Наци чӗлхиллӗ халӑх сечӗсем официаллӑ массӑллӑ информаци хатӗрӗсенчен пахарах. Наци интернечӗ ҫамрӑксене уйрӑмах витӗм кӳрет. Ҫакна Хусанти Шигабутдин Марджани ячӗллӗ институт ӗҫченӗсем «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи тутарсен виртуаллӑ виҫӗ пӗрлӗхне тишкернӗ хыҫҫӑн пӗтӗмлетнӗ.
Институтӑн этносоциологи пайӗн ертӳҫи Гульнара Габдрахманова «Азатлык» радиона тӗпчев кӑтартӑвӗпе паллаштарнӑ. Экспертсем сӑнанӑ тӑрӑх, наци интернечӗ (унта патшалӑхӑн влаҫ органӗсен сайчӗсем, социаллӑ медиа кӗрет) пур халӑхӑн та аталанать. Тутарсенне ҫапах та ку енӗпе ҫитекен ҫук.
Тутарстанри вырӑсла ресурссенче политикӑпа ҫыхӑннӑ ыйтусене ытларах сӳтсе яваҫҫӗ пулсан, тутарлисем ҫемье, культура, тӗн, ӑс-хакӑл темисене хускатаҫҫӗ-мӗн.
Чӗмпӗрти Наци культурисене чӗртсе тӑратас тата аталантарас енӗпе ӗҫлекен центр хӑйӗн пултарулӑх сезонне уҫнӑ. Унта чӑвашсем те сцена ҫине тухса юрра-ташша пултарнине кӑмӑлтан кӑтартнӑ.
Концерта «Камерата» академи вокал халӑх ансамблӗ, «Новый день» ача-пӑча вокал студийӗ, мӑкшӑ ачисен «Каргине» театр студийӗ, «Огонек» (чӑв. Ҫулӑм) ташӑ ансамблӗ, «Идель» юрӑпа ташӑ ансамблӗ, тутарсен театр кружокӗ, мӑкшӑ юррин «Эрзянь Койть» ансамблӗ, «Хыял тамчалары» тутарсен ача-пӑча вокал ансамблӗ, мӑкшӑсен «Тештине» ташӑ ушкӑнӗ, еврейсен «Хавӑ юрринерот» хореографи ушкӑнӗ, чӑваш юррин «Сарнай» ансамблӗ, эременсен «Ван» хореографи ушкӑнӗ хутшӑннӑ. Вӗсене куракансем ӑшшӑн йышӑннӑ, алӑ ҫупса хавхалантарнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче «Ай, юрлар-и!» регионсем хушшинчи VII конкурсӗ иртӗ. Вӑл 12 сехетре пуҫланмалла. Мероприятие чӑваш халӑх юррисене пухнӑ тата шӑрантарнӑ Ираида Вдовина ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Ираида Вдовина сассине Чӑваш радиопа пуҫласа 1951 ҫулта янӑратнӑ. Унтанпа аслӑ Атӑлта сахал мар шыв-шур юхса иртнӗ. Фольклор пухнӑ мухтавлӑ чӑваш пирӗнпе мар ӗнтӗ. Анчах ячӗ пӗрех асра. Унӑн юррисене паян та илтсе киленме пулать.
Халӑх юррисене шӑрантаракансен конкурсене Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗ Ираида Вдовинӑна асра тытса 2003 ҫулта ирттерме тытӑннӑ. Кӑсалхине 12 районтан тата Шупашкартан 49 солист, Пушкӑртстанпа Тутарстанран 2-шер солист хутшӑнмалла. Хамӑр республикӑри музыка вӗренӳ заведенийӗсенчи 10 студент та сцена ҫине тухӗ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗ пулма ҫӗнӗ ҫынна шаннӑ. Вӑл — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Валерий Клементьев. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ пуҫлӑхпа коллектива ӗнер паллаштарнӑ.
Етӗрне районӗнчи Пупӑлькасси ялӗнче ҫуралнӑ хитре саслӑ маттур ар Турӑ панӑ пултарулӑхне малтан Шупашкарти музыка училищинче, кайран Сартури консерваторинче аталантарнӑ. Сцена ҫине тухакан чылай, анчах чӑннипех те илемлӗ те профессилле юрлакан сахал. Валерий Клементьев — чӑваш сценин чӑн-чӑн ӑсти.
Пурнӑҫӗн пӗр вӑхӑтне вӑл Сарту тӑрӑхӗнче ирттернӗ. Унта чӑвашсен наципе культурин автономийӗн ертӳҫи пулнӑ.
Валерий Клементьев виҫӗ ҫул каялла ҫур ӗмӗрхи юбилейне паллӑ турӗ. Хӑвачӗ те, пурнӑҫ опычӗ те пур унӑн. Ертӳҫӗ тилхепине тивӗҫлипе тытса пыма эпир ӑна ӑнӑҫу сунатпӑр.
Ҫак кунсенче Калуга облаҫӗнчи «Этномир» паркра ҫамрӑксен «Тӗрӗк ылтӑнӗ» пӗтӗм Раҫҫейри III форумӗ иртет. Унта Чӑваш Енри ҫамрӑксем те тухса кайнӑ. Йышра республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекен ҫын та пур. Вӑл — «Хыпар» издательство ҫурчӗн редакторӗн ҫумӗ Дмитрий Моисеев. Дмитрий Моисеев паян «Наци журналистики: ӑнӑҫy cтратегийӗ» панель дискуссине эксперт пулса хутшӑннӑ.
«Кунта пӗтӗм тӗнче, кашни халӑx, кашни ҫӗpшыв пур. Паркри Чӑваш Республики пирки хатӗрленӗ стенд та кӑcӑклӑ. Форум программи питӗ анлӑ. Вӑл кашни кунах ирхи 8 сехетре пуҫласа 23 сехетчен пырать. Эпӗ cоциаллӑ проектсем хатӗpлеме вӗpентекен мастер-классене хутшӑнатӑп. Дискуссисем кӑсӑклӑ иртеҫҫӗ», — пӗлтернӗ вӑл ӗҫтешӗсене вырӑнтан.
Форум пӗлтӗр Хусанта иртнӗччӗ. Хальхи шучӗпе — виҫҫӗмӗш. Унта ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи тюркологипе ҫыхӑннӑ проектсене пурнӑҫа кӗртекен ҫамрӑксем пухӑнаҫҫӗ. Хастар яшсемпе хӗрсем ҫак кунсенче хӑйсен проекчӗсемпе программисем пирки ыттисене каласа кӑтартаҫҫӗ, паллӑ тӳре-шарапа, артистсемпе, спортсменсемпе тата усламҫӑсемпе тӗл пулаҫҫӗ.
Аса илтерер, ӑна пӗлтӗр «Патшалӑх наци политикине пурнӑҫлани» федераци программине кӗртнӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта каллех кинотеатр уҫӑлнӑ. Хула ҫыннисемшӗн савӑнӑҫлӑ хыпар сарӑлнӑ: «Атӑл» кинотеатр ҫӗнӗрен ӗҫлеме пуҫланӑ. Унӑн залӗ куракансене хапӑлласах кӗтет.
Вӑл авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче алӑкне уҫӑнӑ. Унччен унта «Тетерин фильм» кинотеатр пулнӑ.
«Пирӗн юратнӑ «Атӑл» кинотеатр ҫӗнӗрен ӗҫлеме пуҫланӑ. Эсир курма пултаракан фильмсем кинотеатр расписанийӗнче пур е 75-11-15 номерпе шӑнкӑравласа автоответчик пӗлтерӗ. Расписанипе афишӑсенче те паллашма май пур. Пурне те залра кӗтетпӗр», - пӗлтернӗ «Про Город» хаҫата Лариса Сергеевна аслӑ администратор.
«Ҫыравҫӑсем пӗр-пӗрне те вуламаҫҫӗ халь. Поэзи пирки калас пулсан, унӑн ҫӳллӗшне эстрада юррисен сӑмахӗсемпе виҫекенсем нумайланчӗҫ... Ку пач урӑх жанр. Тата пирӗн хальхи юрӑсем ытларах чухне примитивлӑ. Питӗ шел. Пӗтӗм халӑх ӑнлантӑр, концерта ҫӳретӗр, туянтӑр тесе ҫыраҫҫӗ-ҫке-ха. Чӑн поэзи юрра хывӑнмасть: унӑн хӑйӗн пулса ҫитнӗ тӗнчи — кӗвви, тӳрех ӑнланса илме йывӑр сӑнарлӑх, илем хатӗрӗсем (метафора-тропсем), философилле тарӑнлӑхӗ т.ыт те. Ӑҫта мӗн иккенне ахаль вулакан-итлекен уйӑрайми, хаклайми пулчӗ: мӗн хӑлхана ытларах кӗрет, ҫавна чӑн-чӑн поэзи тесе шутлать. Ҫавӑнпа сӑвӑҫсем халь ӑмӑртса юрӑ валли ҫырасшӑн: «Манӑн сӑмахсемпе 150 ытла юрӑ ҫырнӑ! Ман вара 223 яхӑн юрӑ, радиопа куллен параҫҫӗ!» — тесе шавлакансем «юрӑ валли мар» ҫыракансен сассине хупласа тӑраҫҫӗ. Юрӑ ӳнерӗ ҫапла халӑха кирлӗ пулни, кашни ӑнӑҫлӑ, илемлӗ юрӑ мана питӗ савӑнтарать, анчах вӑл, калатӑп-ҫке, поэзирен ытларах чухне инҫетре тӑрать.
Чӑн-чӑнни вӑл нихҫан та нумай пулмасть ӗнтӗ. Тата вӑл шавсӑр». Ҫапла шухӑшлать Марина Карягина тележурналист, сӑвӑҫ. Хӑйӗн шухӑшне вӑл Фейсбукра ҫырса хунӑ.
Авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ Чечняна тухса кайнӑ. Унта вӑл Раҫҫейӗн Культура министерствин Гастроль агентстви пулӑшнипе иртекен «Пысӑк гастрольсем» проекта хутшӑннӑ май ҫул тытнӑ.
Чӑваш Енри «пуканесем» Чечняра «Голубка» мюзикла, Петӗр Хусанкай хайлавӗ тӑрӑх «Ҫӗр ҫинче мӗн чи вӑйли» моноспектакль-юмаха, А. Пушкинӑн «Сказка о рыбаке и рыбке» юмахӗ тӑрӑх хальхилле лартнӑ ӗҫе, М. Супонинӑн «Бука» интерактивлӑ спектакльне тата Е. Лисинан «Хупах хӑлхаллӑ Илюк» мультимедиллӗ спектакльне лартӗҫ. Чӑваш артисчӗсен сумлӑ делегацийӗ Чечняра авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗччен пулӗ.
Юпа уйӑхӗнче Чечняри артистсем гастрольпе пирӗн пата килӗҫ. ЧР Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен те репертуарӗ анлӑ пулмалла.
«Чӑвашфильм» пӗрремӗш наци киностудийӗ каллех ҫӗнӗ фильм ӳкерме хатӗрленет. Вӑл «80-мӗш ҫулсенчи дискотека» ятлӑ пулӗ.
Юрий Спиридоновӑн киностудийӗ актерсене суйласси пирки пӗлтернӗ. Пӗрремӗш кастинг авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче иртнӗ.
Юрий Спиридонов ҫӗнӗ кинопроект пирки ҫапла каланӑ: «Фильм перестройка вӑхӑтӗнчи пирӗн лайӑх тапхӑр пирки каласа кӑтартӗ. Мӗнле туслашни, мӗн пирки ӗмӗтленни, мӗнле кӗвӗ итлени пирки, радиопа тата телевизорпа мӗн пыни, мӗнле тумланни, мӗн патне талпӑнни, эпир тата пирӗн атте-анне хулари хӑш савутсемпе хапрӑксенче ӗҫлени ҫинчен».
Паян, авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Иоаким Максимов-Кошкинский вил тӑпри ҫине чечек хунӑ. Чӑвашсен профессилле театрӗн йӗркелӳҫине, «Чувашкино» киностудие уҫаканне, драматурга, тӑлмача, актера, театрпа кино режиссерне, общество деятельне, театр педагогне, Чӑваш АССРӗн халӑх артистне, РСФСР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченне хисеп туса К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑвал патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем, Чӑваш Енӗн электрон тата кинодокументацин патшалӑх архивӗн ӗҫченӗсем, журналистсем пуҫтарӑннӑ.
Астӑвӑм митингне театрӑн илемлӗх ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев уҫнӑ. Иоаким Максимов-Кошкинскийӗн сумлӑ ӗҫне вӑл пысӑка хурса хакланӑ, унӑн пархатарлӑ ӗҫне тивӗҫлипе малалла тӑсмаллине палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ.