
Чӑваш Енре «Каникулы в Историю. Чувашия» (чӑв. Историре каникулта. Чӑваш Ен) ятпа тулли метражлӑ документлӑ фильм ӳкерессине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, фильмра тӑван республикӑмӑрти ҫутҫанталӑка, архитектура палӑкӗсене, чиркӗвӗсене тата ытти илемлӗ вырӑна ӳкереҫҫӗ. Кадра Куславкка, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Йӗпреҫ, Улатӑр, Етӗрне, Хӗрлӗ Чутай районӗсем лекӗҫ.
Кино ӳкерекенсем паян Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музейра пулнӑ. Документлӑ фильмра ӳкерӗнекен Шупашкарти 5-мӗш гимнази ачисемпе «Путешествие в загадочный Китай» (чӑв. Асамлӑ Китая ҫулҫӳрев) музейри клуб пайташӗсем те ӳкерӗннӗ. Вӗсем «Катюша» юрра китайла тата вырӑсла юрланӑ. Кииай тӗпчевҫине Никита Бичурина халалланӑ урокра пулнӑ.

Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре пурӑнакансем килсӗр-ҫуртсӑр йытӑсем нумайланнине пӗлтереҫҫӗ. Кун пирки вӗсем халӑх сечӗсенчен пӗринче вӗҫӗмех ҫыраҫҫӗ. Ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче вӗсем поселокри Карл Маркс урамӗнчи 108, 110-мӗш, Советски урамӗнчи 84, 84 К1, 86, 86 К1, 88, 90, 90 К1-мӗш номерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансене йытӑ сасси ҫывӑрма кансӗрлет тесе ҫырнӑччӗ. Кӳкеҫ поселокӗн администрацийӗн пуҫлӑхне Владимир Вершинина вӗсем йытӑсене тытма ӳкӗтлетпӗр тесех каланӑччӗ.
Паян вара кӳкеҫсем Вершинин пуҫлӑх йытӑсене ытларикунсерен тытнине ӗнентерни пирки хыпарланӑ. Ытларикун тытаҫҫӗ пулсан мӗншӗн халӗ те йытӑсем ҫынсене каҫсерен хӑйсен шавӗпе канӑҫсӑрлантараҫҫӗ тесе кӑмӑлсӑрланнӑ вӗсем.
Сӑмах май кӳкеҫсем вырӑнти хуҫасене хӗлле урамсене тасатма юр ҫуккишӗн те, урамсенче хунарсем ҫунманнишӗн те кӑмӑлсӑрланнине палӑртнӑ.

Шупашкар районӗнчи ветерансен ҫурчӗсем хӑрушсӑрлӑх ыйтнине тивӗҫтермеҫҫӗ. Ку сӑмах унччен те ҫӳрекелетчӗ-ха, халӗ ҫакна яваплисем ҫирӗплетсех каланӑ.
Шупашкар районӗнче халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӑн вӑхӑтлӑх пурӑнмалли уйрӑмӗсем хальхи вӑхӑтра тӑваттӑ. Пушарпа кӗрешекенсем хакланӑ тӑрӑх вӗсенчен пӗри, Кӑрмӑшри, ҫеҫ хӑрушсӑрлӑх ыйтнине тивӗҫтерет. Ыттисене юрӑхсӑр тесе йышӑнма вӗсем йывӑҫ ҫуртсенче вырнаҫни хистенӗ.
Специалистсем хурланӑ Янӑшри, Хыркассинчи, Шорккари уйрӑмсене хупма палӑртнӑ. Хӑрушсӑрлӑх ыйтнине Кӳкеҫри ветерансемпе инвалидсен ҫурчӗ ҫеҫ тивӗҫтерет иккен. Апла пулсан ялти ватӑсене Кӳкеҫе куҫараҫҫӗ тесе пӗтӗмлетме пулать. Юрӑхсӑр ҫуртсене 2017—2018-мӗш ҫулсенче хупӗҫ.

Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре нумаях пулмасть ҫӗнӗ чарӑну вырнаҫтарнине унта пурӑнакансем асӑрхарӗҫ-тӗр. Чарӑнӑвӗ пулнӑ-ха. Анчах павильон унта ҫукчӗ. Маларах ҫав вырӑна: «Почта», — тетчӗҫ. Кӳкеҫре физкультурӑпа сывлӑх комплексӗ хута янӑ хыҫҫӑн: «ФОК», — текенсем йышланчӗҫ. Перекет банкӗ тенипе те вӑл тӑрӑха пӗлеҫҫӗ.
Нумаях пулмасть унта тимӗртен хитре, сарӑ павильон лартса хунӑ. Ҫумӑр е ҫил-тӑман вӑхӑтӗнче аван ӗнтӗ. Чарӑну ятне: «Кугеси» (чӑв. Кӳкеҫ) — тесе ҫырса хунӑ. Чӑвашла ҫырма темшӗн ӳркеннӗ, пӗр чӗлхепе кукӑртса хунипех ҫырлахнӑ. Анчах Кӳкеҫри ҫӗр айӗн тухса ҫӳремелли вырӑнта та чарӑну ҫавӑн пек ятлине шута илсен пӗр пек янӑракан икӗ чарӑну район центрӗнче пурӑнакансене тӗлӗнтернӗ, ҫакна вӗсем халӑх тетелӗсенчен пӗринче сӳтсе яваҫҫӗ.

Ӗнер Республика кунне халалласа ирттернӗ мероприятисен шутӗнче «Бизнес-Ӑнӑҫу» премипе чысланине те палӑртмалла. Ун пеккине Раҫҫейре пуҫласа йӗркелемеҫҫӗ-ха. Анчах Шупашкаршӑн ку пулӑм — пуҫласа.
Конкурса хутшӑннисене тӗрлӗ номинаципе палӑртнӑ. «Ылтӑн медаль» комплекчӗсем пурӗ ҫиччӗ пулнӑ. «Экспорта каякан чи лайӑх проект» номинацире Никита Пыхтенко (Шупашкарти «Гален» компани) Раҫҫейӗн экспорт центрӗ чысланӑ. Ытти номинацире палӑрнисенчен «Чи лайӑх интернет-проект» — Владимир Лидерманӑн (Шупашкарти «ИНСОЦ» компани), «Чи лайӑх производство проекчӗ» — Татьяна Максимован (Мускаври «ТРЕЛАКС» компани), «Чи лайӑх ял хуҫалӑх проекчӗ» — Патӑрьел районӗнчи Решит Санзяпов фермер. Кӳкеҫри «Энергия» компанири Татьяна Трофимована «Халӑх усламҫи» номинацире чысланӑ. Вӑл Мускаври пӗр банкра чылай ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн пӗчӗк ачапа ларнӑ чухне перчетке кӑларма тытӑннӑ. 14 станок туяннинче пуҫӑннӑскер паян 160 станокпа паян уйӑхсерен 1 миллиона яхӑн перчетке кӑлараҫҫӗ.

Паян пирӗн республикӑра ӗне сӑвакансен тата выльӑха искусствӑлла майпа пӗтӗлентерекенсен конкурсӗ пуҫланнӑ. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене хальхинче Шупашкар районӗнчи «Ольдеевская» агрофирмӑра пухнӑ. Икӗ куна тӑсӑлакан конкурса Республика кунне халалланӑ.
Хӑйсен ӗҫӗнчи професси ӑсталӑхне кӑтартакан конкурсра тупӑшма 19 техник-осеменатор тата ӗнене машинӑпа сӑвакан 23 оператор пырса ҫитнӗ. Конкурса пуҫличчен вӗсене Шупашкар районӗсем культурӑпа ҫывӑхлатма шут тытнӑ — Кӳкеҫре вырнаҫнӑ «Бичурин тата хальхи самана» музея илсе кайнӑ.
Шупашкар районӗнчи Типнерте ҫуралнӑ, Китай культурине тӗпчесе сумлӑ тухӑҫ ученӑйӗ ята тивӗҫнӗ Никита Бичурин манах пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗпе ҫеҫ мар, тӑван халӑхӑмӑрӑн ытти пуянлӑхӗпе те паллаштарать музей. Сандр Пикл художникӑн «Тӗнче пуҫланса кайни» тата «Ӗмӗрсен сакки» ӗҫӗсемпе те ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем кӑсӑклансах паллашнӑ.

Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри ача-пӑчан ӳнер шкулӗн пуҫлӑхне службӑри ултавшӑн айӑпласшӑн. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 292-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм 2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен заведующи должноҫне пӗр ҫынна илме приказ кӑларнӑ. Леш вара урӑх организацире ӗҫленӗ. Тепӗр ҫулталӑкран ҫав этем Тутарстана пурӑнма куҫса кайнӑ. Апла пулин те шкул пуҫлӑхӗ паллаканӗ шкулта ӗҫленӗ пек табельте паллӑ туса пынӑ.
Халӗ тӗпчевҫӗсем бухгалтери хучӗсене тӗрӗслеҫҫӗ, ытти документа та вӗсем тишкерӗҫ. Пӑтӑрмаха Раҫҫей Шалти ӗҫсен министерствин Ҫӗнӗ Шупашкарти пайӗн экономика хӑрушсӑрлӑхӗпе тата коррупципе кӗрешекен пайӗ тупса палӑртнӑ.

Паян иртекен Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче Ҫын правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен Юрий Кручинин ҫынна хӳтӗлемен тӗслӗхсемпе паллаштарнӑ. Сӑмахӗ тӗрлӗ шайри тӳре-шарана тивнӗ.
Юрий Кручинин ҫынсене кивӗ тата ишӗлекен ҫуртсенчен ҫынсене куҫарас ыйту пирки те чарӑнса тӑнӑ. Вӑл сессире палӑртнӑ тӑрӑх, ку енӗпе кӑлтӑк ҫук мар. Сӑмахран, Вӑрнарта малтан Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсен балансӗ ҫинче тӑнӑ ҫуртсем паян та никам балансӗ ҫинче те мар иккен. Кивелсе япӑхса кайнӑ ҫуртсене ишӗлекеннисен списокне те ҫавна пулах кӗртмен. Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ посёлокӗнчи Сӗнтӗрвӑрри урамӗнчи 12 «а» адреспа вырнаҫнӑ ҫуртра пурӑнакансене Ишлея ирӗксӗртен куҫарма хӑтланнине те аса илнӗ. Шупашкарта та пӑтӑрмахлӑ лару-тӑру сахал мар пулнӑ.

Ӗнер, ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Кӳкеҫри ваттисемпе сусӑрсен ҫуртӗнче ҫынна вӗлернӗ. 70 ҫулти арҫыннӑн виллине вӑл пурӑннӑ пӳлӗмре тупнӑ.
Ватлӑхра е чире пула хӳтлӗхсӗр юлнисем хӳтлӗх шыракан ҫуртри пӑтӑрмах пирки РФ Следстви комитечӗн следователӗсем ҫийӗнчех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫичӗ теҫеткери арҫынна пӗр пӳлӗмре пурӑннӑ 61 ҫулти арҫын тӗп тунӑ. Вӗсем пӗрле пурӑнакан арҫынпа хирӗҫсе кайнӑ пулать те тарӑхса та урса кайнӑскер ҫӗҫӗпе темиҫе хутчен чикет. Суранланнӑ арҫын ҫавӑнтах вилет.
Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпченӗ май следовательсем пӑтӑрмаха кӑна мар, инкек ваттисен ҫуртӗнче епле сиксе тухма пултарнине те хакласшӑн. Ҫавна май вӗсем персонал ӗҫне те тишкерме палӑртаҫҫӗ.

Регионсем хушшинче иртекен «Асамлӑ тӗрӗ тӗнчи — 2017» конкурса Челепи шкул ачи те хутшӑнӗ. Унти 105-мӗш вӑтам шкулта 2-мӗш класра вӗренекен Дмитрий Попов ҫӗнтерӳҫӗсен йышне лекессишӗн Екатерина Тельцова (вӑл унти чӑвашсен наци автономийӗн пайташӗ) хавхалантарнипе хӑй пултарулӑхне тӗрӗслеме шут тытнӑ.
Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музей ертӳҫи Ирина Удалова пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса хутшӑнмалли ӗҫсене йышӑнса пӗтернӗ.
Кӑҫал Чӑваш Енре йышӑннӑ Ашшӗпе амӑшӗн ҫулталӑкне халалланӑ конкурса 109 ӗҫ пуҫтарӑннӑ. Вӗсен хушшинче Элӗк, Канаш, Вӑрмар, Шупашкар, Елчӗк районӗсенчи тата Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Ҫӗрпӳри хӗрачасемпе арҫын ачасен пур.
Маларах асӑннӑ Челепи ачин пултарулӑхне «Сочинени» номинацире хаклӗҫ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 14-сехетре Кӳкеҫри Культура ҫуртӗнче чыслӗҫ.
