Ҫак хӗрача – чӑн-чӑн маттур. Вӑл икӗ экзаменра 200 балл пухнӑ. Сӑмах Ҫӗнӗ Шупашкарти Виктория Котусенко пирки пырать. Вӑл химипе тата вырӑс чӗлхипе пулнӑ экзаменсенче ҫавӑн чухлӗ балл пухнӑ.
Республикипе илес тӗк, вырӑс чӗлхи экзаменӗнче 36 ҫамрӑк 100 балл пухнӑ. Вӗсен йышӗнче Шупашкартан, Ҫӗнӗ Шупашкартан, Канашран, Йӗпреҫрен, Вӑрмартан, Патӗрьелтен пур.
Вӑрмар поселокӗнче 3 ҫулти ача урамра уҫӑлса ҫӳренӗ чухне сӑнав ҫӑлне кӗрсе ӳкнӗ. Вӑл 3 метр тарӑнӑш.
Ку ӗнер 16 сехет ҫурӑра пулнӑ. Телее, ача чӗрех, унӑн пысӑк суран та ҫук.
Следстви-оперативлӑ ушкӑн ҫав вырӑна тӗрӗсленӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ ӗҫ-пуҫа халӗ тӗпчет. Яваплӑ ҫынсене те палӑртӗҫ.
Чӑваш Ен Правительстви массӑллӑ информаци хатӗрӗсене грант шучӗпе 19 миллион тенкӗ ытларах укҫа пама палӑртать.
«Чӑваш Ен» ПТРКна 1 миллион та 226,4 пин тенкӗ уйӑрса парасшӑн. Ҫав укҫа икӗ телепрограммӑпа 1 радиопрограмма хатӗрлеме кайӗ. «Чӑваш Ен» НТРКна — 1 миллион та 671,2 пин тенкӗ (2 телепрограммӑпа 3 радиопрограмма валли), ЮТВна — 502 пин тенкӗ (1 телепрограмма валли), «Высший пилотаж» обществӑна — 222,4 пин тенкӗ (1 радиопрограмма валли).
«Советская Чувашия» хаҫат 4 миллион та 314,9 пин тенкӗлӗх 16 гранта ҫӗнсе илнӗ, «Грани» хаҫат — 1 миллион та 925 пин тенкӗлӗх 7 гранта, «Хыпар» издательство ҫурчӗ — 3 миллион тенкӗ те 489,9 пин тенкӗлӗх 13 гранта.
Списокра ҫавӑн пекех Улатӑр, Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк, Тӑвай тата Ҫӗрпӳ районӗсен хаҫачӗсем.
Вӑрмарти паркра тин ҫемье ҫавӑрнӑ мӑшӑрсем валли «Туй уҫланки» концепцие кӗҫех туса пӗтерӗҫ. Унта туй карети, беседка, Эйфель башнин макечӗ, пӗчӗк кӗпер пур. ЧР Юстици министерстви ҫак вырӑн ҫамрӑк мӑшӑрсене килӗшессе, вӗсем унта хаваспах сӑн ӳкерӗнессе шанать.
Ку эрнере подрядчик юлашки ӗҫсене вӗҫлӗ – «Туй уҫланкине» кӗмелли вырӑна хӑтлӑлатӗ. Пӗтӗм ӗҫе вӑл 2,9 миллион ытла тенкӗпе пурнӑҫланӑ. Ҫапах палӑртса хӑвармалла: подрядчикӗн ӗҫсене ҫуллах вӗҫлемелле пулнӑ.
Паян, юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑри темиҫе муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗсене суйлакан конкурс комиссийӗсене ҫирӗплетесси ҫинчен калакан йышӑнусене алӑ пуснӑ.
Асӑннӑ официаллӑ документра пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, Вӑрнар тата Йӗпреҫ муниципалитет округӗсен пуҫлӑхӗсене палӑртмалли пӗр комисси ӗҫлӗ; Элӗк, Красноармейски, Муркаш, Етӗрне округӗсемпе — тепӗр комисси, Куславкка тата Вӑрмар округӗсемпе — виҫҫӗмӗш комисси.
Чӑваш Енӗн вице-премьерӗ — сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов палӑртнӑ тӑрӑх, республикӑра эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ кунсерен япӑхса пырать. Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне илсен, 350 пациент килте сипленнӗ пулсан, халӗ ҫак цифра 2723-е ҫитнӗ. 206 пациента пульницӑна вырттарнӑ.
Владимир Степанов пурне те вакцинаци витӗр тухма чӗнсе каланӑ. Хальхи вӑхӑтра вакцинацин вӑтам кӑтартӑвӗ — 78,3 %. Ҫав вӑхӑтрах хӑш-пӗр муниципалитетра ку цифра 70-тен пӗчӗкрех. Ку списокра — Улатӑр хули, Улатӑр, Элӗк, Вӑрнар, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Елчӗк тата Тӑвай районӗсем.
Чӑваш арҫынни кантура ҫапса салатнӑ. Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Вӑрмарта пурӑнакан 45 ҫулти арҫын кивҫен укҫа паракан учрежденисенчен пӗрне (ун пеккисемпе, тӗрӗссипе, ҫыхӑнмасан аван пулӗ те, мӗншӗн тесен процент ставкисем пысӑк) кайнӑ. Унта вӑл кредит илес тенӗ. Микрозайм организацийӗ арҫынна кивҫен пама килӗшмен.
Ҫакӑ Вӑрмар арҫыннине уртарсах янӑ. Вӑл кӑштахран унта мӑлатук йӑтса пынӑ. Унпа пырса кӗрсе кантура аркатма тытӑннӑ. Чӳречене ҫапса ватнӑ, жалюзие йӑтса антарнӑ, сӗтел ҫинчи ноутбука илсе пенӗ. Ҫапла май вӑл фирмӑна 130 ытла пин тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ.
Пӑтӑрмах вырӑнне йӗрке хуралҫисене чӗнсе илнӗ. Вӗсем пуҫтаха тытса чарнӑ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енри шкулсенчи ачасем чӑваш чӗлхипе тата литературипе, тутар чӗлхипе тата литературипе, мордва чӗлхипе тата литературипе регион тата халӑхсем хушшинче олимпиадӑсенче ҫӗнтернӗшӗн вӗсен вӗрентекенӗсене укҫан хавхалантарма йышӑннӑ. Документа республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Хӑш-пӗр учителе 100-шер пин тенкӗ преми парӗҫ, хӑшӗсене — 50-шар пин тенкӗ. Вӗсем Патӑрьел, Йӗпреҫ, Улатӑр, Пӑрачкав, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Муркаш, Комсомольски районӗсенчи шкулсенче ӗҫлеҫҫӗ.
Канаш районӗнче пурӑнакан 32 ҫулти арҫын чарӑнура тӑракан хӗрарӑма вӗлерессипе хӑратса пусмӑрланӑ. Пӑтӑрмах кӑҫалхи ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче каҫхине пулса иртнӗ.
Арҫын «Ҫӗрпӳ — Вӑрмар енне пӑрӑнакан ҫул» чарӑнура тӑнӑ. Унта вӑл 33 ҫулти унччен палламан хӗрарӑм ҫумне ҫулӑхнӑ. Ӑна вӑрман посадкине вӑйпа илсе кӗрсе кайнӑ, вӗлерессипе хӑратса пусмӑрланӑ.
Халӗ суд ҫав этеме 4 ҫул та 3 уйӑхлӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ.
Чӑваш Енре культурӑри тата ӳнерти ҫӗнӗ йышши технологисене пурнӑҫа кӗртме республика Элтеперӗн грантне уйӑрса парӗҫ.
Укҫана Патӑрьелӗнчи клуб тытӑмне «Анатри чӑвашсен тӗпелӗ» проекта пурнӑҫа кӗртме 100 пин тенкӗ парӗҫ; Республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрне «Нумай енлӗ Чӑваш Ен» мода ART-фестивальне ирттерме — 200 пин тенкӗ; Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшне «Чӑваш Енӗн литература маршручӗсем» проект валли — 200 пин тенкӗ, Вӑрмарти ача-пӑчан ӳнер шкулне «РемеслоKreatiff» арт-мастерской валли — 100 пин тенкӗ; «Акация» культура керменне «Пуҫарусен курупки. Ача-пӑча фольклорӗ. Килӗштерсе усӑллӑ ӗҫлекен территори» пӗчӗк халӑхсен фольклор фестивалӗ валли — 100 пин тенкӗ; Сӗнтӗрвӑрринчи тӗп вулавӑш тытӑмне «Шӗнерпуҫпе паллаш» проекта пурнӑҫлама — 100 пин тенкӗ; Етӗрне районӗнчи тӗп вулавӑш тытӑмне «Ҫӗнӗ ҫӗр хывакан: Аркадий Павлович Айдак» проект валли — 100 пин тенкӗ; Пӑрачкав районӗнчи тӗп клуб тытӑмне «Пӑрачкав парӑсӗсем» ача-пӑчапа ҫамрӑксен регионсем хушшинчи М. Бочкарев ячӗллӗ фестиваль-конкурсне ирттерме —100 пин тенкӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |