Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: чӗлхе

Вӗренӳ
Анна Егорова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк
Анна Егорова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарта «Тӑван чӗлхепе тӑван литературӑна чи лайӑх вӗрентекен» конкурсӑн хула тапхӑрӗ вӗҫленнӗ.

Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗн ӗҫченӗ Анна Егорова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «конкурса хутшӑнакансем пурте питӗ пултаруллӑ, тавҫӑруллӑ, ӑслӑ, хастар» пулнӑ.

Вӗрентекенсем «Меслетлӗх лаҫҫи», «Ӑсталӑх лаҫҫи», «Чӑвашлӑха упрар!» пултарулӑх лаҫҫи» ӑмӑртусенче хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ.

Пӗррӗмӗш вырӑна Шупашкарти 62-мӗш шкулта ӗҫлекен Роза Морозова йышӑннӑ, иккӗмӗшне — 40-мӗш шкулти Татьяна Николаева, виҫҫӗмӗшне — 33-мӗш шкулти Ирина Диарова.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall573959132_1920
 

Чӑвашлӑх

Ҫитес уйӑхра пирӗн республикӑра «Халӑх ӑс-хакӑлӗн иксӗлми ҫӑлкуҫӗ: сӑмах мехелӗпе чӗлхе хавалӗ» ятпа республика шайӗнчи форум ирттерме палӑртса хунӑ. Вӑл нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пулӗ. Ӑна паллӑ критик, литературовед, филологи наукисен докторӗ, профессор, Юрий Артемьев 85 ҫул тултарнине халаллӗҫ.

Форума хутшӑнма ӑслӑлӑх, ӑслӑлӑхпа тӗпчев организацийӗсенче ӗҫлекенсене, чӑваш тата Атӑлпа Урал тӑрӑхӗнчи ытти халӑхӑн литературине тӗпчекен преподавательсемпе аспирантсене йыхравлаҫҫӗ. Заявкӑсене кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗччен conf.chgign@yandex.ru электрон адреспа йышӑнӗҫ, ҫырура «Артемьев» тесе палӑртмалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://chgign.ru/a/news/6345.html
 

Чӑваш чӗлхи
Александр Степанов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Александр Степанов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарти 40-мӗш вӑтам шкулта ӗҫлекен Алекснадр Степанов шкул ачисем валли «Хевте» уйлӑх (лагерь) йӗркелессине пӗлтернӗ. Уйлӑха «Хавал» ушкӑнпа пӗрле пуҫарса янӑ.

Вӑл кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗччен «Алый парус» ача-пӑча санаторийӗнче иртӗ. Унта 20-25 ачана кӗтеҫҫӗ. Ку — тӳлевлӗ мероприяти. Пӗр ачашӑн 18,7 пин тенке тӳлемелле). Унта 8-16 ҫултисем хутшӑнма пултарӗҫ .

«Ертӳҫисен ушкӑнне хальлӗхе 4 ҫын кӗрет: Алпарух (Александр Блинов, пуҫлӑх), Айтар (Александр Степанов), Уйӑхпи (Вероника) тата Анна (Хусан федераци университечӗн студентки)», — пӗлтернӗ Александр Марсович халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.

Программа вара ҫӑпларах пулӗ: кашни кун пӗрер сехет чӑваш чӗлхи тата ҫавӑн чухлех кашни кун пӗрер сехет пӗр-пӗр ют чӗлхе (тӗслӗхрен, акӑлчан, турккӑ, итальян чӗлхисем - ачасем хӑйсем суйлӗҫ) вӗренӗҫ.

Унсӑр пуҫне ачасем валли чӗлхе вӑййисем, ӑсталах лаҫҫисем ирттерӗҫ.

«Хавал» университетри пек эпир те ачасене кунӗпех чӑвашла калаҫтарма тӑрӑшӑпӑр», — хыпарлана Александр Степанов.

Ҫыхӑнмалли телефон: +7 952 022 9054. Телеграмри контакт: @cv_haval21 е @alparuh.

Малалла...

 

Культура
Лариса Петрова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Лариса Петрова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ӗнер Шупашкарта «Манӑн чӗлхе – манӑн халӑх» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ.

Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Республикӑри халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ йӗркеленӗ. Ӑна паян палӑртакан Тӑван чӗлхесен пӗтӗм тӗнчери кунне халалланӑ.

Конкурса Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ кӑҫал виҫҫӗмӗш хут ирттернӗ. «Сӑвва илемлӗ калассипе пӗтӗмпе 8 халӑх ачи тупӑшрӗ, конкурс йӗркелӳҫисем 130 ӗҫ йышӑннӑ.

Жюри йышне лекни – маншӑн паха опыт. Кашни ҫынранах мӗне те пулин вӗренме пулать. Ҫак пултаруллӑ ачасенчен те тӗслӗх илмелли тупрӑм», — тесе пӗлтернӗ Лариса Петрова ҫыравҫӑ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall63500217_27142
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне тухӑҫлӑ иртӗ. Карьерӑна тата укҫа-тенкӗ пырса тивекен ыйтусене татса пама тивӗ. Тен, паллашусем е интереслӗ тӗлпулусем пулӗҫ, вӗсем пуласлӑха витӗм кӳрӗҫ. Ӗҫпе канӑва шайлаштарӑр, сывлӑха тимлӗх уйӑрӑр. Финанс лару-тӑрӑвӗ йӗркеллех — тен, хушма тупӑш пулӗ.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ