«Нелидовские Известия» хаҫатри сӑн
Чӑваш ялӗсене пӑрӑхпа килекен газ кӗртсе пӗтерме 2003 ҫулхи февралӗн 25-мӗшӗнче Н.В. Федоров алӑ пуснӑ Указпа килӗшӳллӗн пуҫласа ячӗҫ. Унтанпа ҫирӗм ҫул ҫитрӗ.
Газ кӗртессин чи малтанхи тапхӑрӗ иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсем тӗлне килнӗ. Ун чухне керосинкӑсене парахӑҫласа баллонлӑ газпа уҫӑ курма тытӑннӑ.
Ҫак ӗҫе Канаш хулинче пуҫласа яма Елчӗк районӗнчи Тӑрӑмра ҫуралса ӳснӗ Н.И. Викторов та хутшӑннӑ. Ун чухне вӑл вакунсем юсакан заводра тӗп энергетик пулса ӗҫленӗ. Каярахпа пирӗн ентеш Канашри тата Ҫӗнӗ Шупашкарти партин хула комитечӗсене, Чӑваш АССРӗн облаҫри профсоюз советне ертсе пынӑ, республика правительствин председателӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ.
Асаилӗве Н.И. Викторовӑн 2007 ҫулта тухнӑ «Вспоминая былое» кӗнекинчен илнӗ.
1959 ҫулхи январь уйӑхӗнче Канашри вакунсем юсакан завод начальникӗ В. Кузнецов мана хӑй патне чӗнтерчӗ: «Рабочисем пурӑнакан поселока газ кӗртме сӗнеҫҫӗ, сана ҫак ӗҫе мӗнле пуҫласа ямаллине, шӗветнӗ газа ӑҫтан тата мӗнле майпа илсе тӑмаллине, пӗтӗм ӗҫ-пуҫ мӗн чула кайса ларнине тӗпчесе пӗлме хушатӑп», – терӗ вӑл.
Паян ҫур ҫӗр иртни 25 минутра Канашра «Киа Спортаге» йывӑр тиевлӗ машинӑпа ҫапӑннӑ. Ку авари Фрунзе урамӗнчи 6-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче пулнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Патӑрьел районӗнчи водитель руле итлеттереймен – транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. Шел те, иномарка водителӗ вилнӗ. Унӑн чӗри пульницӑра тапма пӑрахнӑ.
Халӗ патшалӑх автоинспекцийӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатать.
Чӑваш Енре пурӑнакансем «НТВ» телеканал ирттерекен «Ты супер! 60+» вокал конкурсне йышлӑн хутшӑнаҫҫӗ. Ҫавсен йышӗнче республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрӗсене ҫӳрекен кинемейсемпе мучисем те пур.
Шупашкарти ун пек центр сӗннипе, сӑмахран, конкурса хутшӑнма виҫӗ ҫын кӑмӑл тунӑ: 78 ҫулти Маргарита Мельникова, 77-ри Нина Юрьева тата 73-ри Алевтина Иванова.
Канашри 73 ҫулти Антонина Черновӑпа 72-ри Галина Иванова чӑвашла тумланнӑ та чӑвашла юрласа кӑтартнӑ.
Телеканал конкурсне тӑратнӑ заявкӑсене кастинг вӑхӑтӗнче хаклӗҫ.
Канашра ҫуралнӑ Кирилл Баранов «СмартКардио» портативлӑ аппарат шухӑшласа кӑларнӑ. Пӗччен мар. Темиҫен пӗрле пулса.
Мини-гаджет пӗр харӑсах темиҫе ӗҫ пурнӑҫлама пултарать-мӗн: электрокардиограмма ӳкерсе илет, юнри гемоглобинра кислород мӗн чухлине, ӳт температурине, ҫын епле сывланине, юн тымарӗ епле тапнине виҫейрет.
«Халӗ эпир телемедицина сервисне шухӑшласа кӑлараканпа ҫыхӑну тытса ӗҫлетпӗр. ЭКГ ӳкерсе илнӗ хыҫҫӑн ҫывӑх вӑхӑтра онлайн-консультаци илме май килӗ. Ҫакӑ пирӗн прибора ыттисенчен уйрӑлса тӑма май парать, тӗнчере ун пекки ҫук», — тесе каланӑ Кирилл.
Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Самое время» передачӑна Канаш арҫыннине хӑнана чӗннӗ. Екатерина Стриженева телеертӳҫӗ Сергей Ефимовран интервью илнӗ.
Канаш поэчӗ Сергей Ефимов — Раҫҫей писательсен союзӗн членӗ. Халӗ вӑл Мускавра пурӑнать. Сергей Ефимов — полици полковникӗ, Раҫҫей ШӖМӗн оперативлӑ реагированийӗпе авиацийӗн вӑйӗсен «Рысь» ятарлӑ отрячӗн ветеранӗ. Спецназ ӗҫченӗсем Канаш ҫыннин пултарулӑхне аван пӗлеҫҫӗ.
Канаш ҫыннин сӑввипе Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ, рок-музыкант, юрӑҫ, бас-гитарист, Александр Маршал юрӑ ҫырнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакан Роман - опытлӑ ҫулҫӳревҫӗ. Хальхинче вӑл велосипедпа Латинла Америкӑна парӑнтарма шутланӑ.
Роман раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Канашра Мускава каякан пуйӑса ларса вӗҫтернӗ. Унччен вӑл ПЦР-тест панӑ. Раштавӑн 9-мӗшӗнче Роман Венесуэлӑра анса ларнӑ.
Каракасра вӑл велосипед туяннӑ та ҫулҫӳреве кайнӑ. Халӗ вӑл Колумбире. Роман Кӑнтӑр Америкӑна курса ҫаврӑнасшӑн. Пирӗн ентеш пӗр пин ҫухрӑм парӑнтарнӑ ӗнтӗ.
Канашра пурӑнакан хӗрарӑм нумаях пулмасть 12-мӗш ачине ҫуратнӑ. Унӑн арҫын ача кун ҫути курнӑ. Кун пирки ЧР Юстици ӗҫӗсен патшалӑх служби пӗлтерет.
ЗАГС ӗҫченӗсем нумай ачаллӑ амӑшне чун-чӗререн саламланӑ, пепкине сывӑ та телейлӗ ӳсме суннӑ.
Аса илтерер: 10 ача ҫуратнӑ хӗрарӑмсене «Амӑшӗ героиня» ята параҫҫӗ. Анчах ҫак ята илес тесен 10-мӗш ачин ҫулталӑк тултармалла.
Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, раштавӑн 19-25-мӗшӗсенче республикӑра ОРВИпе чирлекенсем сахалланнӑ. Ҫав тапхӑрта 11700 ҫын чирленӗ. Ун умӗнхи эрнепе танлаштарсан, ку 13,8 процент сахалрах. Чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнченпе чирлекенсен йышӗ чакса пыни пулман.
Чирлекенсем ытларах Шупашкарта, Канашра, Шупашкар районӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Улатӑрта, Ҫӗмӗрлере, Ҫӗрпӳ районӗнче.
Сӑмах май, кӑҫал чирлекенсен йышӗ чи йышли кӑрлачӑн 31-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑсӑн 6-мӗшӗччен пулнӑ — 21 530 ҫын.
Ҫӗнӗ ҫултан республикӑри хуласем хушшинче хутлакан пуйӑссем кунсерен ҫӳреме тытӑнӗҫ. Кунта сӑмах «Канаш – Ҫӗмӗрле – Канаш» маршрутпа хутлакан пуйӑс пирки пырать.
Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен 6191, 6192, 6193, 6194 номерлӗ пуйӑссем ҫула кунсерен тухӗҫ.
Пуйӑспа ҫул ҫӳреме юратакансене ку ырӑ хыпар савӑнтаратех пулӗ.
Маршрутпа ҫыхӑннӑ ыйту сиксе тухсан 8 (800) 550-53-93 телефон номерӗпе уҫӑмлатма май пур. Шӑнкӑравсене вӑл номерпе талӑкӗпех йышӑнаҫҫӗ.
Халӑх пултарулӑхӗн «Фестивальсен фестивалӗ - 2022» республикӑри конкурс ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ.
Пӗрремӗш степеньлӗ лауреат ятне Йӗпреҫ районӗнчи Культура аталанӑвӗн центрӗ, Вӑрнар районӗнчи Тӗп клуб тытӑмӗ тивӗҫнӗ.
Шупашкар районӗнчи Тӗп клуб тытӑмӗ тата Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи тӗп клуб тытӑмӗ — иккӗмӗш степеньлӗ лауреатсем.
Виҫҫӗмӗш степеньлӗ лауреат ятне Элӗк районӗнчи Тӗп клуб тытӑмне, Канаш муниципалитет округӗн Тӗп клуб тытӑмне тата Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура керменне парас тенӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Иртышев Иван Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Владимиров Виталий Владимирович, Патӑрьел районӗн хисеплӗ гражданинӗ ҫуралнӑ. | ||
| Виноградов Виктор Викторович, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сверчков Никита Кузьмич, чӑваш живописецӗ, ӳнерҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |