Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Красноармейски районӗнче ачасен «Мӗн ҫухатма юрамасть — ҫавӑн пирки» экологи театрӗсен конкурсӗ иртнӗ. Мероприятие Культура ҫулталӑкне халалланӑ. Ӑна ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗн, Красноармейски район администрацийӗн вӗренӳ пайӗн ӗҫченӗсем йӗркеленӗ.
Конкурса общественноҫа экологи ыйтӑвӗсемпе кӑсӑклантарас, ҫутҫанталӑка ытларах хисеплеме вӗрентес тӗллевпе ирттернӗ. Унта районти вӗренӳ учрежденийӗсенчи 10 театр ушкӑнӗ хутшӑннӑ. Кашни ушкӑнра — 10 ҫын.
Жюри членӗсем пултарулӑха, костюмсене, сцена ҫинче хӑйсене тытма пӗлнине тата ыттине хакланӑ. Кашни ушкӑн валли 10 минут ҫеҫ уйӑрнӑ.
Конкурс ҫӗнтерӳҫисем Алманчри шкул вӗренекенӗсем пулнӑ. Вӗсем «Вӑрманти спецназ, е Симӗс тӗнчене кам ҫӑлать» постановка кӑтартнӑ. Именкасси шкулӗ «Вӑрман шкулӗ» кӑтартса 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Кӗҫӗн Шетмӗ шкулӗн ачисем «Тӗлӗнмелле вӑрман» постановкӑпа 3-мӗш вырӑна тухнӑ.
Пултарулӑх ушкӑнӗсене пурне те номинацисенче палӑртнӑ, дипломсемпе чысланӑ.
Шупашкарти Филармони залӗнче ача-пӑча чӑваш юррин республикӑри саккӑрмӗш фестивалӗ иртнӗ. Кӑҫалхипе ӑна саккӑрмӗш хут йӗркеленӗ.
Пӗрремӗш суйлав турӗ хыҫҫӑн жюри 11 хор коллективне тата тӗрлӗ ҫулхи 40 солиста юрӑ ӑмӑртӑвне хутшӑнма ирӗк панӑ. Унта хутшӑнакансен пултарулӑхне ҫулсерен вӑйлӑрах та вӑйлӑрах тӗрӗсленине палӑртаҫҫӗ. Чӑваш чӗлхипе шӑкӑлтатса калаҫма пӗлменнисем те конкурса ҫитме ӗмӗтленеҫҫӗ иккен. Ҫавна май вӗсен чӗлхене туптама тивет. Ҫак шухӑша Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑчан музыка шкулӗнче Ольга Кондратьева та палӑртнӑ. Красноармейскинчен килнӗ Елена Иванова шучӗпе вара конкурс чӑваш чӗлхин, юррин тата кӗввин илемне кӑтартма тата палӑртма май парать.
Гала-концерт ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче иртмелле.
Красноармейскинчи халӑх театрӗ аллӑ усса лармасть. Пултарулӑх ушкӑнӗ спектакльпе ялсене тухса ҫӳрет.
Пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче халӑх театрӗ Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхне кӗрекен Анаткас ялӗнчи культурӑпа кану ҫуртӗнче пулнӑ. Ял халахӗ артистсене тарават йышӑннӑ, спектакль кашнин кӑмӑлне кайнӑ.
Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче театр Алманч ял тӑрӑхӗнче пулнӑ. Николай Сидоровӑн «Шупашкарти савни» спектаклӗ кунти халӑха та килӗшнӗ. Ҫак камит куракансен кӑмӑлне ҫӗклет.
Красноармейскинчи халӑх театрӗ ҫитес вӑхӑтра спектакльпе кӳршӗ районсене тухма палӑртнӑ.
Ача-пӑча кӗнекин эрни Трак шкулӗнчен пӑрӑнман. Унта Пӗтӗм тӗнчери поэзи кунне те паллӑ тунӑ. Ӑна пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ. Шкула Любовь Петрова та ҫитнӗ. Вӑл — Чӑваш писателӗсен тата Писательсен халӑхсем хушшинчи пӗрлешӗвӗн союзӗсен членӗ, А. Талвир тата Эмине премийӗсен лауреачӗ.
Трак шкулӗнчи акт залӗ иртенпех савӑнӑҫпа тулнӑ. Вӗренекенсем сӗтелсем ҫинче выртакан кӗнекесене тимлӗн пӑхнӑ, тишкернӗ. Хӑйне евӗр куравра Любовь Алексеевна Петрова сӑвӑҫӑн, прозаикӑн кӗнекисем те пулнӑ.
Тӗлпулура Любовь Петрова хӑйӗн пӗрремӗш сӑввисене вуланӑ. Вӑл вӗсене 6-мӗш класрах ҫырнӑ. Вӗсем — анне, вӗрентекен, ачасем, юрату ҫинчен. Поэтесса ачасене тимлӗ итленӗшӗн тав тунӑ. 3-мӗш класра ӑс пухакан Александрӑпа Игорь ӑна сӑвӑсем парнеленӗ. Вӗренекенсем Любовь Петрована пултарулӑх каҫалӑкӗнче ҫитӗнӳ тума ӑнӑҫу суннӑ.
Пушӑн 7-мӗшӗнче Красноармейски районӗнче «Трак ен пики» конкурс иртнӗ. Унта хутшӑннӑ хӗрсем чӑваш халахӗн йӑли-йӗркине, историне, культурине пӗлеҫҫӗ-и? Тӗрӗсленӗ. Вӗсем пултарулӑх конкурсӗсем витӗр те тухнӑ. Хӗрсем чӑваш халӑхӗн наци ҫимӗҫне хатӗрлени пирки каласа кӑтартнӑ, наци тумне тӑхӑнса тухнӑ.
Малтан район администрацин пуҫлӑхӗ Андрей Шестаков конкурсҫӑсене тата куракансене саламланӑ. Районти Хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ З.Г. Петрова та уявпа саламланӑ, алӑ ӗҫӗсен «Илем тӗнчене ҫӑлать» конкурсне пӗтӗмлетнӗ.
Жюри пикесен пултарулӑхне, тумне, юрлас-ташлас пултарулӑхне, наци колоритне хакланӑ. 8 пике илемлӗ тумӗсене кӑтартнӑ, хӑйсемпе паллаштарнӑ, конкурссенче ӑс ҫивӗчлӗхне, талантне тӗлӗсленӗ. Кашниех хӑйне евӗрлӗхепе уйрӑлса тӑнӑ.
Конкурс пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн «Трак ен пики — 2014» ята Трак вӑтам шкулӗнче вӗренекен Мария Козлова ҫӗнсе илнӗ. Упи вӑтам шкулӗнчи Анна Васильева «Вице Трак пики» пулнӑ. «Куракансем кӑмӑлланӑ пике» номинацире Александра Яковлева ҫӗнтернӗ. Кӗҫӗн Шетмӗ ял тӑрӑхӗнчи Ирина Ришко — «Хӳхӗм пике», Карай вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Анастасия Алексеева — «Ҫепӗҫ пике», Алманч ял тӑрӑхӗнчи Анастасия Филиппова — «Ӑс пике», Трак вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Кристина Иванова — «Кӑмӑллӑ пике», ҫав шкултах ӑс пухакан Анастасия Тимофеева — «Сӑпайлӑ пике».
Чӑваш Республикин культура, национальноҫсемпе архив ӗҫӗсен министерстви хыпарланӑ тӑрӑх культура ҫулталӑкӗн элемне суйланӑ. Унӑн авторӗ — Красноармейскинчи тӑрӑхсен пӗрлехи информаципе культура центрӗнче тӑрӑшакан Александр Анатольевич Казаков эрешлевҫӗ-художник.
Пурӗ ҫак конкурса ҫиччӗн хутшӑннӑ иккен, вӗсем республикӑн тӗрлӗ тӑрӑхӗсенче пулнӑ. 15 тӗсрен пӗрине вара суйланӑ. Ӑсталаканӗ унта 2014 ҫула чӑваш эрешӗсемпе йӗркеленӗ. Пурӗ 3 тӗспе усӑ курнӑ: хӗрли шухӑш ирӗклӗхне, йӑла-йӗркепе халӑхӑн хӑйнеевӗрлӗхӗн управлӑхне пӗлтерет, сарри — пӗтӗм тӗнчене ӑшӑтса ҫутатакан Хӗвеле, ылтӑн тӗс — пуянлӑхпа ӑнӑҫлӑха.
Культминӗн сайтӗнче вырӑсла версине кӑна кӑтартнӑран эпӗ ку элемӗн чӑвашла версине хатӗрлерӗм.
Сурхурие халалласа ҫак кунсенче тӗрлӗ мероприяти ирттерекенсем пулнӑ. Красноармейски тӑрӑхӗнчи арҫынсем волейболла выляма пуҫтарӑннӑ. Турнира Красноармейскинчи «Уют-Монтаж», «Динамо», «Дрим-тим», Чатукассинчи «Ункӑ», Кӗҫӗн Шетмӗри «Спартак» тата Еншик Чуллӑ ялӗн арӗсем пухӑннӑ. Турнир «Уют-Монтаж» вӑйлӑраххине кӑтартса панӑ. Кӗҫӗн шетмӗсем иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Чи лайӑх вӑйӑҫӑсене те палӑртнӑ. Вӗсен йышне «Ункӑ» ушкӑнри Николай Романов, «Дрим-тимри» Виктор Васильев, «Спартакри» Владимир Александров, «Уют-Монтажри» Андрей Ананьев лекнӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене тата вӑййа хутшӑннисене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Шестаков саламланӑ.
Сӑнсем (13)

Раштавӑн 23-мӗшӗнче Красноармейски район администрацийӗн ларусен залӗнче районти обществӑлла пуҫарулӑх ушкӑнӗн йӗркелӳ пухӑвӗ иртрӗ. Ӑна регионсемпе нацисем хушшинчи туслӑхпа этноҫыхӑнӑва вӑйлатас, чӑваш нацин ӑс-хакӑлпа пурлӑх культурине аталантарас тӗллевпе пуҫарнӑ. Пухӑва Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Шестаков А.В., ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, муниципалитетӑн бюджетлӑ учрежденийӗсен пуҫлӑхӗсем, культура тата вулавӑшпа музейсен ӗҫченӗсем, шкулсенче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем, таврапӗлӳҫӗсем, ҫыравҫӑсемпе журналистсем хутшӑнчӗҫ.
Пухӑва Чӑваш Республикин муниципаллӑ органсен Канашӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ, Чӑваш наци конгресӗн Президиум пайташӗ Николаев С.А. ертсе пычӗ. Вӑл Чӑваш наци конгресӗн юлашки Аслӑ Пухӑвӗ йышӑннӑ резолюцисемпе паллаштарчӗ, тӑван халӑхӑн ырӑ йӑли-йӗркине упрамалли тата ӑна малалла аталантармалли ҫинчен сӑмах пуҫарчӗ. Чӑваш наци конгресӗ районсемпе хуласенче хӑйӗн уйрӑмӗсене уҫма палӑртнине пӗлтерчӗ, ҫавна май ӑна Трак енре те уҫма сӗнчӗ.
Пуху пӗр саслӑ пулса Чӑваш наци конгресӗн Красноармейски районӗнчи уйрӑмне уҫма йышӑнчӗ.
Ӗнер, раштавӑн 13-мӗшӗнче, Красноармейскинче вырнаҫнӑ тӑрӑхсен пӗрлехи информаципе культура центрӗнче ХТК ушкӑнӗсен пӗтӗмлетӳллӗ вӑййи иртрӗ. ХТК тени ӗнтӗ вӑл хаваслипе тавҫӑруллисен клубӗ тени пулать, е вырӑсла — КВН. Ку вӑййа та районтисем ҫамрӑксен пултарулӑхне ӳстерес тӗлешпе ирттерчӗҫ.
Пурӗ 3 ушкӑн хутшӑнмалла пулнӑ та иккӗшӗ ҫеҫ ҫитме пултарнӑ. Пӗрисем — Трак шкулӗнчи «Острые перцы» (чӑв. Ҫивӗч пӑрӑҫ) пулчӗҫ, теприсем — Красноармейски шкулӗнчи «Дети Газпрома» (чӑв. Газпром ачисем). Унччен вӗсен суйлав вӑййисем витӗр тухма тивнӗ.
Пурӗ вӑйӑра 3 пай пулчӗ: хаваслипе тавҫӑруллисем хӑйсемпе паллаштарасси, 25-мӗш кадр тата юрӑ-кӗвӗллӗ килти ӗҫ. Хаклавҫӑсен йышӗнче район администрацийӗнче вӑй хуракан Карпова А.Г, ял хуҫалӑхӗпе экологи пайӗн тӗп специалисчӗ Васильев В.В. тата ыттисем пулчӗҫ — пурӗ 5 ҫын. Председатель вырӑнӗнче районӑн вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Голубев М.Д. пулчӗ.
Икӗ ушкӑн та вӑййа тӗплӗх хатӗрленни курӑннӑ — ҫаванпа та икӗ ушкӑна та 1-мӗш вырӑн панӑ, иккӗмӗш е виҫҫӗмӗш вырӑна никам та лекмен.
Каласа хӑварас пулать, ХТК вӑййисем районта пӗрремеш хут ирмеҫҫӗ, ҫултарн ҫул вӗсем лайӑхланса пыраҫҫӗ.
Ак, «Чӑваш йӑмри» литература ӑмӑртӑвне те пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Пӗтӗмӗшле илсен вӑл кӑҫал тивӗҫлӗ шайра иртрӗ теме пулать — пурӗ 92 хайлав пирӗн пата ҫитрӗ. Кашни районтан тенӗ пекех хутшӑнакансем тупӑнчӗҫ. Ҫавах та Хӗрлӗ Чутай, Красноармейски, Элӗк, Канаш районӗсенчисем уйрӑмах хастар хутшӑнчӗҫ. Тутарстанран та икӗ хайлав килчӗ — пӗри Пӑва районӗнчен, тепри Ҫӗпрел тӑрӑхӗнчен.
Хайлавӗсене хаклама питӗ йывӑр пулчӗ — кашнинех мухтас килет. Чылай хайлаври чӗлхе илемлӗхӗ те, сюжет кӑткӑслӑхӗ япӑх мар шӑрҫаланнӑ. Хӑшна мала кӑларасси, хӑшне парнеллӗ тӑвасси самай пуҫа ваттарчӗ.
Кӑҫал эпир кашни класа уйрӑммӑн хаклас терӗмӗр — капла парнесем те сахал мар пулӗҫ, ачасене та ытларах савӑнтарӑпӑр. Мала ҫак хайлавсем тухрӗҫ:
6-мӗш класс, проза:
1-мӗш: Дарья Джус (Красноармейски) ҫырнӑ «Кушакпа йӑмра» калавӗ;
2-мӗш: Кристина Ивановӑн (Красноармейски) «Телей йӑмри» тата Алексей Яшмейкинӑн (Хӗрлӗ Чутай районӗ, Штанаш) «Пӗлӗт ҫинчи кермен» калавӗсем;
3-мӗш: Екатерина Сидоровӑн (Красноармейски) «Ҫул ҫӳревҫӗ йӑмра», Дмитрий Капитоновӑн (Шупашкарти 37-мӗш шкул) «Йӑмра шавӗ», Наталия Михайловӑн (Хӗрлӗ Чутай районӗ, Штанаш) «Йӑмра-метеоролог» калавӗсем.
