Паян, авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, ҫанталӑк ӑшах пулмарӗ. Ҫапах ку «моржсене» пӗрре те хӑратмасть. Паян Шупашкарта сивӗ шывра ишме юратакан спортсменсен хушшинче ӑмӑрту иртнӗ.
Тупӑшӑва ӳт-пӗве пиҫӗхтермелли тата хӗллехи спорт федерацийӗ йӗркеленӗ. Спортсменсем Атӑлта ишнӗ.
Ӑмӑртӑва тӗрлӗ регионти спортсменсем ҫитнӗ. Шупашкара Мари Республикинчен, Чӗмпӗр облаҫӗнчен, Тутар Республикинчен, Мускавран килнӗ. Спортсменсем 100, 800 тата 1600 метрлӗ дистанцисене парӑнтарнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене медальпе тата дипломпа чысланӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан икӗ арҫын ҫынсене Атӑл урлӑ илсе каҫас ӗҫпе аппаланнӑ. Ҫапла майпа вӗсем саккуна пӑснӑ.
24 тата 23 ҫулсенчи ҫамрӑксем кимӗпе ҫынсене Атӑлӑн леш ҫыранне илсе каҫнӑ. Анчах вӗсен лицензи пулман. Ҫитменнне, кимӗсенче хӑрушсӑрлӑх хатӗрӗсем вырнаҫтарман.
Ҫак арҫынсен явап тытма тивӗ. Следстви комитечӗ вӗсен тӗлӗшпе РФ Уголовлӑ кодексӗн 238-мӗш статйин 1-мӗш пункчӗпе клӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарти Мускав ҫыранне реконструкцилеҫҫӗ. Ӗҫ мӗнле пынине ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӗрӗсленӗ.
Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче Элтепер ҫакна асӑрханӑ: ҫынсем ҫырана Мускав ятне панипе килӗшмеҫҫӗ иккен. Чылайӑшӗ ӑна мӗншӗн шӑпах ҫак ята пани пирки ыйтать-мӗн. Ҫавна май Михаил Васильевич хула влаҫӗсене ку ы йтӑва пӑхса тухма сӗннӗ.
Элтепер Мускав ҫыранне реконструкцилес ӗҫе хӑвӑртлатмаллине те палӑртнӑ. Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен 80 миллион тенкӗпе усӑ курмалла. Ӗҫ пур-ха: брусчатка хумалла, перила тумалла, ҫутӑ хута ямалла. Ӗҫе пурнӑҫлаканӗ – «Автодор» тулли мар яваплӑ общество. Унӑн Атӑл хӗрринчи 1,9 ҫухрӑма хӑтлӑлатмалла
Илен кунӗ хыҫҫӑн ваттисем шыва кӗме хушман. Ҫав кун ҫӳлти хӑватсем шыва пӑр катӑкӗ яраҫҫӗ-мӗн. Анчах кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче те ҫанталӑк самай шӑрӑх тӑчӗ. Ҫавна май шыва кӗрекенсем те пур.
Ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Муркаш районӗнче инкек пулнӑ. Чуракасси ялӗн каччи Атӑлта чӑмпӑлтатнӑ чухне путса вилнӗ. РФ МЧСӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл шыва кӗме юраман вырӑнта чӳхеннӗ. Ҫитменнине, ӳсӗр пулнӑ.
Унӑн виллине республикӑри шыравпа ҫӑлав службин ӗҫченӗсем туртса кӑларнӑ.
Чӑваш Енре «Туслӑх маякӗсем. Раҫҫей ҫывӑхлатать» нимеҫӗсен проекчӗн элчисем пулнӑ. Вӗсем виҫӗ кун пурӑннӑ, картасем сӑрлама, пӗремӗкпе хуран кукли пӗҫерме, ҫӳп-ҫап тасатма пулӑшнӑ.
Ҫӗрпӳре вӗсене райпори ҫӑкӑр савутӗнче кӗтсе илнӗ. Унта вӗсем пӗремӗк пӗҫернӗ. Кашни кун унта ҫак пылака 1 тонна хатӗрлеҫҫӗ, ӗҫлекен пӗр ҫынна 100 килограмран сахал мар лекет. Савутра вӗсем карта та сӑрланӑ, клумбӑсене те хитрелетнӗ.
Нимеҫӗсем Ҫӗрпӳри Тихвин мӑнастирӗнче те пулнӑ, унта вара утӑ пуҫтарнӑ. «Чӑвашпотребсоюзӑн» пӗр кафинче хуран кукли пӗҫернӗ.
Нимеҫӗсене Шупашкар килӗшнӗ. Кунта вӗсем музейсемпе паллашнӑ, чӑваш апат-ҫимӗҫне тутаннӑ. Кунсӑр пуҫне Атӑл хӗрринчи ҫӳп-ҫапа тасатнӑ.
«Туслӑх маякӗсем» проект элчисен малалла ҫулӗ Хусаналла выртнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче водолазсем Атӑл тӗпӗнчен раритетлӑ якорь туртса кӑларнӑ. Вӗсем «Георгий Седов» путнӑ теплоходӑн якорьне алӑпа шыраса тупнӑ, мӗншӗн тесен йӑлтах лачака ӑшӗнче пулнӑ.
Ӑна Комсомольски районне палӑк евӗр лартма парӗҫ. Якоре 80 ҫул каялла туса кӑларнӑ, ҫавӑнпа ӑна халӗ ҫӗнетеҫҫӗ. Палӑка Каҫал тӑрӑхӗнчи Аслӑ Ҫӗрпӳел ялӗнчи шкулпа ҫумӑн лартӗҫ. Василий Разумов вице-адмирал ҫав тӑрӑхран пулнӑ.
Сӑмах май, теплохода 1933 ҫулта туса кӑларнӑ, 2001 ҫалта вӑл шыв айне кайнӑ. Водолаз унӑн сӑнчӑрне ҫур сехет каснӑ, унтан ӑна ҫыран хӗррине туртса кӑларнӑ.
Паян 11 сехет те 30 минутра Сӗнтӗрвӑрри районӗнче Атӑлта ишекен арҫынна ҫӑлавҫӑсем асӑрханӑ. Хайхискер ишсе халтан кайнӑ, вӑйӗ пӗтсе ҫитнӗ.
Юрать, ҫав вӑхӑтра ҫӑлавҫӑсем Атӑл хӗррине пӑхса ҫаврӑннӑ. Унсӑрӑн ку пӑтӑрмах мӗнпе вӗҫленӗччӗ-ши?
29 ҫулти арҫын, Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗскер, ҫыранран 300 метр аякра ишнӗ. Ывӑннӑскере ҫӑлавҫӑсем ҫыран хӗррине кӑларнӑ. Арҫын медицина пулӑшӑвӗ сӗнсен хирӗҫленӗ.
Ҫак арҫын Атӑл урлӑ ишсе каҫма шухӑшланӑ-мӗн. Анчах вӑй пӗтесси пирки шутламан ахӑртнех.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Хӗрлӗ Чутай районӗнче 5 ҫулти хӗрача путса вилнӗ. Пӗчӗкскер пахчара чавса тунӑ пӗвере, 1,5 тарӑнӑшскерте, путнӑ.
Ӗнер каҫхине Ҫӗрпӳ районӗнче те инкек пулнӑ. Унта та ача шыв айне кайнӑ. 6 ҫулти арҫын ача Ункӑ юханшывӗнче путса вилнӗ. Икӗ тӗслӗхре те шӑпӑрлансем аслисемсӗр пулнӑ.
Палӑртмалла: ҫулла пуҫланнӑранпа республикӑра 3 ача путнӑ. Унччен, ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта 8 ҫулти арҫын ача Атӑлта путнӑ. Шӑпӑрлан шыва кӗме юраман вырӑнта чӑмпӑлтатнӑ. Ҫывӑхра аслисем пулман.
Халӗ ҫӳлерех асаннӑ икӗ тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет. Ку криминалпа ҫыхӑнманни паллӑ.
Сӗнтӗрвӑрринчи вӑрман техкника техникумӗнче вӗренекен икӗ студент, 17 тата 18 ҫулсенчи ҫамрӑксем, Атӑл урлӑ, 3 ҫухрӑм сарлакӑшне, ишсе каҫма шухӑшланӑ. Хайхискерсем хӑюллӑрах пулас тесе эрех те сыпнӑ.
Анчах ҫакӑ чутах инкекпе вӗҫленмен. Ку ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пулнӑ. Студентсем карапсем ҫӳрекен вырӑна ҫитсен ывӑннине ӑнланнӑ та пулӑшу ыйтса кӑшкӑрма тытӑннӑ. Вӗсене илтсе ҫыран хӗрринче канакансем ҫӑлавҫӑсене шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Ҫӑлавҫӑсем катерпа вырӑна пӗр тӑхтамасӑр тухнӑ. Вӗсем «хӑюллӑ» студентсене катер ҫине лартнӑ та станци таран илсе ҫитернӗ. Ҫамрӑксемпе профилактика калаҫӑвӗ ирттернӗ.
МЧС шыв хӗрринче асӑрхануллӑ пулмалли пирки аса илтерет. Ҫулла пуҫланнӑранпа икӗ ҫын путса вилнӗ. Кунашкал пӑтӑрмахсем Ҫӗнӗ Шупашкарта, Куславкка районӗнче пулнӑ.
Атӑл леш енчи поселоксене газ кӗртес енӗпе тинех ӗҫлеме тытӑннӑ. Унта пурӑнакансем ҫакна темиҫе ҫул кӗтнӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Атӑл леш енчи поселоксене газ кӗртес ыйтӑва ҫӗртмен 15-мӗшӗнче пӑхса тухнӑ. 2020 ҫулччен вӗҫлеме палӑртнӑ ӗҫ тӗлӗшпе килӗшӳ тунӑ ӗнтӗ. Сосновкӑри проект тата документаци ӗҫӗсене тумашкӑн 4,6 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Подрядчик газопроводӑн пулас трассине пӑхса тухнӑ. Специалистсем Октябрьски, Первомайски, Пролетарски, Ҫурҫӗр поселокӗсене тата Санатори урамне газ пӑрӑхӗсем ҫитессе ҫирӗплетеҫҫӗ. Ҫакна 2019 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗччен тума палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.