
Муркаш районӗнчи Турайри вулавӑшра Юрий Жуков композитора халалласа курав уҫнӑ. Кун пирки композитор халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
«Турайри культура ҫуртӗнче пулса иртнӗ «Юратсан юрлас килет» фестиваль-конкурса килсессӗн кунти библиотекӑра та пулса куртӑм. Ман ҫинчен те манман иккен кунта... Тавах», — тесе ҫырнӑ вӑл.
Юрий Нестерович композитор, баянист, педагог 1950 ҫулхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Етӗрне районӗнч Янӑм ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Муркаш районӗн хисеплӗ ҫынни.
Вӑл Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчи (халӗ — университет) музыкӑпа педагогика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ.

«Пултарулӑхпа – куҫа-куҫӑн» – ҫапла ятлӑ Куславккари ача-пӑча искусство шкулӗн вӗрентекенӗн Эдуард Волчковӑн куравӗ. Вӑл вулавӑшра уҫӑлнӑ.
Курав ака уйӑхӗн вӗҫӗччен ӗҫлӗ. Унта кирек кам та пырса курма пултарать. Автор картинӑсене акрилпа, ҫупа, акварельпе ӳкернӗ.
Палӑртмалла: ӳсекен ӑрӑва воспитани пама пулӑшнӑшӑн Эдуард Волочкова ЧР Культура министерствини Тав хучӗпе чысланӑ.

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Варкӑш» литература клубӗн черетлӗ ларӑвӗнче «Асамлӑ ачалӑх» кӗнеке пуххине хакланӑ. Асӑннӑ кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче 2024 ҫул вӗҫӗнче пичетленсе тухнӑ. Кун пирки издательство ӗҫченӗ Ольга Иванова пӗлтернӗ.
«Кӑларӑмра XXI ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи чӑваш литературинче ырми-канми тӑрӑшакан ҫыравҫӑсем – пурӗ вӑтӑр ҫичӗ автор – ачалӑхне, асра юлнӑ вӗрентекенӗсене, пӗрремӗш хайлав ҫырнине, вӑл хӑҫан кун ҫути курнине аса илеҫҫӗ», — хыпарланӑ вӑл.

Ӗнер, ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче «Тӑван сӑмах – халӑх хӑвачӗ» ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ. Ӑна тӑван чӗлхепе чӑваш халӑхӗн хӑйне евӗр культурине упраса хӑварас ыйтӑва халалланӑ. Мероприятие Чӑваш чӗлхе кунӗ умӗн йӗркеленӗ.
Конференцие Культура институчӗн, Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн ӗҫченӗсем, чӑваш чӗлхипе литература учительсем, студентсем хутшӑннӑ.

Паян Чӑваш таврапӗлӳҫисен форумӗ иртнӗ. Унта чӑвашсем Пушкӑртстанран, Чӗмпӗртен, Ӗренпуртан тата ытти ҫӗртен килсе ҫитнӗ. Чӑваш культурине тӗпчекенсен форумӗ Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче иртнӗ.
«Вӗсем ҫак ӗҫе чун ыйтнипе (пӗр тӳлевсӗр) туса пыраҫҫӗ, ҫавӑнпа ҫулталӑкра пӗрре пухӑнса аякри йӑхташӑмӑрсемпе пӗрле сӳтсе яваҫҫӗ», – тесе тӗрӗс палӑртнӑ вулавӑш ӗҫченӗ Антонина Андреева халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.

Чӑваш Республикин ачасемпе ҫамрӑксен вулавӑшӗ пӗлтӗр чи нумай кӗнеке вуланӑ ачан ятне пӗлтернӗ. Вӑл – Шупашкарти Альвина Горбунова. Вӑл пӗлтӗр тӗлӗнмелле нумай кӗнеке вуланӑ – 112!
Альвина ку вулавӑша 3,5 ҫул каялла килнӗ. Ун чухне ӑна амӑшӗ ҫавӑтса пынӑ. Ҫавӑнтанпа хӗрача библиотекӑна тӑтӑшах ҫӳрет.
Сӑмах май, Альвина 37-мӗш шкулта вӗренет.

И.В. Данилова музыкҫӑ «Союз композиторов Чувашии: вчера и сегодня» (чӑв. Чӑваш Енри композиторсен союзӗ: ӗнер тата паян) ятра лекци ирттернӗ. Кун пирки Вера Архипова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Чӑваш Енри композиторсен союзӗ кӑҫал 85 ҫул тултарать.
Ҫавна май Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Мерчен» тӗпелте лекци ирттернӗ. Ку мероприятие вулавӑшсӑр пуҫне Чӑваш патшалӑх университечӗ, маларах асӑннӑ пӗрлешӳ йӗркеленӗ.
Лекторӗ - ученӑй-музыковед,Чӑваш Енӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫейри Композиторсен союзӗн членӗ, 50 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн авторӗ
Ирина Данилова.

Николай Ытарай сӑвӑҫӑн кӗнекине куҫ начар куракан ачасем валли пичетлесе кӑларнӑ. Унпа Л.Н. Толстой ячӗллӗ вулавӑшра паллашма пулать.
Кӗнекери сӑвӑсене брайлер шрифчӗпе пичетленӗ. Кӑларам ячӗ — «Чӗр чунсем – пирӗн туссем» = «Животные – наши друзья». Ӑна ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа кун ҫути кӑтартнӑ. Сӑмах май каласан, Николай Васильевичӑн кӗнекине унччен апла шрифтпа пичетлесе кӑларман.

Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Яковлевсем ҫинчен ӳкерне фильма кӑтартӗҫ. «Иван и Екатерина. Победа на двоих» ятлӑ ӗҫ документлӑ фильм та, илемлӗ те. Проект ертӳҫи – Наталья Цуканова, сценарисчӗ – Ольга Шейпак.
Фильм паллӑ чӑваш патриархӗн Иван Яковлевичӑн тата Екатреина Алексевнӑн пурнӑҫӗпе паллаштарать. Тӗрӗсрех, вӗҫен ҫемье телейне уҫса парать.
Фильм истори енчен шанчӑклӑ материалсене тӗпе хурса ӳкернине ӗнентереҫҫӗ. Унта Чӗмпӗрти драма театрӗн артисчӗсем ӳкерӗннӗ.

Чӑваш Енӗн Ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче Улькка Эльменӗн «Интернетри юрату» кӗнекине хӑтланӑ. Унта кӗнеке редакторӗ Ольга Австрийская тата ҫыравҫӑсемпе поэтсем хутшӑннӑ.
Вулавӑшӑн краеведенипе наци литературин пайӗн заведующийӗ Эвелина Малеева палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, «Интернетри юрату» кӗнеке ача-пӑчапа ҫамрӑксем валли ҫырнӑ кӗнекесен алҫырӑвӗсенчен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
Ҫӗнӗ кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче 2024 ҫул вӗҫӗнче пичетленсе тухнӑ. Кӗнекери тӗп сӑнарсем – хулари шкулта 10-мӗш класра вӗренекенсем: Дима Егоров, Катя Кулагина, Коля Петров, Лариса Игнатьева.
