Чӑваш кӗнеке издательствинче Николай Ишентейӗн ҫӗнӗ кӗнеки пичетрен тухнӑ — «Планетӑпа чӗре».
Ку кӑларӑма чӑваш сӑвӑҫин тӗрлӗ вахӑтра ҫырнӑ сӑввисем кӗнӗ, ҫав шутра «Ҫуралман ача сасси» поэма та пур. Кӗнекен умсӑмахне Георгий Фёдоров профессор ҫырнӑ, унта вӑл сӑвӑҫӑн пултарулӑхне тӗплӗн тишкерсе панӑ. «Планетӑпа чӗре» вӗҫӗнче Николай Ишентейпе иртнӗ калаҫӑва та вырнаҫтарнӑ — вулавҫӑ авторӑн пурнӑҫӗпе те, пултарулӑхӗпе те, йӑпанӑҫӗсемпе те тӗплӗнрех паллашма пултарӗ.
Николай Ишентей (Николай Петрович Петров) Ҫӗрпӳ районне кӗрекен Тури Шурҫырма ялӗнче 1953 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗнче ҫуралнӑ.
1971 ҫулта Красноармейскинчи вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Чӑваш ял хуҫалӑх институтӗнче ӑс пухнӑ. Совет Ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ хыҫҫӑн тӑван ялне таврӑнсассӑн совхозра инженерта, вӑтам сыпӑкри ертӳҫӗре ӗҫленӗ.

Трак енрен композиторсем чылайӑн тухнӑ. Вӗсем тӑван халӑхӑмӑра ҫӗршер-пиншер юрӑ парнеленӗ. Хӑшӗ-пӗри, чӑн та, вӑхӑт иртнӗҫемӗн, пурнӑҫ улшӑнса пынӑ май манӑҫа тухса пырать ӗнтӗ. Чылайӑшне вара уйрӑм юрӑҫсемпе пултарулӑх коллективӗсем паян кун та манӑҫа кӑлармаҫҫӗ. Юрӑсене хывнӑ хӑш-пӗр композиторсем халӗ пирӗн хушӑра ҫук пулсан та, вӗсен хайлавӗсем вилмеҫҫӗ, пурӑнаҫҫӗ, концертсенче тӑтӑшах янӑраҫҫӗ.
Акӑ Кушкӑ ялӗнче ҫуралнӑ, Красноармейски ялӗнче кун кунланӑ Михаил Ильич Ильин педагог, спорт тусӗ, композитор пурӑннӑ пулсан кӑҫал 85 ҫул тултармаллаччӗ. Шел, унӑн чӗри икӗ ҫул каялла тапма чарӑнчӗ. И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче истори учителӗн дипломне алла илсе 40 ҫул ытла ҫамрӑк ӑрӑва тивӗҫлӗ воспитани парас тесе вӑй хунӑ М. И. Ильин. Ҫавӑншӑн ӑна «РСФСР халӑха вӗрентес ӗҫ отличникӗ», «Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ учителӗ» хисеплӗ ятсем панӑ.
Обществӑлла ӗҫрен те аякра тӑман Михаил Ильич. 30 ҫул ытла пропагандист тивӗҫне пурнӑҫланӑ, ҫав хушӑрах районти тӗп больницӑпа «Сельхозтехника» пӗрлешӗвӗн хорӗсене ертсе пынӑ.
Чӑваш халӑх сайчӗпе Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ ирттернӗ «Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» литература ӑмӑртӑвӗн пӗтӗмлетӗвне тума вӑхӑт ҫитрӗ. Ку интернет конкурса эпир ачасемпе ҫамрӑксене тата чӑваш чӗлхипе литературине, культурине вӗрентекенсене чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе кӑсӑклантарас, литература пултарулӑхне аталантарас, ҫутҫанталӑкри, тӑван тавралӑхра пулса иртекен чи кӑсӑк енсене илемлӗ литература мелӗсемпе уҫса пама хавхалантарас тӗллевпе йӗркелерӗмӗр.
Чи малтанах конкурса хутшӑннӑ кашни ачана, кашни ҫамрӑка, вӗсене вӗрентекен кашни вӗрентевҫе тав сӑмахӗ калас килет — сирӗнсӗр ҫак ӑмӑрту йӗркеленмӗ пулӗччӗ, пире, ӑмӑртӑва пуҫаракансене, хайлавӑрсемпе кӑмӑлӑмӑрсене ҫӗклемен пулӗччӗ. Тавах сире!
Кӑҫалхи ӑмӑртӑва чӑн та чаплӑ хайлавсем чылай килчӗҫ — пурте те тенӗ текех пичете юрӑхлӑ. Ҫавӑнпах хӑш-пӗр ӳсӗмсенче ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма та йывӑр пулчӗ. Хӑш-пӗр автор вырӑнсӑр юлни пире самай пӑшӑрхантарчӗ, анчах, шел те, малти вырӑнсем пурӗ те улттӑ ҫеҫ (кашни ӳсӗмре) пулма пултараҫҫӗ-ҫке.
Чӳкӗн 1-мӗшӗнче Красноармейски шкулӗн тӑван ен культурипе халӑх сӑмахлӑхӗн пӳлӗмӗнче «Кӑмӑл» вӗренӳ пӗрлешӗвӗнче хушма пӗлӳ илекен тата чӑваш поэзине кӑмӑллакан ачасемпе Николай Янгер сӑвӑҫ тӗлпулу ирттерчӗ. Сӑлтавӗ те пысӑк. Ентеш поэтӑмӑр ҫак кунсенче 70 ҫулхи уявне паллӑ турӗ. Чи малтанах юбилярӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен районти централизациленӗ вулавӑшӑн тӗп библиотекарӗ С.А.Гурьева каласа кӑтартрӗ, хӑйӗн сӑмахне поэта халалланӑ мультимедиллӗ слайдсемпе пуянлатрӗ. Сӑвӑҫ вара презентаципе килӗшӳллӗн хӑйӗн сӑввисене вуласа пачӗ.
Юпа уйӑхӗнче пултаруллӑ ҫыравҫӑ Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх правленийӗ сӗннипе «Ял пурнӑҫӗ» хаҫат урлӑ районти шкул ачисем хушшинче хӑй ячӗллӗ ҫамрӑк сӑвӑҫсен литература конкурсне йӗркелерӗ. Ӑмӑртӑва 20 сӑвӑҫӑн 50 ытла хайлавне тӑратнӑ. Тӗлпулура Николай Ершов ҫак конкурс пӗтӗмлетӗвӗпе те паллаштарчӗ. Сӑвӑҫ ячӗллӗ Премие (500 тенкӗ) Красноармейски шкулӗн 9-б класӗнче вӗренекен Александра Яковлева илме тивӗҫлӗ пулчӗ. Ӑна Н.Янгер ҫакна ҫирӗплетсе Диплом парса чысларӗ.
Акан 30-мӗшӗ иртнӗ май эпир ирттерекен «Ҫӑлтӑр ҫути» комикссен ӑмӑртӑвӗн 1 тапхӑрӗ вӗҫленчӗ. Ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗ тӗлне ӗҫсене хак парса вырӑнсене палӑртӑпӑр.
Пӗрремӗш тапхӑра вӗҫленӗ май ҫак пӗтӗмлетӳсене тума май пур:
- пурӗ 11 ӗҫ килчӗ;
- хутшӑнакансен йышӗ — 13 ача (1-9 кл.)
- 7 шкул ачисем хутшӑннӑ — Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Питӗркасси шкулӗ, Ҫӗрпӳ районӗнчи Михайловка шкулӗ, Шупашкарти 49-мӗш шкул тата 2-мӗш лицей, Красноармейски районӗнчи Красноармейски тата Именкасси шкулӗсем, Канашри 10-мӗш шкул.
Пур ӗҫсемпе те эсир кунта паллашайратӑр.
Ку ӑмӑрту пирӗншӗн ҫӗнӗлӗх пулчӗ, ҫавна май ӗҫсен йышӗ пысӑках маррине эпир ҫитменлӗх тесе хак памастпӑр.

Акан 17-27-мӗшӗсенче Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Красноармейски вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури тата тӑван ен культури вӗрентекен В.М. Михайлов пуҫарнипе тата Красноармейски район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗ йӗркеленипе республикӑмӑрти районсем хушшинче «Улӑп — 2012: Эпир - Улӑп йӑхӗнчен!» инҫет вӑйӑ конкурс иртрӗ.
Вӑйӑ конкурса Раҫҫей историйӗн тата Чӑваш историйӗн ҫулталӑкне тата Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑччӗ. Ыйтусем вара чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе тата культура аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑччӗ.
Конкурса пурӗ 350 ытла ача заявка панӑ. Вӗсенчен 165 ача вӑйӑ конкурса хутшӑнма кӑмӑл туса сайта кӗрсе регистрациленнӗ. Вӑйӑ конкурс ыйтӑвӗсене вара 130 ача ҫеҫ хуравлама пултарнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, ҫак районсен вӗрентекенӗсемпе вӗренекенӗсем хастар пулчӗҫ:
Красноармейски районӗ — 75 ача;
Комсомольски районӗ — 15 ача;
Сӗнтӗрвӑрри районӗ — 14 ача;
Вӑрмар районӗ — 11 ача;
Канаш хули — 11 ача;
Шупашкар хули — 10 ача;
Хӗрлӗ Чутай районӗ — 6 ача;
Элӗк районӗ — 4 ача;
Елчӗк районӗ — 4 ача;
Етӗрне хули — 3 ача;
Ҫӗрпӳ районӗ — 3 ача;
Етӗрне районӗ — 2 ача;
Канаш районӗ — 2 ача;
Ҫӗрпӳ хули — 2 ача;
Куславкка районӗ — 2 ача;
Улатӑр районӗ — 2 ача;
Муркаш районӗ — 1 ача;
Ҫӗмӗрле хули — 1 ача;
Ҫӗмӗрле районӗ — 1 ача.

Красноармейски пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулӗнче Чӑваш чӗлхи кунне халалласа вунӑкунлӑх иртрӗ. Ҫак вӑхӑтра шкулта Красноармейски ял тӑрӑхӗсем хушшинчи информаципе культура центрӗнче ӗҫлекенсем те пулчӗҫ. Районти тӗп вулавӑшра вӑй хуракан Гурьева С.В. Николай Карай сӑвӑҫ ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалласа «Вӑл ҫуралнӑ ҫыравҫӑ пулмах…» мультимедилле хӑтлав хатӗрленӗ. Унпа усӑ курса вӑл 5 тата 10б классенче вӗренекенсене ентеш-поэтӑн кун-ҫулӗпе, пултарулӑхӗпе, пичетленнӗ кӗнекисемпе паллаштарчӗ, викторина ирттерчӗ. Ҫак тӗлпулу ачасене питӗ килӗшрӗ. Трак енри Карай ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Томск облаҫӗнче пурӑнакан поэтӑмӑр ҫинчен ытларах пӗлме май пачӗ. Красноармейски ял тӑрӑхӗсем хушшинчи информаципе культура центрӗ ҫумӗнчи «Кӑмӑл» ансамблӗн пӗр ушкӑнӗ Николай Карай сӑввисем тӑрӑх кӗвӗленӗ юрӑсене шӑрантарчӗ. Надежда Филиппова, Светлана Васильева юрӑҫсем тата Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Анатолий Алексеев музыкант вӗренекенсене хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ.
| АКА | 19 |

Хаклӑ ентешсем! Красноармейски районӗн ҫӗнӗ энциклопедине кӑларас ӗҫ пуҫӑнчӗ. Ҫакӑ калама ҫук пысӑк та яваплӑ ӗҫ. Ку таранччен эпир Трак тӑрӑхӗн историйӗпе тата унӑн паллӑ ҫыннисемпе ҫыхӑннӑ «Трак ен» (2000 ҫ.) тата «Красноармейский район. Люди и судьбы» кӗнекесем кӑларнӑ-ха. Анчах вӗсем ҫӗнӗ энциклопедин пӗр пайӗ ҫеҫ пулса тӑраҫҫӗ. Пысӑк кӑларӑма кӑларма пысӑк та ҫӗнӗ вӑй кирлӗ. Ку хутӗнче пире Шупашкарти «Трак ен» ентешлӗх те пулӑшу кӳме шантарать.
Чӑваш халӑхӗн ырӑ йӑла пур: вӑл кирек епле йывӑр ӗҫе нимелле — халӑхпа пӗрле кар пуҫтарӑнса тума хӑнӑхнӑ. Эпир районӑн ҫӗнӗ энциклопедине кун ҫути кӑтартма та ҫак йӗркепе йӗркелесе ямалла тесе шутлатпӑр. Чӑвашсен «Пӗччен хулӑ хуҫӑлать», «Пӗччен сурать — типсе пырать, халӑх сурать — кӳлӗ тӑвать» каларӑшсем пур. Энциклопеди материалӗсене пухассине, пирӗн шутпа, пӗр ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ҫине хуни ҫеҫ ҫителӗксӗр. Эпир ҫак ӗҫе ҫӳлерех асӑннӑ кӑларӑмсене кӑларма хутшӑннисене, таврапӗлӳҫӗсене, вӑрҫӑпа педагогика, партипе совет ӗҫӗн ветеранӗсене, шкулсенче вӗрентекенсене, вулавӑш ӗҫченӗсене, культурӑпа суту-илӳ, сывлӑха сыхлас тата право йӗркине ҫирӗплетес ӗҫре тӑрӑшакансене, ытти пултарулӑх ҫыннисене явӑҫтарма ыйтатпӑр, чӗнсе калатпӑр.

Красноармейски районӗнче ял тӑрӑхӗсен пӗрлехи информаципе культура центрӗнче «Чӑваш пики — 2012» конкурс иртрӗ. Ӑмӑртӑва пӗтӗмпе 16-25 ҫулсенхи 11 хӗр упраҫ хутшӑнчӗ.
Конкурсантсем хӑйсен пултарулӑхне, кулинари ӑсталӑхне, ӑс-хакӑл шайне, сцена ҫинче тытма пултарнине тата уйрӑмах тӑван чӑваш чӗлхипе калаҫма мехел ҫитернине туллин кӑтартса пачӗҫ. Хаклавҫӑсен шучӗпе, вӗсем пурте ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫ — кашни хӗр упраҫ тӑван халӑх йӑли-йӗркине, ку чухнехи культурине аван пӗлнине кӑтартса пачӗҫ.
Чи илемлӗ те пултаруллӑ пикене суйласа илме вара пултарулӑх конкурсӗ аван пулӑшрӗ. Конкурсантҫӑсем юрларӗҫ, ташларӗҫ, сӑвӑ та вуларӗҫ, музыка инструменчӗсемпе те вылярӗҫ.
Конкурссем витӗр ӑнӑҫлӑ тухса «Чӑваш пики — 2012» ята Еншик Чуллӑ ял тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи ӳнерпе культурологи факультечӗн 2-мӗш курс студентки Елена Николаева ҫӗнсе илчӗ.
«Вице Чӑваш пики — 2012» ята вара унран ҫамрӑкрах пике — Красноармейски шкулӗн 10-мӗш класӗнче вӗренекен Анастасия Никифорова тивӗҫрӗ.

Нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче районти халӑх пултарулӑх ҫуртӗнче Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистне Виталий Егорович Петрова халалласа «Ҫуркуннехи тумлам» ятлӑ ҫамрӑк вокалистсен черетлӗ районти конкурсӗ иртрӗ.
Ҫӗршыв шайӗнче палӑрнӑ ентеш-юрӑҫа халалласа ҫамрӑк юрӑҫсен пирвайхи тупӑшӑвне 1995 ҫулта ирттернӗ. Ҫак тапхӑрта журналист тивӗҫне пурнӑҫласа мана асӑннӑ конкурсра пӗр хутчен ҫеҫ мар пулма тӳр килнӗ. Пирӗн музыка ӗҫченӗсем яллӑ районта хӑйсем ҫине яваплӑх илсе ҫакӑн евӗр конкурс ирттерме пултарнишӗн, унта музыкӑна, юрӑпа ташӑ ӳнерне юратма пултаракан ачасене хутшӑнтарнишӗн кашнинчех кӑмӑллӑ юлаттӑм. Кӑҫал та ҫаплах пулчӗ. Тата ҫулленех ҫамрӑк вокалистсен конкурсӗнче райпо канашӗн председательне А. Дмитриевана асӑрхатӑн. Ку ахальтен мар. Виталий Петров ҫар хӗсмечӗ хыҫҫӑн ӗҫ биографине Красноармейски райповӗнче пуҫланӑ, Альбина Ильиничнапа пӗр ӗҫ пӳлӗмӗнче ларса ӗҫленӗ. Потребительсен обществи район шайӗнчи мероприятие ирттерме ытти ҫулсенче спонсорла пулӑшу парса пулӑшу кӳнӗ.
Ытти ҫулсенче конкурсанткӑсен йышӗ пысӑкран концерт вӑраха тӑсӑлатчӗ.
