
Красноармейски округӗнче «Тутлӑ!» фестиваль иртнӗ. Ӑна «Ялта пурӑнма аван» конкурспа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ.
Фестивальте финала тухнӑ ултӑ команда тупӑшнӑ: Карай, Вӑрманкас, Яманак, Упи, Пӑрӑнтӑк тата Йӗпрем ялӗсем. Вӗсем вырӑнти кухня апат-ҫимӗҫӗпе паллаштарнӑ, жюри вара хакланӑ.
Сӗтел апат-ҫимӗҫрен йӑтӑннӑ: пулӑ тата аш-какай деликатесӗсем, хуплу, хуран кукли, кавӑн ӑшӗнче пӗҫернӗ пӑтӑ, вӗлтӗренрен тата хыр йӗкелӗсенчен вӗретнӗ варени, курӑк чейӗсем… Ҫав вӑхӑтрах такмаксем юрласа, шӳтсем каласа савӑннӑ.
Ӗҫленине кура пурне те хавхалантарнӑ: кашни финалистах 5-шер пин тенкӗ панӑ.
