Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Хыпарсем: Канаш

Республикӑра
Россельхозназор архивӗнчи сӑн
Россельхозназор архивӗнчи сӑн

Канашра 75 килограмм хӗвел ҫаврӑнӑш вӑррине ҫунтарса яма тивнӗ. Унта карантинри ҫум курӑка тупнӑ.

Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗн специалисчӗсем ку хӗвел ҫаврӑнӑша юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче тупнӑ. Кунсӑр пуҫне хӗвел ҫаврӑнӑша ӑҫтан кӳрсе килнине кӑтартакан документсем пулман.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн

Ӗнер каҫхине 7 сехет те 40 минутра Канашри Ленин проспектӗнче 16-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче авари пулнӑ. Унта пӗр ҫын вилнӗ.

ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Гранта» рулӗ умӗнче ларн́ӑ 21 ҫулти каччӑ аслӑ ҫул ҫине тухнӑ чухне «Приорӑна» ирттерсе яман. Икӗ машина ҫапӑнсан «Гранта» водителӗ вырӑнах вилнӗ. Вӑл правана 3 ҫул каялла илни паллӑ.

«Приора» рулӗ умӗнче 23-ри хӗрарӑм пулнӑ. Унӑн водитель прави пулман. Аварие курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм, ҫитменнине, ӳсӗр пулнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. «Пиорӑри» 16-ри пассажир аманнӑ. «Грантӑра» икӗ пассажир пулнӑ. Пӗри пульницӑна кайма килӗшмен.

 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Канашра пурӑнакан Феликс Тихоновичпа Галина Ивановна Турхансем туй тунӑранпа 50 ҫул ҫитнӗ - вӗсем ылтӑн туя паллӑ тунӑ.

Ҫемье пуҫӗ Канашри хула электросечӗсенче директорта ӗҫленӗ, Галина Ивановна ӗмӗр тӑршшӗпе фабрикӑра ҫӗвӗҫ пулнӑ. Феликс Тихонович Канаш хулин хисеплӗ ҫынни. Унсӑр пуҫне вӑл ЧР ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӗн хисеплӗ ҫыннин ятне тивӗҫнӗ. Вӑл - ӗҫ ветеранӗ те.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_11724
 

Республикӑра
"Лиза Алерт" архивӗнчи сӑн
"Лиза Алерт" архивӗнчи сӑн

Канашра 33 ҫулти хӗрарӑма шыраҫҫӗ. Анна Васильевна Александрова (Афанасьева) авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та таврӑнман.

Вӑл 170 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам кӗлеткеллӗ, куҫӗ кӑвак, ҫӳҫӗ ҫутӑ. Ҫав кун хура футболка, хура шортик, симӗс сланца тӑхӑннӑ пулнӑ.

Ҫак хӗрарӑма курнӑ тӑк пӗр тӑхтамасӑр 8 800 700-54-52 (Раҫҫейре тӳлевсӗр) е 89777084704 Екатерина (Кирейчик) номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.

Сӑмах май, ҫурла уйӑхӗнче «Лиза Алерт» шырав отрядне ҫухалнӑ 47 ҫынна тупса ыйтса заявка килнӗ.

 

Республикӑра
"На связи" форумри сӑн
"На связи" форумри сӑн

Ҫитес ҫул Канаш хули 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. Ҫавна май уява хатӗрленме правительство комиссийӗ туса хунӑ. Ӗҫлӗ ушкӑна ЧР вице-премьерӗ Дмитрий Краснов ертсе пырӗ. Сопредседателӗ - РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков. Ушкӑнра пӗтӗмпе - 19 ҫын.

Палӑртмалла: 1925 ҫулччен Канаш сала пулнӑ. Халӗ вӑл - индустри хули, республикӑри транспорт чукун ҫул центрӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
"На связи" сайтри сӑн
"На связи" сайтри сӑн

Паян кӑнтӑрла «Энӗш» автоҫул ҫинче, Канаш хулипе Тӑвай хушшинче, Тӑвай округӗнчи Вырӑс Нӑрваш ялӗ ҫывӑхӗнче, тырӑ тултарнӑ прицеп ҫаврӑнса ӳкнӗ.

Самосвалӑн номерӗсем – Тутарстанран. Прицеп ун умӗнче тӳнсе кайнӑ, тырӑ ҫул тӑрӑх сапаланнӑ. Хальлӗхе авари мӗне пула тухнине пӗлтермен.

Авари хыҫҫӑн Канаш еннелле ҫул хупӑннӑ – прицеп ҫул варринчех выртнӑ. Машинӑсем хирӗҫ ҫулпа иртсе кайнӑ. Унта вара – ҫул-йер правилисене пӑсакансене ӳкерекен камера пур.

 

Пӑтӑрмахсем
"На связи" форумри сӑн
"На связи" форумри сӑн

Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 21 сехетре А-151 автоҫул ҫинче ӗне машина айне лекнӗ. Ку авари Канашпа Ҫӗрпӳ хушшинче пулнӑ.

Шел те, ӗне вилмеллех аманнӑ. Тӗттӗм хӗрлӗ тӗслӗскер каҫхине ҫул ҫине тухнӑ. Пӗр водитель чарӑнса ӗлкӗреймен – ӑна ҫапса хӑварнӑ. Вырӑна йӗрке хуралҫисем ҫитнӗ. Ӗне, ахӑртнех, ҫухалса кайнӑскер пулнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри упарвленийӗн специалисчӗсем Канашри 62 ҫулти арҫын тӗлӗшӗпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн явап тыттарӗҫ.

Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче арҫын Канашра хӑйӗн тӑванӗпе (вырӑсла хыпарта «брат» тесе ҫырнӑ) эрех ӗҫсе ларнӑ. Ҫав вӑхӑтра харкашса кайса ӑна хӗнесе пӗтернӗ. Шар курни кӑштахран вилсе кайнӑ.

Пуҫиле ӗҫе халӗ суда ярса панӑ.

 

Республикӑра
fotobus.msk.ru сайтри сӑн
fotobus.msk.ru сайтри сӑн

Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Канаш хулинче общество транспорчӗпе ҫӳремелли билет хакӗ ӳсӗ - 5 тенкӗ хӑпарӗ. Хальхи вӑхӑтра билет 30 тенкӗ тӑрать. Кӗркуннерен вара 35 тенкӗ пулӗ.

Палӑртмалла: Канашра перевозчиксем хӑйсен тарифӗсемпе ӗҫлеҫҫӗ, ҫавна май хаксене хӑйсем палӑртма пултараҫҫӗ.

Авӑнӑн 1-мӗшӗнчен Канаш билет хакӗпе республикӑри чи хаклӑ хула пулӗ.

 

Вӗренӳ
darminaopel.ru сайтри сӑн
darminaopel.ru сайтри сӑн

Республикӑра Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсен кӑтартӑвӗсем лайӑх. Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, 64 ҫамрӑк 68 экзаменра 100 балл пухнӑ.

Чи лайӑх кӑтартусем ытларах Ҫӗнӗ Шупашкарта, Канашра, Патӑрьел тата Вӑрнар муниципаллӑ округӗсенче пулни паллӑ.

Тата ҫакна палӑртмалла: шкултан вӗренсе тухакансем физикӑпа, математикӑпа, литературӑпа, акӑлчан чӗлхипе ППЭре чи пысӑк балсем тӑтӑшах илме пуҫланӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, ... 94
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 737 - 739 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пурнӑҫри ыйтусене ытти чухнехинчен урӑхларах татса парсан ӑнӑҫу кӗтӗ. Ӗҫри кӑткӑс лару-тӑруран хӑтӑлма пултаратӑр. Сирӗн чӑтӑмлӑ пулмалла, унсӑрӑн хирӗҫӳ тухӗ. Тахҫан ҫухалнӑ хутшӑну ҫӗнелме пултарӗ.

Раштав, 27

1937
88
Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ.
1951
74
Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1991
34
Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй