Чӑваш Енри икӗ хӗр илем конкурсне хутшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Халӗ «Раҫҫей пики» сайтра онлайн сасӑлав пуҫланнӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫесшӗн ӑмӑртакан 50 пике хушшинче Чӑваш Енри икӗ хӗр – Валентина Алексеева тата Алла Кадеева.
Пикесемшӗн кашни ҫын талӑкра пӗр хутчен сасӑлама пулать.
Нумай сасӑ пухнӑ 10 хӗр финалисткӑсен топ-20 списокне лекӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейра историпе обществознани предмечӗсене вӗрентекен Артем Максимов Чӑваш Ен чысне Раҫҫей шайӗнче иртекен «Ҫулталӑкри вӗрентекен» конкурсра хӳтӗлени пирки пӗлтернӗччӗ.
Вӑл конкурсра чи лайӑх 20 педагог йышне кӗреймен. «Хисеплӗ 21-мӗш вырӑна йышӑнтӑм», - ҫапла ҫырнӑ Артем Максимов «Контактра» халӑх тетелӗнчи страницинче. Вӑл ҫак конкурса хутшӑнса ҫӗршыври чылай вӗрентекенпе паллашнине, опыт пухнине палӑртнӑ.
Палӑртмалла: конкурс финалне 90 вӗрентекен хутшӑннӑ.
Юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ хулинчи М.В. Силантьев герой ячӗллӗ 1 номерлӗ шкулта «Пурӑн, пирӗн Ҫеҫпӗл!» — «Живи, наш Сеспель!» ятлӑ поэзи уявӗ иртӗ.
«Вӗрентекенсене, библиотека ӗҫченӗсене, кӑмӑл тата вӑхӑт тупакансене пурне те уява йыхравлаҫҫӗ», — тесе пӗлтернӗ Лидия Филиппова журналист мессенджерсенчен пӗринчи ушкӑнра.
Мероприятие Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер, Лидия Филиппова, Василий Захаров, Любовь Петрова, Николай Ишентей, Георгий Хавал, Ортем Гали, Роза Беляева, Геронтий Никифоров хутшӑнӗҫ.
Чӑваш Енре чи хастар кӗмӗл волонтерсене палӑртнӑ. Конкурса пӗтӗмпе 32 хастар ватӑ хутшӑннӑ. Вӗсене 4 номинацире хакланӑ.
«Ҫӗнтерӳ волонтерӗ» номинацире Етӗрне тӑрӑхӗнчи Мария Кольцова «Хӑвӑн ӑшшуна ыттисене парнеле» программӑпа палӑрнӑ.
«Волонтер-наставник» номинацире Элӗк тӑрӑхӗнчи Виталий Ефимов «Шахмат — ӑнӑҫу ҫулӗн шанчӑклӑ ҫӑлкуҫӗ» практикӑпа мала тухнӑ. Шупашкарти Ирина Александрова — чи лайӑх «Эко-волонтёр». «Социаллӑ экспресс» номинацире те Шупашкарти кинемей ҫӗнтернӗ¸ вӑл — Алевтина Степанова. Ватӑ ҫын «Ретрогварди» театр студине ҫӳрет.
Ҫӗнтерӳҫӗсене кӗмӗл волонтерсен республикари форумӗнче чыслӗҫ. Вӑл авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 11 сехетре Ҫамрӑксен театрӗнче пуҫланӗ.
Шупашкарти элеватор ҫӑнӑх авӑртакансен конкурсӗнче каллех ҫӗнтернӗ. Предприяти «Лучшая мельница России» (чӑв. Раҫҫейри чи лайӑх арман) статуэткӑна тивӗҫнӗ. Сумлӑ ҫак наградӑна элеватор тӑххӑрмӗш ҫул тивӗҫет иккен.
Шупашкарти элеватор «Чӑвашҫӑкӑрпродукт» акционер обществин филиалӗ шутланать. Унта ҫулсерен 200 пине яхӑн тонна тырӑ тирпейлеҫҫӗ, 140 пин тонна ытла продукци туса кӑлараҫҫӗ. Предприяти ҫӑнӑхпа Чӑваш Ене тивӗҫтернипе пӗрлех продукцие ҫӗршыври 17 региона тата Узбекистана, Казахстана, Таджикистана ӑсатать.
Чӑваш Енри Валентина Алексеева илем конкурсӗн финалне лекнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха.
«Раҫҫей пики» конкурса Шупашкарти тата тепӗр хӗр хутшӑнӗ. Вӑл — Чӑваш Енри илем конкурсӗнче кӑҫал ҫӗнтернӗ Алла Кадеева.
Вӑл та вун саккӑрта. А.Н. Косыгин ячӗллӗ университечӗн пӗрремӗш курс студентки. Ту ҫинче йӗлтӗрпе ярӑнма юратать, вырӑс классикине кӑмӑллать, тӗрлеме тата курса ҫӳреме килӗштерет.
«Раҫҫей мисӗ» наци илем конкурсӗ пуҫланнӑ. Лайӑх хыпар: Шупашкарти 18 ҫулти Валентина Алексеева финала тухнӑ. 85 пин чиперккерен финала 50-шӗ кӑна тухнӑ. Вӗсен йышӗнче - пирӗн ентеш те.
Валентина хальхи вӑхӑтра Мускавра пурӑнать, унтах вӗренет. Шупашкара хӑнана тӑванӗсем патне килет. Унӑн чун киленӗҫӗ: йога, ташӑ, фитнес, макияж тӑвасси.
Халӗ Валентина финала хатӗрленет, Чӑваш Ене тивӗҫлипе хӳтӗлесшӗн. Вӑл юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче иртет.
Шупашкарти 7-мӗш шкул директорӗн канашҫи Надежда Аполлонова Пӗтӗм Раҫҫейри патриотлӑх воспитанийӗн «Быть, а не казаться!» конкурсра ҫӗнтернӗ. Вӑл «Наставник-профессионал» номинацире мала тухнӑ.
Конкурс финалӗ Волгоград хулинче иртнӗ. Унта хутшӑнакансене тӗрлӗ енчен тӗрӗҫленӗ. Тӗслӗхрен, вӗсем уҫӑ уроксем ирттернӗ, социаллӑ проектсем хатӗрленӗ, ҫарпа спорт мероприятийӗсене ирттернӗ… Надежда Аполлонова чи лайӑх кӑтартусемпе палӑрса пуринчен те иртнӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейри историпе обществознани вӗрентекенӗ Артем Максимов Раҫҫей шайӗнче иртекен «Ҫулталӑкри вӗрентекен» конкурсра Чӑваш Ен чысне хӳтӗлет.
Конкурс пуҫланнӑ. Пӗрремӗш тур Саратов хулинче иртет. Артем Владимирович унта обществознанипе урок ирттернӗ, ачасем кӑсӑклӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ. Халӗ унӑн «Педагогпа – интервью» тапхӑр витӗр тухмалла: унта жюри пайташӗсемпе калаҫӗҫ. Кайран 20 вӗрентекен иккӗмӗш тура хутшӑнӗ.
Конкурс ҫӗнтерӳҫисене Вӗрентекен кунӗнче, юпан 5-мӗшӗнче, чыслӗҫ.
Чӑваш Енри электрик Дмитрий Николаев «Профессипе чи лайӑххи» Раҫҫейри конкурсра мала тухса 1 миллион тенкӗлӗх сертификата тивӗҫнӗ. Вӑл 550 балран 531,5-шне пухнӑ.
Жюри пайташӗсем Дмитрий ыттисенчен самай иртсе кайнине палӑртнӑ. Конкурса пӗтӗмпе 42 специалист хутшӑннӑ.
Палӑртса хӑварар: Дмитрий Николаев Шупашкарти ГЭСра ӗҫлет. Вӑл конкурса хутшӑнни уншӑн паха опыт пулнине палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.