Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.6 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ереван

Культура
https://vk.com/wall-35906750_220219 страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк
https://vk.com/wall-35906750_220219 страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Кӳкеҫ посёлокне 1745 ҫулта йӗркелесе янӑ. Район центрӗ аталанса-илемленсе пырать.

Кӳкеҫре кӑҫал нумай хваттерлӗ икӗ ҫурта чӑваш эрешӗпе илемлетрӗҫ. Посёлок логотипӗллӗ сумкӑсем те кӑларнӑ.

«Контактра» халӑх тетелӗнчи «Кӳкеҫӗн общество канашӗ» пабликра ҫав логотиплӑ сумкӑсемлӗ ҫынсен сӑнӳкерчӗкӗсене вырнаҫтарнӑ. Ун пек сумкӑпа пӗр пике Арменири Ереванта сӑн ӳкерӗннӗ, каччӑ вара — Грузири Батуминче.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-35906750_220219
 

Ҫул-йӗр
 АГН Мускав сӑнӳкерчӗкӗ
АГН Мускав сӑнӳкерчӗкӗ

Нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пирӗн ҫӗршывран самолетсем Азербайджана тата Армение вӗҫме пуҫлӗҫ.

Раҫҫей Правительстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Азербайджанри Баку хулине эрнере икӗ рейс пулӗ, Арменрири Еревана — эрнере тӑватӑ рейс.

Авиарейссене уҫма кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен ҫӗршыври оперштаб ларӑвӗнче ирӗк пама йышӑннӑ.

Ӗнертенпе самолетсем Греципе Сингапура вӗҫеҫҫӗ, кӑрлачӑн 27-мӗшӗнчен — Индие, Финляндие, Вьетнама тата Катара.

 

Пӑтӑрмахсем

Мускавра аэропортра пӑтӑрмах пулса иртнӗ. Шереметьево аэропортӗнче. Паян ирпе. Пӗр сехет тӗлӗнче.

«Северный ветер» (Nordwind) авиокомпанин самолечӗ Еревана вӗҫмелле пулнӑ. Сывлӑша хӑпарса ӗлкӗреймен «Boeing 737».

Вырӑнтан хускалнӑ вӑл. Ҫав вӑхӑтра пилотсен кабинине тӗтӗм пирки хыпар ҫитнӗ.

173 пассажир тата экипаж членӗсем 6 ҫын пулнӑ салонта.

Вӗрсе хӑпартмалли трампа вӗсене пурне те самолетран кӑларнӑ. Сакӑр ҫын аманнӑ. Икӗ пассажира пульницӑна илсе кайнӑ. Ыттисене терминала илсе кайнӑ. Унта вӗри апат ҫитернӗ. Ирхи тӑватӑ сехет ҫурӑра тепӗр самолета лартса янӑ.

Мускавран Еревана каяс тенисенчен 28 ҫын ҫула тухма килӗшмен.

Шереметьево аэропорчӗ унчченхи йӗркепех ӗҫлет. Самолет салонӗнче тӗтӗм тухнин сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ. Авиакомпание Ространснадзор тӗрӗслӗ.

 

Ереван хулинче «Чӑваш юмахӗсемпе халапӗсем» эрменле пичетленсе тухнӑ, кӑлараканӗ — «Цицернак» издательство.

Ку кӗнеке хӑйне евӗр хурав. 2011 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательстви «Патвар Назар» кӗнеке кӑларнӑччӗ — унта эрменсен юмахӗсем чӑвашла пичетленнӗччӗ. Ҫапла май эрменсем те парӑмлӑ юлас темен — пирӗн юмахсене хӑйсен чӗлхипе кӑларнӑ.

Ереванта тухнӑ кӗнекене ҫак халапсем кӗнӗ: «Улӑп ҫӗрӗ», «Сармантей», «Уйӑх ҫинчи хӗр», «Ылтӑн хутаҫ» тата ыттисем. Эрменле вӗсене Ованес Айвазян куҫарнӑ.

Икӗ халӑх хушшинчи хутшӑну малашне аталанса пырӗ кӑна — Чӑваш кӗнеке издательстви хальхи вӑхӑтра эрмен кулӑшӗсен пуххине хатӗрлет, Ереванра вара Юрий Скворцовӑн суйласа илнӗ хайлавӗсем пичете кӗтеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i793.html
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере Сурӑхсен тăрăшăвне асӑрхамасӑр юлмĕҫ. Анчах та лару-тӑрӑва алӑра тытмалла: пуçлăхсемпе хирĕçесрен сыхланăр тата аван пĕлмен çынсемпе вӑрттӑнлӑхсемпе ан пайлашăр. Кĕçнерникун çĕнĕ проект пуçлама лайӑх. Эрне вĕçĕнче кӑмӑла алӑра тытмалла. Кану кунӗсенче ăнăçу сирĕн енче пулĕ, анчах ăна астармӑш вăйӑсемпе тĕрĕслемелла мар — выляса яма пултаратăр.

Ҫӗртме, 18

1893
133
Евдокимов Николай Евдокимович, xӑваш юптаруҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1911
115
Белов Михаил Михайлович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1973
53
Славолюбова Зоя Сергеевна, журналист, хӗрарӑмсен совет юхӑмне йӗркелекенни вилнӗ.
2020
6
Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Республикин иккӗмӗш президенчӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та