
Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗ, гид-экскурсовод, «Чӑваш Республикинчи чи лайӑх экскурсовод – 2024» конкурс лауреачӗ Татьяна Миронова Пӗтӗм тӗнчери «Проводники смыслов. Экскурсоводы Победы» сумлӑ конкурс финалистки пулса тӑнӑ. Ку конкурса «Росмолодежь» йӗркелет.
5 пине яхӑн ҫынран чи лайӑх 400 экскурсовода кӑна суйланӑ. Вӗсен йышӗнче пирӗн ентеш те пур. Татьяна Миронова - Вӑрмартан.
Ҫитес вӑхӑтра Татьяна Мускавра экскурсоводсемпе тӗл пулӗ, вӗренӳ мероприятийӗсене хутшӑнӗ, культура объекчӗсене кайса курӗ. Ҫавӑн чухнех ҫӗнтерӳҫӗсене чыслӗҫ.

Чӑваш Енре ҫурхи сунар тапхӑрӗ пуҫланнӑ. Вӑл паянтан пуҫласа ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пырӗ.
Сӑмах май каласан, пирӗн тӑрӑхра сунар улӑх-ҫаранне икӗ зонӑна уйӑрнӑ: пӗрремӗш тата иккӗмӗш. Кашни зонӑра сунар тапхӑрне палӑртнӑ.
Пӗрремӗш зонӑна Улатӑр, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Комсомольски, Пӑрачкав, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Елчӗк тӑрӑхӗсем кӗреҫҫӗ.
Иккӗмӗш зонӑра — Элӗк, Вӑрнар, Канаш, Куславкка, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Етӗрне, Тӑвай районӗсем.

5-11-мӗш классенче вӗренекен ачасен хушшинче чӑваш чӗлхипе, литературипе тата культурипе интернет олимпиада иртнӗ. Унта 33 ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ.
Кӑҫалхи олимпиадӑна Чӑваш Республикин тата республика тулашӗнчи вӗренӳ организацийӗсен 5–11 класӗсенче вӗренекен тӑват ҫӗр ытла ача хутшӑннӑ, ҫав шутра – республика тулашӗнчен – 26 ача.
Олимпиадӑна ирттернӗ Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «пӗтӗмӗшле илсен, интернет олимпиадӑна кӑҫал пысӑк хастарлӑхпа Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисен, Патӑрьел, Вӑрнар, Вӑрмар, Канаш, Куславкка, Йӗпреҫ, Ҫӗрпӳ, Муркаш, Тӑвай, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар округӗсен шкул ачисем хутшӑннӑ».

Виҫӗ кун каялла Вӑрмар округӗнче 66 ҫулти хӗрарӑм ҫухалнӑ. Вӑл кӑрлачан 21-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та таврӑнман.
Наумова (Леонтьева) Галина Ивановна – Вӑрмар поселокӗнчен. Вӑл 150 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам кӗлеткеллӗ, куҫӗ хӑмар, ҫӳҫӗ хӗрлӗ. Ҫав кун бирюза тӗслӗ куртка, сӑрӑ тӗслӗ шӑлавар, тӗттӗм кӑвак калуш тӑхӑннӑ пулнӑ.
Хӗрарӑма курнӑ тӑк, ун пирки мӗн те пулин пӗлетӗр пулсан ҫак номерсемпе шӑнкӑравламалла: 8 800 700-54-52 е 89777084704 Екатерина (Кирейчик).

Вӑрмар поселокӗнче 29 ҫулти арҫын пӗлӗшне вилмеллех хӗнесе пӗтернӗ. Ку кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫӗрле пулнӑ.
Вӑл пӗлӗшӗ патӗнче хӑнара пулнӑ. Вӗсем пӗрле эрех ӗҫнӗ. Ҫапла хирӗҫсе те кайнӑ. Хӑна кил хуҫине аллипе ҫапнӑ, урипе тапнӑ. Лешӗ кӑштахран сывлама чарӑннӑ.
Арҫынна тытсп чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Чӑваш Енре туризма 2035 ҫулччен аталантармалли стратеги йышӑннӑ.
Республика Элтеперӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, стратегире пирӗн тӑрӑха малашлӑхлӑ 14 туризм территорийӗ пӑхса хӑварнӑ. Вӗсем: «Шупашкар», «Ҫӗрпӳ», «Йӑлӑм», «Сӗнтӗвӑрри», «Етӗрне», «Канаш», «Куславкка», «Вӑрмар», «Вӑрнар», «Патӑрьел», «Ҫӗмӗрле», «Улатӑр», «Йӗпреҫ», «Шӑмӑршӑ».
Документра туристсене канма меллӗ услови туса парассине пӑхса хӑварнӑ.

Пирӗн республикӑра шкулти театрсен «Асам» фестивалӗ кӑҫалхипе иккӗмӗш хут иртте. Унта хутшӑнакансене республика Элтепере Олег Николаев саламланӑ.
«Чаплӑ ҫак фестиваль иккӗмӗш хут иртет. Ҫак асамлӑха эсир тата сирӗн педагогӑрсемпе аслӑ тусӑрсем, театр ӳнерӗн ӗҫченӗсем тӑваҫҫӗ. Спектакльсене соцсеть урлӑ хаклакан ҫынсен шучӗ икӗ хут ӳснӗ: 58 пинрен пуҫласа 102 пине ҫитнӗ. Професси сцени ҫинчи малтанхи утӑмсем нумай ачашӑн хумхануллӑ самант патне тӑвакан утӑм пуласса шанатӑп», — тенӗ вӑл.
«Пӗчӗк формӑри чи лайӑх спектакль» номинацире Ҫӗмӗрлери 8-меш гимнази хатӗрленӗ ӗс палӑрнӑ. «Чи лайӑх сценографи» тесе Ҫӗрпӳри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулӑн ӗҫне палӑртнӑ, «Режиссерӑн чи лайӑх ӗҫӗ» номинацире Вӑрмарти вӑтам шкулти «Мельпомена» шкул театрӗн ертӳҫи Елена Ларионова мала тухнӑ. Ӗҫсене ытти номинаципе те хакланӑ.

Роспотребнадзор ӗҫченӗсем Вӑрмар округӗнчи ҫӳп-ҫап полигонне тӗрӗслеме кайнӑ. Унта пушар тухнӑ.
Специалистсем ҫывӑхри ялти тата Вӑрмарти сывлӑша та тӗрӗсленӗ, унта тӗтӗм шӑршине тупса палӑртман.
Полигонра пушар авӑнӑн 16-мӗшӗнче тухнӑ, ҫулӑм 900 тӑваткал метра ярса илнӗ. Полигона «Водоканал» пӑхса тӑрать. Роспотребнадзор ӑна асӑрхаттару панӑ.

Чӑваш Енӗн Ипотека корпорацийӗн гендиректорӗ Алексей Антонов тӗлӗшпе пуҫиле тата тепӗр ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ӗҫ вырӑнӗпе хӑйшӗн усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, 2022 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Чӑваш Енӗн Ипотека корпорацийӗ застройщик-организаципе Вӑрмарта нумай хваттерлӗ ҫурт хӑпартма килӗшӳ тунӑ. Хваттерсенчен хӑшӗсем социаллӑ тӗллевлӗ пулнӑ: ҫынсене ишӗлекен ҫуртран куҫарма тата тӑлӑх ачасем валли.
Чӑваш Енӗн Минстройӗ тӗрӗслев ирттернӗ чухне тӗрлӗ кӑлтӑк тупса палӑртнӑ, апла пулин те Антонов строительство ӗҫне ҫитменлӗхе пӗтермесӗрех тӑсма хушнӑ-мӗн.
Ӳлӗмрен ҫав ҫурта хута ярайман. Пурӑнма май килмен ҫурта сӳтме тивнӗ. Ҫавна пула Антонов 40 миллион тенке яхӑн тӑкак кӳнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫурт хӑпартнӑ чух укҫа хывнӑ ҫынсем тата тӑлӑхсем хваттерлӗ пулайман.
Гендиректор тӗлӗшпе пакунлисем унччен те пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Ӗнер 17 сехет те 40 минутра Вӑрмар поселокӗ ҫывӑхӗнче авари пулнӑ. Унта 30 ҫулти хӗрарӑмпа 7-ри ача шар курнӑ.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Черри» машина рулӗ умӗнче ларна 35 ҫулти хӗрарӑм Вӑрмар поселокне кайнӑ чухне тӗп ҫул ҫине тухнӑ, анчах унти машинӑна ирттерсе яман, тепӗр иномаркӑпа ҫапӑннӑ. Унта вара 4 ҫын пынӑ: 30 ҫулти хӗрарӑм тата 3 ача. Хӗрарӑма 7-ри ачана пульницӑна илсе кайнӑ.
Палӑртмалла: ача ятарлӑ кресло ҫинче пулнӑ.
