Питӗрте метро пурри пирки пӗтӗм халӑх пӗлет ӗнтӗ, хӑшӗ-пӗри унта ярӑнса та курнӑ. Ҫак хулари транспорт ҫыхӑнӑвӗ тарӑн вырнаҫни пирки те чылайӑшӗ илтнӗ-илтнех. Паян вара, раштавӑн 28-мӗшӗнче, 14 ҫул хушши тӑрмашса ӗҫленӗ хыҫҫӑн ҫӗнӗ станцие хута янӑ — «Адмиралтейски» ятлине.
Тӗнче шайӗнче вара чи тарӑн вырнаҫнӑ станци пирки ыйту тавлашуллӑ. Питӗрти станцие уҫиччен ку вырӑна Кейӳ хулинчи «Арсенальнӑй» станци йышӑнатчӗ (102 м.). Питӗрти ҫӗнӗ станцийӗн тарӑнӑшӗ пирки вара тӗрлӗрен пӗлтереҫҫӗ — 102, 105, 120 м. Хӑшӗ вӗсенчен тӗрӗс — пӗлсе ҫитерейрес ҫук. Ҫапах та пӗр иккеленмесӗр калама пулать — Раҫҫейре вӑл чи тарӑнни.
«Адмиралтейски» станцие 1997 ҫулта тума пуҫланӑ. 2005 ҫултанпа ӑна хатӗрлесе ҫитерсе хута ярас тӗлӗшпе ҫӗнӗрен ӗҫлеме тытӑннӑ. Ыйтусен ытларахӑш пайӗ ҫӗр ҫийӗнчи вестибюле ӑҫта вырнаҫтарассипе ҫыхӑннӑ пулнӑ. 2006 ҫулта ҫеҫ влаҫрисем татӑклӑн йышӑну тума вӑй ҫитернӗ. Ҫапла май вара 2007 ҫултанпа ӗҫ майӗпен малалла шума тытӑннӑ. Уҫасса та кӑҫал ӑна раштавӑн 25-мӗшӗнче уҫма палӑртнӑ пулнӑ, анчах та пур ӗҫсене те туса ҫитерейменнине пула малтан 27-мӗшне куҫарнӑ, каярах вара — паянхи куна.
Пуш уйӑхӗн 30-шӗнче Питӗр хулинче Митта Ваҫлейӗ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине асӑнса Чӑваш ҫамрӑкӗсен инициативлӑ ушкӑнӗ каҫ ирттерчӗ. Мероприятин спонсорӗсем ООО «Иннопель» (Мускав) тат ЗАО «Ренейссанс констракшн» (Питӗр) пулчӗҫ.
Раштавӑн 8-мӗшӗнче Эрмитажӑн шалти картишӗнче «Раштав симфонийӗ 2008» ятлӑ пӑр ҫинчи театр-конкурс иртӗ. 11 сехетре хӑйсен пултарулӑхне ҫамрӑккисем кӑтартӗҫ, 16 сехетрен пуҫласа вара — аслӑраххисем. 24 сехет хушши ку мероприяти иртӗ — чӑнласах та интересли унта нумай пулӗ. Раштавӑн 9-мӗшӗнче вара, каҫхи 17 сехетре жюри ӗҫсене пӑхса тухса ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртӗ.
Ку конкурса Чӑвашран килнӗ А. Молоков скультурӑҫӑ та хутшӑнӗ. Скульптурӑҫ каласа панӑ тӑрӑх вӑл лира ӑҫталама хатӗрленнӗ. Лира ӑшӗнче вара, Раштав палли, пӗчӗк ача выртӗ .
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: ЧҪИУ
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.08.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ.
| Матен Емельян Захарович, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Луч Григорий Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Пётр Эйзин, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, драматург, прозаик, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Ярды Валерий Николаевич, чӑваш спортсменӗ, тӗнче чемпионӗ вилнӗ. | ||
| Ярды Валерий Николаевич, спортсмен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Сизов Валентин Петрович, РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |