупашкарти ГЭС тӗлӗнче пулнӑ. Арҫынсене иртен-ҫӳрен курнӑ. Ҫӑлавҫӑсен патруль служби вырӑна ҫийӗнчех ҫитнӗ.

Пулӑҫсене пӑр катӑкӗ ҫыранран 300 метр аякка илсе кайнӑ. Пӗрне, шӑнса кайнӑскере, ҫыран хӗррине эвакуациленӗ. Иккӗшӗ пулӑшу кирлӗ маррине пӗлтернӗ. Вӗсен хӑйсен резина кимӗ пулнӑ-мӗн. Анчах хӑйсен ҫӑлав жилечӗ пулман.

Телее, лару-тӑру лайӑххипе вӗҫленнӗ. Экстремалсем ҫыран хӗррине 8 сехет те 50 минутра тухнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, [22], 23, 24, 25, 26, 27
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ушкӑнран уйрӑлса лидер пулас килӗ. Плансене пурнӑҫлам, хӑвӑр палӑртнӑ ҫулпа утма тӑрӑшӑр. Халӗ палӑртнине пурнӑҫлама шӑпах лайӑх вӑхӑт. Юратнӑ ҫынна тимлӗх ытларах уйӑрӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринчеч романтикӑллӑ тӗлпулу пулӗ тен.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын