Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Карачай-Черкесси

Карачай-Черкиессин ИӖМ управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх ӗнер, авӑнӑн 11-мӗшӗнче, Домбай шырав-ҫӑлав отрячӗ Горалыкол ту каҫҫин 3 670 ҫӳлӗшӗнче Шупашкар ҫулҫӳревҫӗн виллине тупнӑ. Тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, арҫын сӑрт хысакӗнчен йӑтӑнса аннӑ иккен.

Аса илтеретпӗр, чӑваш ҫулҫӗревҫине авӑнӑн 3-мӗшӗнче шырама пуҫланӑ. Ҫурлан 24–31-мӗшсенче ҫулҫӳревҫӗн Домбай посёлок — Джамагат ту хушӑкӗ маршрут тӑрӑх иртмелле пулнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн палӑртса хунӑ вӑхӑтра турист ҫыхӑнӑва тухман.

Авӑнӑн 6-мӗшӗнче вӑйлӑ юр ҫунине пула шырав-ҫӑлав ӗҫне вӑхӑтлӑха чарма тивнӗ. Авӑнӑн 10-мӗшӗнче 15 ҫын тата Ми-8 вертолет шырава ҫӗнӗрен пуҫарӑннӑ. 49 ҫулхи арҫына шырассипе Раҫҫей ИӖМ службинчен пурӗ 18 ҫын тата 2 техника единици хутшӑннӑ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӑва та тепӗр май ҫавӑрма пултаратӑр. Анчах таврари ҫынсене ку питех килӗшмест: ӗҫтешӗрсене ан васкатӑр. Эрне варринче тахҫанах тума палӑртнӑ ӗҫе тума май килӗ. Канмалли кунсене ирӗклӗ ирттерме планлӑр.

Чӳк, 26

1911
115
Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та