
Маска режимне епле пӑхӑннине ҫак кунсенче пур ҫӗрте те тӗрӗслеҫҫӗ. Ӗнер ун пек рейд Шупашкар район центрӗнче иртнӗ. Ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗ хыҫҫӑн лавккасемпе парикмахерскисенче, аптекӑсенче транспортра маскӑпа ҫӳремелле хушу тухнӑччӗ.
Тӳрех палӑртар: йӗркене пӑхӑнакансем те, пӑхӑнманнисем те пур. Сӑмахран, Шупашкарпа Кӳкеҫе ҫыхӑнтаракан транспортрамаскӑсӑр ларма юрамасть тесе асӑрхаттарнӑ, ҫапах та пурте ӑна пӑхӑнмаҫҫӗ. Хӑш-пӗр водитель сӑнать-ха ҫавна, теприсем чӗмсӗр.
Кӳкеҫри апат-ҫимӗҫ лавккисенче ӗнерхи рейд вӑхӑтӗнче кӑлтӑксене тупса палӑртман. Асӑрхаттару паллисем пур, сутуҫӑсем перчетке тата маска тӑхӑннӑ, кӗнӗ ҫӗрте антиспектиксем вырнаҫтарнӑ, дистанцие пӑхӑнмаллине палӑртнӑ йӗрсем чӗрнӗ тесе ӗнентереҫҫӗ.
Ирхи 9-тан пуҫласа 12 сехетчен лавккасене, париикмахерскисене, аптекӑсене тӗрӗсленӗ, 17 сехет хыҫҫӑн — халӑх ҫӳрекен вырӑнсемпе ача-пӑча лапамӗсене. 5 предприяти тата уйрӑм ҫынсем тӗлӗшпе 21 акт ҫырнӑ.
Шупашкар районӗнче, пӗтӗмӗшле илсен, килте лармалли режима пӑхӑнманшӑн 136 акт шӑрҫаланӑ, маскӑсӑр пулнишӗн — 15 акт.

Чӑваш Ен Спорт министерстви Сывлӑх кунӗсене чи лайӑх ирттерекен районсене, ял тӑрӑхӗсене, организацисене, микрорайонсене, сооруженисене, асра юлмалли мероприятисене палӑртнӑ. Ӗҫе вӗсем иртнӗ ҫула тишкерсе хакланӑ. Конкурса пурӗ 50-а яхӑн материал тӑратнӑ.
Ял тӑрӑхӗсенчен Шӑмӑршӑ районӗнчи Карапай Шӑмӑршӑ, Красноармейски районӗнчи Красноармейски, Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ ял тӑрӑхӗ мала тухнӑ.
Лауреатсен ятне Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке тата Кӗлӗмкасси ял тӑрӑхӗсем, Канашри «БАМ микрорайон», Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ ял тӑрӑхӗ тивӗҫнӗ.
Районсенчен Вӑрмар, Елчӗк, Шупашкар районӗсем ҫӗнтернӗ. Патӑрьел районне ЧР Спорт министерствин лауреат тесе йышӑннӑ.

Тӗнче тетелӗнчи «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Вести района / Чебоксарский район» (чӑв.Район хыпарӗсем / Шупашкар районӗ) пабликра ҫырнӑ тӑрӑх, Шупашкар район администрацийӗнче ӗҫлекенсем хушшинче кӑшӑлвируспа чирлекенсене тупса палӑртнӑ. Чылай ҫынна килтен тухмасӑр ларма хушнӑ-мӗн.
Кӳкеҫри ӑс-тӑн енчен аталанса ҫитеймен ачасен интернат-ҫуртӗнче те ҫав вируспа чирлисем пур имӗш. Интернат ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнченпе карантинта-мӗн.
Асӑннӑ ик хыпара темиҫе кун маларах тӗнче тетелӗнче вырнаҫтарнӑ. «Вести района / Чебоксарский район» (чӑв. Район хыпарӗсем / Шупашкар районӗ) пабликри хыпара «Кугеси | Общественный совет» (чӑв. Кӳкеҫ | Халӑх канашӗ) ушкӑна илсе вырнаҫтарнӑ.

Шупашкар районӗнчи тӗп пульницӑн стационарне кӑшӑлвирус инфекцине пула хупнӑ. Вӑхӑтлӑха.
Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, стационара хупма Роспотребнадзорӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти управленийӗ хушнӑ.
Министерство хыпарлани тӑрӑх ҫакӑ палӑрать: пульницӑн стационарӗнче сипленекенсенчен пӗрин анализӗнче кӑшӑлвирус тупса палӑртнӑ. COVID-19 вирус лекнӗ пациента Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницинчи инфекци уйрӑмне вырттарнӑ.
Кӑшӑлвируспа чирлӗ ҫынпа Кӳкеҫри пульницӑн стационарӗнче хутшӑннисем хӑйсене чирлине туйманнине пӗлтернӗ. Ҫапах та вӗсенне те анализ илнине ӗнентерет ЧР Сывлӑх сыхлав министерстви. Ҫав ҫынсене тухтӑрсем тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ.

Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи «Кугеси / Общественный совет» (чӑв. Кӳкеҫ / Халӑх канашӗ) пабликра сутуҫӑсем маскӑсӑр ӗҫлеҫҫӗ тесе ҫыракан тупӑннӑ.
«Хӑш-пӗр лавккара сутуҫӑсем маскӑсӑр ӗҫлеҫҫӗ. Тавар туянма та маскӑсӑр кӗреҫҫӗ. Тӗрӗслекен органсем ӑҫта??? Хӑрушсӑрлӑх пирки нумай ҫыраҫҫӗ.КАМӐН ҪАВНА ТӖРӖСЛЕМЕЛЛЕ???» — пӑлханса ҫырнӑ Лилия Егорова ятлӑ ҫын.
Поста тӗрлӗрен хаклани сисӗнет. Канӑҫсӑрланакансен посчӗсене вырнаҫтармалла мар, пӑлханнипе йӑлӑхтарчӗҫ текенсем те тупӑннӑ.
Апла пулин те Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Хорасев пост авторне тав тунӑ. Потребитель рынокӗнчи лару-тӑру пирки мӗнле номерсемпе шӑнкӑравламаллине каланӑ. Район администрацийӗн экономика пайӗн специалисчӗсем рейда ҫӳренине ӗнентернӗ.

Ӗнертенпе пирӗн республикӑра общество транспорчӗпе ҫыхӑннӑ чару йышӑннӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Хулапа хула хушшинче ҫӳрекен транспорта ятарлӑ хушу кӑлариччен ӗҫлеме чарнӑ. Муниципалитетсем хушшинчи маршрутпа хутлакан транспорт 5 сехетрен пуҫласа 9 сехетчен, 12 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен, 17 сехетрен пуҫласа 21 сехетчен ӗҫлӗ.
«Шупашкар – Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрутӑн расписанийӗ улшӑнӗ. 5 сехетрен 9 сехетчен транспорт кашни 10 минутра пӗрре ҫӳрӗ, 9 сехетрен 17 сехетчен – 20 минутсерен, 17 сехетрен 21 сехетчен – 15 минутсерен.
Чӑваш Ен территорийӗнче, ҫав шутра Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче те, пассажирсемпе багажа саккаспа турттаракансен ӗҫне те чарнӑ.
Сӑмах май каласан, Шупашкарпа Кӳкеҫ пирки уйрӑммӑн асӑнман. Апла пулсан, унти транспорт муниципалитетсем хушшинчи маршрут расписанийӗпе ҫӳрет пулӗ.

Тӗнче коронавирусран хӑраса ларнӑ вӑхӑтра Шупашкар районӗнчи ватӑсем акӑлчан чӗлхине ӑша хываҫҫӗ. Ҫак эрнере унта пӗрремӗш заняти иртнӗ.
Шупашкар районӗнчи халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрти «Английский для всех» (чӑв. Акӑлчан чӗлхи пурин валли те) занятие социаллӑ консультаци уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Ирина Серапионова ирттернӗ. Вӗренме пынисем — «Оптимист» клуба ҫӳрекен хастарсем.
Халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрти специалистсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ют чӗлхе вӗренни ватӑсемшӗн питех те усӑллӑ. Пуҫ мимине ӗҫлеттернӗ май вӑл ватӑласран пулӑшать.
Акӑлчан чӗлхине пӗчӗкшерӗн вӗренме сӗнеҫҫӗ. Ирхи гимнастика евӗр. Сахалшар тата вӗҫӗмех. «Тӑрӑшсан пурте вӗренейӗҫ», — хавхалантараҫҫӗ унта ватӑсене.

«Россельхозбанк» акционерсен обществин Чӑваш Енри филиалӗ ялти ипотекӑпа усӑ курас кӑмӑллӑ пӗрремӗш ҫемьене кивҫен укҫа панӑ. Ӑна Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре пурӑнакан Таймаскинсен ҫамрӑк ҫемйи илнӗ. Вӗсем кредитпа ҫӗр тата пӳрт туяннӑ та ӗнтӗ.
«Ял ипотеки программа пирки илтсенех эпир тӑван поселокра ҫурт туянас терӗмӗр. Пирӗн икӗ хӗр. Вӗсене ялти пӳртре лайӑхрах пулӗ. Выляма та ача-пӑча валли вырӑн ытларах. Ҫӗр ҫинче вара теплица вырнаҫтарасшӑн», – хавхаланса калаҫнӑ кил хуҫи Даниил Таймаскин.
«Ял ипотеки» программӑпа кредита 25 ҫул таран илме пулать. Унӑн виҫи тӗрлӗрен. Ӑна 100 пин тенкӗрен пуҫласа 3 миллион тенкӗ таран параҫҫӗ. Алӑра кирлӗ суммӑн 10 процентӗнчен кая мар пулмалла.

Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре пурӑнакан арҫын палламан ҫынпа туслашса улталаннӑ. Ҫакӑн пирки вӑл пакунлисене чун уҫнӑ. 34 ҫулти арҫын спорт матчӗ пуҫланичченех 20 пин тенкӗ выляса янӑ.
Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Кӳкеҫ ҫынни палламан ҫынпа халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче ҫыру ҫӳретме тытӑннӑ. Ҫӗнӗ тус хӑйӗнпе Питӗр ҫынни тесе паллаштарнӑ. Тӗнче тетелӗнчи юлташсем спорт ӑмӑртӑвӗсене кӑмӑллаҫҫӗ иккен. Тата вӗсен тепӗр пӗр пеклӗх те тупӑннӑ. Спорт матчӗсем пуҫланиччен ставкӑсем тума кӑмӑллаҫҫӗ.
Питӗрти тус Кӳкеҫ арҫыннине нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче укҫа хывма сӗннӗ. Ку килӗшнӗ. Спортӑн хӑш тӗсӗ пирки те, епле ӑмӑрту тесе те ыйтса тӑман. Укҫа куҫарсанах ҫӗнӗ тус ҫухалнӑ.
Виртуаллӑ тотализаторта улталаннӑ арҫын ҫӗнӗ тусне тупма пакунлисене ыйтнӑ.

Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ витӗр иртекен М-7 «Атӑл» федераци трасси ҫинчи ҫӗр айӗпе каҫмалли ҫула юсани пирки «Волго-Вятскоупрдор» предприятин пресс-службинче кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче пӗлтернӗччӗ. Хӑтсӑр ҫав каҫӑ пӗлтӗр, чӑн та, илемленсе йӗркене кӗчӗ.
Тӗплӗн юсанӑ вӑхӑтра урайне тата стенана плитка сарчӗҫ, картлашкасене йӗркене кӗртнӗччӗ. Урапапа ҫӳрекенсем валли ятарлӑ хатӗр вырнаҫтарчӗҫ.
Ҫӗр айӗпе каҫмалли ҫӗнетнӗ каҫӑ илемленсе хӑтлӑланчӗ. Анчах... унтс ҫурхи шыв тулать. Ҫакӑн пирки «Хыпар» издательство ҫурчӗн халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ. Унта ҫавна ҫирӗплетекен видео вырнаҫтарнӑ. Ӑна пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче каҫ енне ӳкернӗ иккен. Картлашка тӑрӑх шыв, чӑн та, шарлаттарса юхать.
