Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: КАнаш

Республикӑра
lisa.ru сайтри сӑн
lisa.ru сайтри сӑн

Канашра пурӑнакан хӗрарӑм нумаях пулмасть 12-мӗш ачине ҫуратнӑ. Унӑн арҫын ача кун ҫути курнӑ. Кун пирки ЧР Юстици ӗҫӗсен патшалӑх служби пӗлтерет.

ЗАГС ӗҫченӗсем нумай ачаллӑ амӑшне чун-чӗререн саламланӑ, пепкине сывӑ та телейлӗ ӳсме суннӑ.

Аса илтерер: 10 ача ҫуратнӑ хӗрарӑмсене «Амӑшӗ героиня» ята параҫҫӗ. Анчах ҫак ята илес тесен 10-мӗш ачин ҫулталӑк тултармалла.

 

Сывлӑх
naran.ru сайтри сӑн
naran.ru сайтри сӑн

Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, раштавӑн 19-25-мӗшӗсенче республикӑра ОРВИпе чирлекенсем сахалланнӑ. Ҫав тапхӑрта 11700 ҫын чирленӗ. Ун умӗнхи эрнепе танлаштарсан, ку 13,8 процент сахалрах. Чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнченпе чирлекенсен йышӗ чакса пыни пулман.

Чирлекенсем ытларах Шупашкарта, Канашра, Шупашкар районӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Улатӑрта, Ҫӗмӗрлере, Ҫӗрпӳ районӗнче.

Сӑмах май, кӑҫал чирлекенсен йышӗ чи йышли кӑрлачӑн 31-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑсӑн 6-мӗшӗччен пулнӑ — 21 530 ҫын.

 

Ҫул-йӗр
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ ҫултан республикӑри хуласем хушшинче хутлакан пуйӑссем кунсерен ҫӳреме тытӑнӗҫ. Кунта сӑмах «Канаш – Ҫӗмӗрле – Канаш» маршрутпа хутлакан пуйӑс пирки пырать.

Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен 6191, 6192, 6193, 6194 номерлӗ пуйӑссем ҫула кунсерен тухӗҫ.

Пуйӑспа ҫул ҫӳреме юратакансене ку ырӑ хыпар савӑнтаратех пулӗ.

Маршрутпа ҫыхӑннӑ ыйту сиксе тухсан 8 (800) 550-53-93 телефон номерӗпе уҫӑмлатма май пур. Шӑнкӑравсене вӑл номерпе талӑкӗпех йышӑнаҫҫӗ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Халӑх пултарулӑхӗн «Фестивальсен фестивалӗ - 2022» республикӑри конкурс ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ.

Пӗрремӗш степеньлӗ лауреат ятне Йӗпреҫ районӗнчи Культура аталанӑвӗн центрӗ, Вӑрнар районӗнчи Тӗп клуб тытӑмӗ тивӗҫнӗ.

Шупашкар районӗнчи Тӗп клуб тытӑмӗ тата Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи тӗп клуб тытӑмӗ — иккӗмӗш степеньлӗ лауреатсем.

Виҫҫӗмӗш степеньлӗ лауреат ятне Элӗк районӗнчи Тӗп клуб тытӑмне, Канаш муниципалитет округӗн Тӗп клуб тытӑмне тата Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура керменне парас тенӗ.

 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Паян Чӑваш Ене 12 васкавлӑ медпулӑшу машини ҫитнӗ. Уҫҫисене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ.

5 «ГАЗель Next» и 7 «Соболь-Бизнес» автомобильсем ял тӑрӑхӗсенче тата пӗчӗк хуласенче ӗҫлӗҫ. Вӗсене Етӗрнене, Канаша, Патӑрьеле, Ҫӗрпӳне, Ҫӗнӗ Шупашкара тата Шупашкара ярӗҫ.

Машинӑсене Раҫҫей правительствин хушӑвӗпе килӗшӳллӗн туяннӑ. Кашнин ҫинче реанимаци, интенсивлӑ терапи валли хатӗр-хӗтӗр пур.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ӗнер Канашра гараж ҫуннӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Чукунҫул урамӗнчи икӗ хутлӑ харпӑр ҫурт айӗнчи гаражра ҫулӑм тухнӑ.

Ҫӑра тӗтӗм пӳртри пӳлӗмсене те кӗнӗ. Ӑна пула 10 ҫулти арҫын ача шар курнӑ. Тӗтӗмпе наркӑмӑшланнӑскере Шупашкара, Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине, илсе ҫитернӗ.

 

Республикӑра
Суд приставӗсен архивӗнчи сӑн
Суд приставӗсен архивӗнчи сӑн

Канашра пурӑнакан 38 ҫулти арҫын хӑйӗн кил картишӗнче видеокамера вырнаҫтарнӑ. Пӗр камери кӳршисен пахчине те сӑнанӑ. Ҫакӑ кӳршисен суда ҫитмелли сӑлтав пулнӑ.

Вӗсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, видеокамера сӑнани такамсем, ют ҫынсем, пӑхнипе танах. Пристав камера хуҫине суд йышӑнӑвӗпе паллаштарнӑ хыҫҫӑн та нимӗн те улшӑнман. Ун тӗлӗшпе исполнительнӑй сбор 5 пин тенкӗ илессине пӗлтерсен тин вӑл видеокамерӑна урӑх вырӑна куҫарнӑ.

 

Статистика
news.myseldon.com/ru сайтри сӑн
news.myseldon.com/ru сайтри сӑн

Юлашки вӑхӑтра республикӑра ОРВИпе чирлекенсен йышӗ ӳснӗ. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 4-мӗшӗччен 8367 ҫын чирленӗ. Ун умӗнхи эрнепе танлаштарсан, 32 процент нумайрах.

Чирлекенсем ытларах - Шупашкарта, Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Вӑрмар районӗсенче, Канашра, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Ҫӗмӗрлере.

 

Республикӑра
nn.mk.ru сайтри сӑн
nn.mk.ru сайтри сӑн

Канашра пурӑнакан 62 ҫулти хӗрарӑи хӑйӗн хваттерӗнче ют ҫӗршыв ҫыннисене пропискӑна тӑратнӑ. Пӗр-иккӗшне кӑна мар, 8 ҫынна.

Следстви пӗлнӗ тӑрӑх, Тутарстанра пурӑнакан 60 ҫулти арҫын ҫак хӗрарӑма Таджикистанри 3 ҫынна тата Узбекистанри 3 ҫынна ҫулталӑк вӗҫлениччен пропискӑна тӑратма ӳкӗте кӗртнӗ. Кайран хайхискер кил хуҫипе ҫав ҫынсене нумай функциллӗ центрта тӗл пултарнӑ, унта кирлӗ документсене хатӗрленӗ.

Канаш хӗрарамӗ ҫак мелпех Таджикистанри тепӗр 2 ҫынна пропискӑна тӑратнӑ. Халӗ ҫак хӗрарӑмӑн суд сакки ҫине ларма тивӗ. Унпа пӗрле Тутарстан арҫынни те явап тытӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Канашра хӗрарӑм пӗр урамран теприне хӑвӑртрах ҫитес тенӗ те чукун ҫул урлӑ юраман ҫӗрте каҫма тӑнӑ. Рельссем ҫинче пуйӑс ларнӑ. Хӗрарӑм вакунсен айӗпе ҫул урлӑ каҫма пуҫланӑ. Ҫав вӑхӑтра пуйӑс тапраннӑ.

Чукун ҫул ҫинче ҫын виллине тупни пирки чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 7 сехет те 55 минутра полицие пӗлтернӗ. Ҫав хӗрарӑм кам пулнине тӳрех палӑртайман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/83058
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, [9], 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, ... 85
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.05.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуçламăшĕнчи сÿрĕклĕх сирĕлĕ те вăй кĕрĕ. Сирĕн пысăк ĕçе пуçлăх, ĕçтешсем хаклĕç. Анчах эрне тăршшĕпе ытлашши ывăнма ан тăрăшăр. Канмалли кунсене хула тулашĕнче ирттерĕр.

Ҫу, 20

1843
181
Адрианов Константин Адрианович, педагог пӗлӗвне илнӗ пӗрремӗш чӑваш вӗнетевҫи ҫуралнӑ.
1889
135
Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫуралнӑ.
1895
129
Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1929
95
Александров Вячеслав Александрович, ЧАССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ.
1952
72
Лисицина Зоя Васильевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
2000
24
Николаев Владимир Николаевич, педагогика ӑслӑлахӗсен кандидачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем