Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: МИхсем

Культура
https://vk.ru/wall-191629825_82757 сӑнӳкерчӗкӗ
https://vk.ru/wall-191629825_82757 сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри кинорежиссер Юрий Спиридонов «Привет, Андрей» (16+) шоу хӑни пулнӑ. Аса илтерер: ӑна «Раҫҫей-2» телеканалпа шӑматкунсерен тата вырсарникунсерен кӑтартаҫҫӗ.

Хальхинче кӑларӑм теми — атте-анне килӗ. Юрий Спиридонов Раиса Дьякован «Отпели в деревне гармони» (чӑв. Ялта хуткупӑс янӑрама пӑрахрӗ) сӑввине вуласа панӑ тата ялти ачалӑхне, хӑйне усрава илнӗ ашшӗ-амӑшне, Прасковья кукамӑшне аса илнӗ.

Кинорежиссер хӑйӗншӗн ял ҫывӑх пулни ҫинчен асӑнса хӑварнӑ, тымара манмалла маррине, тӑван вырӑнсемпе йӑла-йӗркене упраса хӑварни пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртса хӑварнӑ.

Ҫакӑн пек тӗлпулусем пире тӑван килӗмӗре, ачалӑх саманчӗсене тата юратнӑ ҫыннӑмӑрсене хаклама вӗрентеҫҫӗ. Кинорежиссерӑн калаҫӑвӗ кашни кураканӑн чунне ӑшӑтма тивӗҫ, мӗншӗн тесен тӑван кӗтес кашнишӗн чи хаклӑ вырӑн шутланать. Пирӗн пултаруллӑ ентешӗмӗрпе мӑнаҫланатпӑр тата ӑна ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунатпӑр.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-191629825_82757
 

Персона
https://t.me/pg21ru сӑнӳкерчӗкӗ
https://t.me/pg21ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш актерӗ Пӗрремӗш канала хӑй ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Владимир Тяптушкин хӑй ӳкерӗннӗ «Ландыши» (18+) сериал тата хӑй калӑпланӑ сӑнар пирки «Доброе утро» (6+) кӑларӑмра каласа кӑтартнӑ.

Актер сериалти тӗп сӑнарсенчен пӗрне калӑпланӑ. Вӑл вылякан Демьян – начар ҫын, вӑл тӗп сӑнарсене пурӑнма кансӗрлет. Владимир каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, малтан унӑн геройӗ хӑй мӗн хӑтланнине ӑнланмасть, юрату мӗнне те пӗлмест, Катьӑна хӑй юратса пӑрахнине те ӑнланмасть.

Актера хӑй калӑпланӑ сӑнар килӗшет. Вӑл Демьян татӑклӑ утӑм тума пултаракан ҫын пулнӑшӑн та ӑна килӗштерет.

«Ачалӑхӑм ман лайӑх иртнӗ. Эпӗ Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ. Унти хамӑн тусӑмсене, атте-аннене салам калатӑп», – тенӗ чӑваш актерӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/pg21ru/28193
 

Культура

«Хыпар» Издательство ҫурчӗн директорне-тӗп редакторне Виктория Вышинскаяна ӗҫрен кӑларнӑ.

Ку хушӑва право информацийӗн сайтӗнче пичетленӗ.

Палӑртмалла: Виктория Вышинская ку должноҫе 2024 утӑ уйӑхӗнченпе йышӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/ntrk21nactv
 

Ҫурт-йӗр
«Мужское/Женское» кӑларӑм анонсӗнчен илнӗ скриншот
«Мужское/Женское» кӑларӑм анонсӗнчен илнӗ скриншот

Паян, кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Пӗрремӗш канал кӑларӑмӗнче Чӑваш Енпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва сӳтсе явӗҫ. Анчах ырӑпа мар, япӑххипе.

Ҫӗмӗрлери пӗр ҫурт тахҫанах ишӗлет иккен, унта пушар та пулнӑ, анчах ҫынсене вӑхӑтлах пурӑнмалли вырӑн та тупса паман-мӗн. Телекӑралӑм анонсне ӗненсен ҫынсем ҫаплипех унта нушаланса пурӑнаҫҫӗ. Ҫулла хваттерсене ҫӗр пыйти те иленнӗ.

Ҫӗмӗрлери лару-тӑру пирки вырӑнти хастарсем, ҫав шутра Пенсионерсен партийӗн пайташӗ Наталья Воронкова, «Мужское/Женское» кӑларӑма хутшӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall1063594348_221
 

Культура
Олег Николаев каналӗнче вырнаҫтарнӑ видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк
Олег Николаев каналӗнче вырнаҫтарнӑ видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев МАХри хӑйӗн каналӗнче «Хыпар» хаҫата саламлакан чӑвашла тата вырӑсла пост вырнаҫтарнӑ.

«120 ҫул халӑхпа пӗрле!

Паян эпир «Хыпар» хаҫатӑн – Раҫҫейри чи ватӑ наци хаҫачӗсенчен пӗрин – пирӗн республикӑн кулленхи пурнӑҫне ҫутатса тӑракан кӑларӑмӑн юбилейне паллӑ тӑватпӑр.

Ҫулсем иртнӗҫемӗн хаҫат ячӗ темиҫе те улшӑннӑ, анчах та вӑл Николай Никольский халалне – чӑваш халӑхӗн ырлӑхӗшӗн ӗҫлессине – яланах тӗп вырӑна хунӑ.

Хаклӑ ӗҫтешсем тата хаҫат ветеранӗсем! Сире пархатарлӑ ӗҫӗршӗн, тӳрӗ кӑмӑлӑршӑн тата профессие чунтан юратнӑшӑн тав тӑватӑп. Пултарулӑх ӗҫӗнче вӑй-хал тата вулакансен йышне ӳстерсе пыма сунатӑп. Уявпа!» — тесе ырӑ суннӑ Олег Николаев.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/oanikolaev/AZvgP4khQdM
 

Персона
Светлана Каликова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Светлана Каликова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер 85 ҫул тултарнӑ.

Вӑл Красноармейски районӗнче ҫуралнӑ. Кун-ҫулне литературӑпа тӳрех ҫыхӑнтарман. Малтан Шупашкарти музыка училищине вӗренме кӗме тӑнӑ, анчах май килмен. Ҫавӑн хыҫҫӑн тӑван тӑрӑхри колхозра, унтан культура ҫуртӗнче тӑрӑшнӑ. Хӑй вара ҫырма яланах юратнӑ. Ҫавӑнпа хаҫатсемпе ҫыхӑну тытнӑ.

Кӑштахран ӑна шӑпа Ҫӗрпӳри ВЛКСМ райкомне илсе ҫитернӗ. 1966 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче «Октябрь ҫулӗ» райхаҫатра ӗҫлеме тытӑннӑ. Каярах Ҫӗрпӳри культурӑпа ҫутӗҫ училищине, унтан Чӑваш патшалӑх университетне вӗренме кӗнӗ. Чӑваш кӗнеке издательствинче, «Ялав» журналта ӗҫленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall710154828_1920
 

Раҫҫейре

Шупашкар районӗнчи Вӑрманкасси ялӗнче пурӑнакан Селедкинсем пирки Пӗрремӗш каналпа каласа кӑтартнӑ.

Ҫак ҫемье кашни ҫулах Ҫӗнӗ ҫул умӗн хӑйсен кил-ҫуртне тӗлӗнсе каймалла илемлӗ капӑрлатать иккен. Тата тӗрӗсрех каласан, 12 ҫул ҫапла тӑвать-мӗн. Тӗрле кӳлепе ӑсталама та юратать ҫемье.

Раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ку ҫемье ҫинчен Пӗрремӗш канал сюжет кӑтартнӑ.

Кил хуҫи, электрик пулса ӗҫлекен Александр, кашни ҫулах ҫак вӑхӑтра виҫӗ эрнелӗх отпуск илет. Мӑшӑрӗпе пӗр шухӑшлӑ пулса вӗсем кил-ҫурта капӑрлатаҫҫӗ. Кӑҫал 600 метр гирлянда кирлӗ пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/Chuv_today/18947
 

Чӑваш чӗлхи

Чӳкӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Хальхи информаци обществинчи чӑваш чӗлхи тата пуплев культури» ятпа регионсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртӗ. Мероприятие Петӗр Яккусен чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, сӑвӑҫ тата тӑлмач ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнӗ тӗле йӗркеленӗ.

Конференцийӗн тепӗр пайне пирӗн «Чӑваш халӑх сайчӗ» кӑҫал 20 ҫул тултарнине халалланӑ. Аса илтеретпӗр, унӑн ҫуралнӑ кунӗ 2005 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗ шутланать. Унтанпа ҫирӗм ҫул иртрӗ. Хальхи вӑхӑтра сайт чӑвашла тата ытти чӗлхесемпе тухакан массӑллӑ информаци хатӗрӗ пек ӗҫлет. Унсӑр пуҫне «Чӑваш халӑх сайтӗнчен» уйрӑлса тухса Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ аталанать, вӑл чӑваш чӗлхипе хальхи вӑхӑтра усӑ курассине ҫӑмӑллатма тӑрӑшать.

Конференцие кӳршӗллӗ республикӑри ҫынсем килме палӑртнӑ, вӗсем хӑйсен опычӗпе паллаштарӗҫ. «Медиауҫлӑхри чӑваш чӗлхи» пайра цифра тапхӑрӗнче чӗлхепе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://chgign.ru/a/news/6350.html
 

Персона
Татьяна Молокова архивӗнчи сӑн
Татьяна Молокова архивӗнчи сӑн

Чӑваш наци телерадиокомпанийӗ валли тинех директор тупнӑ. Ку должноҫе Татьяна Молокова йышӑннӑ. Хушӑва паян республика премьерӗ Сергей Артамонов алӑ пуснӑ.

Татьяна Кирилловна – 51 ҫулта. Вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн филологи факультетне пӗтернӗ. Журналист карьерине 1996 ҫулта «Чувашское агентство сообщений» ЗАОра пуҫланӑ. Кайран «Вырӑнти телевиденире», «Канал 5 плюсра», «Советская Чувашия» хаҫатра ӗҫленӗ. Чӑваш наци телерадиокомпанийӗнче 2012 ҫултанпа ӗҫлет.

Сӑмах май, НТРКн ҫулталӑк ҫурӑ ӗнтӗ директор пулман. Унччен ку должноҫре Алексей Гурьянов ӗҫленӗ. Халӗ вӑл – цифра аталанӑвӗн министрӗн ҫумӗ.

 

punkrupor.ru сайтри сӑн
punkrupor.ru сайтри сӑн

ЧР Экономика аталанӑвӗн министерстви «Советская Чувашия» хаҫат валли тӗп редактор шырама конкурс ирттерессине пӗлтернӗ. Документсене ӗнертен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.

Кандидатсен аслӑ пӗлӳ, ертӳҫӗ должноҫӗнче е МИХсенче 5 ҫултан кая мар ӗҫленӗ опыт пулмалла. Вӗсен комисси пайташӗсене акционерлӑ обществӑн аталану программипе паллаштармалла.

Хаҫата 2013 ҫултанпа Владимир Васильев ертсе пынӑ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 80
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче дисциплина, ӗҫе йӗркелеме пӗлни кирлӗ, васкани йӑнӑштарма пултарӗ. Чи кирли пирки кӑна шутлӑр, ак-тӗвекпе ан сапаланӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче сӗнӳсем парас килӗ, анчах ҫакна асӑрханса тӑвӑр, йӑлӑхтармӑш пек ан пулӑр. Канмалли кунсене ӗҫри ыйтусенчен хӑпса ҫутҫанталӑкра ирттерсен аван.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ