
Казахстан Президенчӗ Нурсултан Назарбаев паян Хушу кӑларнӑ — пӗчӗкшерӗн те майӗпен казах чӗлхине латин саспаллисем ҫине куҫарасси пирки.
Латин саспаллисем ҫине куҫасси темиҫе утӑмран тӑрать. Чи малтан — саспаллисен йышне ҫирӗплетесси. Ку ӗҫе паянхи хушупа пурнӑҫланӑ та ӗнтӗ. Ҫӗнӗ алфавитра пурӗ 32 саспалли, вӗсенчен тӑххӑрӑшӗ — апострофлӑ пулӗ («ш», сӑмахран, «s'» пек ҫырӑнӗ).
Пӗтӗмӗшле кириллицӑран 2025 ҫул тӗлне хӑтӑлма йышӑннӑ. Латин саспаллисем ҫине вӑл вӑхӑт тӗлне кӗнеке пичетлессине, пичет кӑларӑмӗсене, хут ҫаврӑнӑшне куҫарса ҫитермелле. Шкулсенче латиницӑпа план тӑрӑх 2022 ҫултанпа вӗрентме тытӑнӗҫ.
Латиница ҫину куҫасси пирки Казахстанра 2012 ҫулта калаҫма тытӑннӑ. Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче вара Н. Назарбаев латин саспаллисем ҫине куҫмалли плана хатӗрлеме ыйтнӑччӗ. Сӑмах май, Казахстанра латин саспаллийӗсемпе хальхи вӑхӑтра усӑ курма пуҫланӑ та. Тӗслӗхрен, ҫул ҫинчи кӑтартмӑшсенче ял-хула ячӗсене кириллицӑпа та латиницӑпа та ҫырса хунӑ.

Чӑваш Енри усламҫӑсен хӳтӗлевҫи Александр Рыбаков бизнесра тӑрӑшакансене епле хӳтӗлессине сӳтсе явма Казахстана тухса кайнӑ. Унта паянтан пуҫласа авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗ таран Раҫҫейри тата Казахстанри омбудсменсен пӗрремӗш форумӗ ӗҫлет.
Аса илтерер,Александр Рыбакова иртнӗ уйӑхӑн 4-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Элтеперӗ хушӑвӗпе килӗшӳллӗн ҫӗнӗ тилхепене тыттарнине эпир ҫырнӑччӗ. шаннӑ. Ҫамрӑк омбудсменӑн унчченхи должноҫӗ те усламҫӑсемпе ҫыхӑннӑ: маларах та вӑл вӗсене пулӑшас енӗпе тимленӗ. Анчах патшалӑх службинче мар, коммерцилле мар автономи организацийӗнче.
Усламҫӑсене, бизнес-хӳтӗлевҫӗсене, патшалӑх органӗсенче ӗҫлекенсене тата экспертсене чӗннӗ Астанари мероприятире икӗ ҫӗршывӑн усламҫисем пӗр-пӗринпе ӗҫлӗ ҫыхӑну тытнӑ чухне тӗл пулакан чӑрмавсене сирессине сӳтсе явма палӑртнӑ.

Ҫурла уйӑхӗн 12-15-мӗшӗсенче Чӗмпӗр облаҫӗнче спортӑн тата вӑйӑсен наци енӗсемпе Никама Пӑхӑнман Ҫӗршывсен пӗрремӗш фестивалӗ иртнӗ. Унта пирӗн республикӑри ҫамрӑксем те хутшӑннӑ.
Спорт ӑмӑртӑвне хутшӑнакансен пиҫиххипе кӗрешме, кире пуканӗ йӑтса, шашка выляса, самбо енпе, вӗрен туртса, ухӑран персе, чушкӑлла выляса тата мас-рестлинг енӗпе тупӑшма тивнӗ.
Ӑмӑртӑва Азербайджанран, Арменирен, Беларуҫран, Казахстанран, Кӑркӑстанран, Таджикистанран, Молдавинчен, Туркменистанран тата Раҫҫейрен пухӑннӑ 300 ытла ытла спортсмен хутшӑннӑ.
Мас-рестлингпа Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ ушкӑнне пирӗн республикӑран Роман Савинов, Екатерина Тришина, Надежда Осипова тата Алина Алексеева кӗнӗ. Вӗсем Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ Алексей Атласкин патӗнче ӑсталӑха илеҫҫӗ. Ҫак маттурсем кӗнӗ команда ыттисем хушшинче пӗрремӗш вырӑна тухнӑ.
Ҫак кунсенче эпӗ 28-мӗш хут иртекен Чунҫӳреве хутшӑнтӑм. Кӑҫал унӑн ҫулӗ Казахстан ҫӗрне выртрӗ, Туркестан хулине. Ҫавна май ҫул ҫинче тунӑ хӑш-пӗр шухӑшсемпе паллаштарас килет.
Пӗрремӗшӗ. Пилӗк пӳрне пирки чӑваш юмахне илтсе пуль? Манса кайнӑ пулсан аса илтерме те пултаратӑп. Пилӗк пӳрне улаха пухӑннӑ та калаҫаҫҫӗ тет. «Ҫиес килет», — тет пуҫ пӳрни. «Укҫа ҫук», — хуравлать шӗвӗр пӳрне. «Кивҫен илес», — калать вӑтам пӳрни. «Илсен парасси», — хӑйӗн шухӑшне пӗлтерет ятсӑр пӳрни. Кача пӳрни вара: «Ҫиес те тарас!», — терӗ тет татӑклӑн. Юмах кӑна-ха та, анчах ҫак пӗчӗк юмахра та тӗпчемелли, ҫӗннине пӗлмелли пайтах. Пӳрне ячӗсене вӗренме лайӑх пулни пирки халь асӑнса тӑмӑп. Сӑмахӗ вара кача пӳрнин сӗнӗвӗ ҫинчен. Ак халь ҫул ҫинче пултӑм та ҫак юмах аваллӑхӑн хӑш-пӗр вӑрттӑнлӑхне уҫса пама пултарнине куртӑм. Сӑмахран, авал хупахсенче мӗнле апатланни пирки. Мӗншӗн тарасшӑн-ха кача пӳрне? Хуравӗ вара ҫиелте иккен. Ҫул ҫинче чайханасене сахал мар кӗрсе тухрӑмӑр.

28-мӗш чунҫӳреве кайнисем утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкара ҫитрӗҫ. Кӑҫалхи ҫул Ӗренпур облаҫӗнчи Ҫирӗклӗ Тук ялӗ урлӑ Казахстан ҫӗрӗ еннелле выртрӗ.
Тӗп тӗллев — Туркестанран инҫе мар вырнаҫнӑ Мон Булакра Котрага халалласа барельеф вырнаҫтарасси пулчӗ. Казахстан ҫӗрӗ хӑнасене тараватлӑ кӗтсе илчӗ, Шупашкартан тухнисене Туркестанри пӗр хӑна ҫуртне вырнаҫтарчӗҫ. Чунҫӳревҫӗсем пӗтӗм Казахстан уявлакан Астана кунне те хутшӑнчӗҫ — Туркестанӑн тӗп тӳремӗнче хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ.
Шел те, барельефа вырнаҫтарма май тупӑнмарӗ. Чунҫӳревҫӗсем килес кунсенче вырӑнти тӳре-шара Астана кунӗн уявне хатӗрленнӗрен палӑк лартма ирӗк паракан хута туса ҫитереймен иккен. Ҫавна май барельефа тата чул ҫине ҫырнине Туркестанра вырнаҫнӑ Ахмет Ясави ятлӑ университечӗн музейне парса хӑварчӗҫ. Вӗсем вӑхӑт тупса палӑка вырнаҫтарма шантарчӗҫ. Ҫавах та чунҫӳревҫӗсем ҫак ӗҫе паллӑ туса така пусса ваттисемпе пирӗн халӑхӑн мӑн аслашшӗсене асӑнчӗҫ.
Сӑмах май, чунҫӳрев кӑҫал тепре те иртмелле, ҫурла уйӑхӗн варринче тепӗр хут Крым патне, Хӑнакур хули вырӑнне ҫитсе килмелле. Унта чунҫӳревҫӗсем пӗлтӗр лартнӑ палӑка илемлетесшӗн.

Чунҫӳреве 28-мӗш хут тухакансем Казахстанра ӗнер чӳк тунӑ. Ӑна валли вӗсем така пуснӑ. Йышпа инҫе ҫула кайнӑ Чӑваш халӑх сайчӗн администраторӗ Аҫтахар Плотников Чунҫӳреври кашни утӑм пирки тенӗ пек Фейсбукра сайт страницинче тӑрать. «Ку тӑрӑхра пурӑннӑ мӑн-мӑн асаттесене така чӳклесе парас терӗмӗр», — ҫырнӑ вӑл темиҫе сехет маларах.
Маларах чунҫӳревҫӗсем Ясави университетӗнче пулнӑ. Унччен вырӑнти музейпа паллашнӑ. Хӑшӗсем, ҫав шутра Аҫтахар Плотников та, тӗве ҫинче ярӑннӑ. Уншӑн 500 тенкӗ тӳленӗ. Пирӗн патри укҫа ҫине куҫарсан вӑл 100 тенкӗ пулать иккен.
Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче концерт кӑтартнӑ. Ҫав кун ҫӗршывӗпех Астана кунне уявланӑ.
Ҫанталӑк 50 градус шӑрӑх тӑнӑран ҫумӑр кӗтнине асӑннӑ Аҫтахар Плотников.

Кӑҫал Чунҫӳреве 28-мӗш хут тухакансем Казахстанри Туркестана ҫитессине йышпа инҫе ҫула тухнӑ Чӑваш халӑх сайчӗн администраторӗ Аҫтахар Плотников пӗлтернӗччӗ. Пӗрремӗш чарӑну Ӗренпур облаҫӗнчи Ҫирӗклӗ Тукра пулнӑ — унта концерт лартнӑ.
Сӑмах май, Казахстан чиккинчен виҫҫӗн иртеймен. Пӗри 18 ҫул тултарман, амӑшӗнчен ятарлӑ ирӗк пулман. Тепри ачин ҫуралнӑ хутне чикмесӗр тӗпренчӗкӗпе тухнӑ.
23 сехет хыҫҫӑн Казахстанра автобуссен ҫынсене турттарма юрамасть иккен — ку вӑл хӑрушсӑрлӑхпа ҫыхӑннӑ. Мускав вӑхӑчӗпе иккӗччен чарӑнса тӑма тивнӗ. Чӑваш делегацийӗ ҫӗртмен 4-мӗшӗнче Туркестана ҫитнӗ. Йыша унти университета вырнаҫтарнӑ, ирхине пӑтӑ ҫитернӗ.
«50 градуслӑ шӑрӑхран тарса» олимп шкулӗн бассейнӗнче шыва кӗнӗ. Концерт та кӑтартнӑ. Аҫтахар Плотников пӗлтернӗ тӑрӑх, халӑха «кӗтӗве картана хупланӑ пек хупламан». «Ирӗклӗ халӑха террор та хӑратмасть ӗнтӗ», — тесе ҫырнӑ Фейсбукра Аҫтахар Плотников.

Ҫирӗм саккӑрмӗш чунҫӳрев ҫула тухрӗ. Кӑҫал чунҫӳревҫӗсем Казахстанри Туркестана ҫитмелле. Чи пӗрремӗш чарӑну Ӗренпур облаҫӗнчи Ҫирӗклӗ Тукра пулмалла — паян унта концерт лартӗҫ. Ҫирӗклӗ Тук (выр. Верхнее Игнашкино) ҫыннисем те чӑвашсен тӗп хулинчен ҫитнӗ хӑнасене хапӑл кӗтсе илессе шанаҫҫӗ.
Водителӗсене шута илсен ҫула кӑҫал хӗрӗх ҫиччӗн тухнӑ. Вӗсен хушшинче вӗрентекенсем, культура ӗҫченӗсем, журналистсем, ачасем.
Чунҫӳрев мӗнле иртнипе туллин пирӗн сайтӑн Фейсбукри ушкӑнра тата Тваттер урлӑ паллашса тӑма пулӗ.

Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Шупашкарта «Волковские чтения» (чӑв. Волков вулавӗсем) ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ. Ӑна тӗнче шайӗнче йӗркеленӗ. Мероприятие Геннадий Волков этнопедагог ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалланӑ. Конференцие К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне пуҫтарӑннӑ.
Геннадий Волкова асӑнса йӗркеленӗ мероприятие хамӑр республикӑри тата Мари Эл, Тутарстан, Калмӑк Республикинчи, Алтайри, Пушкӑртстанри, Якутинчи, Хакас Республикинчи, Чечняри, ҫавӑн пекех Казахстанри, Туркменистанри, Молдавинчи, Беларуҫри, Узбекистанри, Китайри ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем килсе ҫитнӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ.
Тухса калаҫакансем Геннадий Волковӑн ӗҫне пӗр шухӑшлӑн пысӑка хурса хакланӑ.
