Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Калайкасси

Владимир Иванов та ҫырать
Владимир Иванов та ҫырать

Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх паянхи «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцие пурӗ 2300 ҫынна яхӑн хутшӑннӑ — шкул ачисемпе вӗсене пӗлӳ паракансем, студентсем, артистсем, журналистсем, пенсие тухнисем тата ыттисем. Ҫав шутра тӳре-шара та пур.

Диктанта Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Владимир Иванов та ҫырнӑ. Вӑл акцие мухтанӑ, Чӑваш чӗлхин кунӗ умӗн ҫавнашкал пысӑк пӗлтерӗшлӗ мероприяти ирттерни питӗ аван пулнине палӑртнӑ. Малашне ҫак пулӑм республика тулашне те, вӑл шутра чикӗ леш енне те сарӑласса шанса каланӑ.

Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер хатӗрленӗ текста И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче тӑван чӗлхе вӗрентекенӗсен хушшинче Раҫҫей шайӗнче мала тухнӑ Муркаш районӗнчи Калайкасси шкулӗнче ӑс паракан Александр Степанов вуланӑ.

Малалла...

 

ҪУР
28

Ҫӗнтерӳпе таврӑнчӗ!
 uyav | 28.08.2012 19:00 |

Раҫҫей шайӗнче тӑван чӗлхе учителӗсен ӑста урок конкурсне ирттерес йӑла ҫирӗпленчӗ. Чӑваш Республикин тӑван чӗлхе вӗрентекенӗсем ҫак мероприятие улттӑмӗш хут хаваспах хутшӑнаҫҫӗ. Раҫҫей шайӗнчи ӗҫе хутшӑнма ҫӑмӑлрах пултӑр тесе кашни икӗ ҫулта Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствипе Чӑваш Республикин вӗрентӳ институчӗ чӑваш чӗлхине вӗрентекенсен «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!» конкурсне ирттереҫҫӗ. Чӑваш Республикин ятне хӳтӗлеме Саранск хулине кӑҫал 2012 ҫулхи конкурс ҫӗнтерӳҫи Муркаш районӗн Калайкассин вӑтам шкулӗн учителӗ Степанов Александр Марсович тухса кайрӗ.

Конкурса хутшӑнакансем малтан Мускавра куҫӑмсӑр тур тухаҫҫӗ. Вӑл тура тухма конкурсантсем «Манӑн педагогикӑри тӗп шухӑш» эссе, учитель хӑйӗн ӗҫне тишкерсе ҫырнӑ справка, вырӑсла ҫырнӑ урок конспекчӗсемпе класс тулашӗнче иртнӗ мероприятисен сценарийӗсене, пичетленсе тухнӑ кӗнекесемпе статья оттискӗсене ярса параҫҫӗ. Кирлӗ чухлӗ балл пухсан вара куҫӑмлӑ тура хутшӑнма пултараҫҫӗ.

Конкурс тӗллевӗ чӑваш тата вырӑс халӑхӗсен культура хутшӑнӑвне танлаштарса вӗрентмелли тӗп мелсемпе меслетсене кӑтартса парасси пулчӗ.

Малалла...

 

Ӗнер, ҫӗртмен 9-мӗшӗнче, Муркаш районӗн Калайкасси ялӗнчи Аксар керемӗнче Чӑвашсен „Вут-шу” наци тытӑҫу ӳнерӗн арӗсем тата наци юхӑмӗн хастарӗсем пухӑнчӗҫ, чӑваш пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшма тупа турӗҫ. Ҫимӗк уявӗ ячӗпе така шӳрпи пӗҫерчӗҫ, техӗмлӗ тултармӑш хатӗрлерӗҫ.

Уявпа тупа мешехине чӑвашсен мӑчавӑрӗ Евгений Ерагин (Ешентей) ертсе пычӗ. Ку ӗҫре ӑна Атӑл паттӑр тумне тӑхӑннӑ Алексей Иванов-Сӗрмек тата Фёдор Мадуров шепсутҫӑ пулӑшрӗҫ. Кашни вутшуара („Вут-шу” тытӑҫу ӑсталӑхне вӗренекене) усал-тӗсӗлтен тасатрӗҫ, чӑваш шерпечӗпе тата сӑвап пӑттипе сӑйларӗҫ. Пухӑннӑ халӑх ҫине Ҫимӗк сиплӗхӗпе тулнӑ симӗс курӑка ывӑҫӑн-ывӑҫӑн сапрӗҫ.

Мешехе хыҫҫӑн вутшуарсем ҫитмӗл те ҫичӗ курӑкпа хатӗрленӗ мунчара рехетленчӗҫ, юрӑ-ташӑпа савӑнчӗҫ.

 

Сӑнсем: 1 пай (62 сӑн, пурте), 2 пай (14 сӑн, тӗпписем)

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.11.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӗтре ӑшӗнчи кӗпер тӑрӑх чупнӑ пекех: ҫул курӑнмасть пулсан та вӑй кӗнине туятӑр. Пӗчӗк утӑмсем пысӑк кӑтартусем патне илсе ҫитереҫҫӗ. Плансем тӑрук улшӑнни хӑрушӑ мар, хӑш чухне планланинчен урӑхларах тусан та юрать. Эрне вӗҫӗнче эсир тӗрӗс ҫул ҫинче пулнине туятӑр.

Чӳк, 01

1896
129
Элле Кузьма Васильевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуралнӑ.
1930
95
Баранова Сарра Леонтьевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1930
95
«Социализм ҫулӗпе» (халӗ «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1933
92
Сапожников Геннадий Игнатьевич, чӑваш ӑсчахӗ ҫуралнӑ.
1934
91
Абрамов Яков Абрамович, пӗрремӗш чӑваш депутачӗ вилнӗ.
1958
67
Абрамов Валентин Александрович, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1960
65
Антонов Иван Захарович, чӑваш ҫыравҫи, журналисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2012
13
Петров Пётр Варфоломеевич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та