Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Прокуратура

Республикӑра
iz.ru сайтри сӑн
iz.ru сайтри сӑн

Елчӗк районӗн прокуратури шкул директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ ҫынна хӑйне панӑ премие каялла вырӑнти хыснана тавӑрса памалла тунӑ.

Директор тивӗҫӗсене пурнӑҫлаканскер 2025 ҫул тӑршшӗпе хӑйне хӑй преми панӑ. Ҫакна вӑл муниципалитет администрацийӗпе калаҫса ҫирӗплетмен. Ҫапла вӑл ҫулталӑк тӑршшӗпе 192 пин тенкӗ преми илнӗ.

Район прокуратури хысна укҫипе тӗллевлӗ усӑ курман тесе ун тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Суд ӑна пӑхса тухнӑ та директора 20 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.

Прокуратура тӑкака саплаштармалла тесе суда тавӑҫ тӑратнӑ. Суд ӑна тивӗҫтернӗ, директор тивӗҫӗсене пурнӑҫлаканскере 192 пин тенке вырӑнти хыснана тавӑрса памалла тунӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Прокуратура архивӗнчи сӑн
Прокуратура архивӗнчи сӑн

Комсомольски округӗнче пысӑк инкек пулнӑ: 3 ҫын сӗрӗмпе наркӑмӑшланса вилнӗ.

Ку Инкек Тӑманлӑ Выҫли ялӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче кӑнтӑрла пулнӑ. Пӗр ҫуртра 1956 тата 1973 ҫулсенче ҫуралнӑ арҫынсен тата 1971 ҫулхи хӗрарӑм виллисене тупнӑ. Вырӑна район прокурорӗн ҫумӗ Дмитрий Бородин ҫитнӗ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсем газ котелӗнчен тухнӑ сӗрӗмпе наркӑмӑшланса вилнӗ. Унӑн тӗтӗм тухмалли ҫулне тӗрӗслесен ҫакӑ паллӑ пулнӑ: ӑна вутӑпа хутмалли кӑмакапа сыпӑнтарнӑ.

 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Йӗпреҫ округӗнче пурӑнакан 94 ҫулти кинемее документсем ҫуккипе тыл ӗҫченӗ тесе палӑртман. Прокуратура пулӑшнӑ.

Милица Кирилловна Павлова ҫамрӑк чухне, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче, вырӑнти колхозра ӗҫленӗ. Анчах архивра справкӑсем тата документсем ҫуккипе тылра ӗҫленине ӗнентереймен, ҫавна май ветеран статусне те илеймен.

Милица Кирилловна ватӑ пулнӑран документсемпе хӑй ҫӳреймест. Сывлӑхӗ те хавшанӑ ун. Ҫавӑнпа ун вырӑнне прокуратура суда тавӑҫ тӑратнӑ.

Судра вӑл вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче колхозра ӗҫленине ӗнентернӗ. Ҫапла Милица Павлова Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗн статусне илнӗ. Ку удостоверени ӑна ҫӑмӑллӑхсем тата тӳлевсем илме май парать.

 

Пӑтӑрмахсем

Йӗпреҫ районӗнче спорт шкулӗ уҫасса уҫнӑ та анчах унта кирлӗ оборудование туянса ҫитермен.

«Патвар» спорт шкулне вырӑнти прокуратура тӗрӗсленӗ. Ҫавӑн чухне надзор органӗ унти хӑш-пӗр кӑлтӑка тупса палӑртнӑ.

Спорт шкулӗнчи бассейнта, сӑмахран, ачасене ишме вӗрентнӗ чух кирлӗ инвентарь ҫук. Ҫав шутра стена ҫине ҫакса хумалли тӑватӑ сехет юппиллӗ секундомер, ҫурӑм ҫинче ишме вӗреннӗ чух кирлӗ старт тренажерӗ. Кӗрешме вӗрентекен залра та кирлӗ оборудовани пулман: ятарлӑ тренажер, йывӑр атлетика помосчӗ, ытти хатӗр-хӗтӗр туянман.

Кӑлтӑка пӗтерме хушса надзор органӗ хут ҫырнӑ, ӑна спорт шкулӗн директорӗн ячӗпе шӑрҫӑланӑ.

 

Республикӑра
realty.rbc.ru сайтри сӑн
realty.rbc.ru сайтри сӑн

Елчӗк округӗнче арҫын арӑмӗ пулнӑ хӗрарӑм хӗрӗ умӗнче сӑмахпа хӑртнӑшӑн 10 пин тенкӗ тӳлӗ.

Нумай ачаллӑ амӑшӗ упӑшки пулнӑскер ӑна хӗрӗ умӗнчех сӑмахпа кӳрентернӗ тесе прокуратурӑна кайса заявлени ҫырнӑ. Ведомство административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, суд ӗҫе пӑхса тухсан арҫынна 3 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.

Унтан прокуратура хӗрарӑма кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗ тесе суда тавӑҫ тӑратнӑ, упӑшки пулнӑскертен 10 пин тенкӗ шыраса илме ыйтнӑ. Суд тавӑҫа тивӗҫтернӗ. Ҫапла арҫыннӑн сӑмахпа кӳрентернӗшӗн арӑмӗ пулнӑ хӗрарӑма 10 пин тенкӗ тӳлемелле.

 

Республикӑра
rbc.ru сайтри сӑн
rbc.ru сайтри сӑн

Улатӑрта амӑшӗ ывӑлне хӗненӗ, ун валли ӑшӑ тум туянман тесе шутлаҫҫӗ. Ҫавна май ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ те ҫакна палӑртнӑ: кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа пушчен Улатӑрта пурӑнакан хӗрарӑм 13 ҫулти ывӑлне хӗненӗ. Ҫав шутра – ӳсӗр чухне те.

Кунсӑр пуҫне вӑл ун валли ҫанталӑка кура ӑшӑ тум, вӗренмелли хатӗрсем илсе паман, ҫителӗклӗ ҫитермен. Ача ҫанталӑка кура тумланманнине, вӗренмелли хатӗрӗсем ҫуккине шкулта та курнӑ, анчах кун пирки профилактика системин органӗсене пӗлтермен.

 

Сывлӑх

Йӗпреҫ районӗнчи Пысӑк Упакасси ялӗнче пурӑнакан хӗрачана пӗр арҫын 150 пин тенкӗ тӳлӗ. Кун пек йышӑнӑва вырӑнти суд Йӗпреҫ районӗнчи прокуратура тавӑҫне тивӗҫтернӗ май кӑларнӑ.

Пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Мӑн Упакасси ялӗ патӗнчи ҫул ҫинче «Киа Спектра» автомобиль ҫулпа велосипедпа пыракан хӗрача ҫине пырса кӗнӗ. Ача аванах аманнӑ, экспертиза палӑртнӑ тӑрӑх, ачан сывлӑхне вӑтам шайра сиен кӳнӗ.

Айӑплӑ водителе административлӑ майпа явап тыттарнӑ-ха. Шар курни ҫул ҫитмен ача пулнине кура прокуратура кӑмӑл-сипет енчен сиен кӳнине саплаштарма ыйтса суда тавӑҫпа тухнӑ.

Суд надзор органӗ ыйтнине тивӗҫтернӗ, айӑплӑ водителе 150 пин тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ. Ку вӑл хӗрачана кӑмӑл-сипет енчен сиен кӳнине саплаштарма кайӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ялӗнче пурӑнакан пӗр арҫыннӑн ҫӗрне туртса илесшӗн.

Вырӑнти прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ чухне 2025 ҫулти раштав уйӑхӗнче Мӑн Сӗнтӗр арҫыннине нимле суту-илӳ ирттермесӗрех пахча валли тесе ҫӗр уйӑрса пани палӑрнӑ. Кӑштахран арҫын ку ҫӗре «уйрӑм хушма хуҫалӑх валли» тесе улӑштарнӑ, кӗҫех ӑна сутасси пирки тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ.

Саккун вара апла хӑтланма ирӗк памасть иккен. Ку вӑл ҫӗрпе саккуна пӑсса усӑ курни пулать.

Ҫӗре ятарлӑ йӗркене пӑхӑнмасӑр ҫынна пани саккуна пӑсни пулать, ун пек суту-илӳ килӗшӗвне пӑрахӑҫламалла, ҫӗре унӑн ҫӗнӗ хуҫинчен туртса илмелле тесе прокуратура суда тавӑҫпа тухнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Прокуратура тунӑ сӑн
Прокуратура тунӑ сӑн

Шупашкарта хӗрача канализаци люкне кӗрсе ӳкнӗ. Юрать, ку пысӑк инкекпе вӗҫленмен.

Пӑтӑрмах паян 12 сехетре Чапаев поселокӗнчи Киров урамӗнче пулнӑ. Хӗрача утса пынӑ чухне юр айӗнчи люка кӗрсе ӳкнӗ. Унӑн хуппи уҫӑ пулнӑ.

Юрать-ха, хӗрачан тусӗ вӑхӑтра пулӑшу чӗннӗ. Иртен-ҫӳрен хӗрачана канализаци люкӗнчен хӑвӑртах кӑларнӑ. Кун хыҫҫӑн ӑна медпулӑшу панӑ.

Ҫав вырӑна тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫакӑ палӑрнӑ: хуппи юнашар выртнӑ. Халӗ прокуратура тӗрӗслев ирттерет.

 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Етӗрне районӗн тӗп пульницинчен 1,5 миллион тенкӗ шыраса илесшӗн. Ку – тухтӑр йӑнӑшне пула.

Истори акӑ мӗнлерех: 2025 ҫулхи раштав уйӑхӗнче участок терапевчӗ хӗрачан анеми пулнине палӑртнӑ та стационара выртма направлени панӑ. Тепӗр кунхине хӗре пульницӑна илсе ҫитернӗ. Анчах икӗ талӑкра унӑн сывлӑхне тӗплӗн тӗрӗслемен. Кайран вара унӑн пуҫ миминчи юн ҫаврӑнӑшӗ пӑсӑлнине палӑртнӑ. Кун хыҫҫӑн ӑна Шупашкарти Васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе ҫитернӗ.

Ҫапла сывлӑхне тӗплӗн тӗрӗслеменнине пула хӗрӗн сывлӑхӗ вӑйлах япӑхланнӑ. Ҫавна май хӗрӗн амӑшӗ прокуратурӑна заявлени ҫырнӑ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 88
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пӗлӳ илессипе, юридици ыйтӑвӗсене татса парассипе, харпӑр хутшӑнупа ҫыхӑннӑ ыйтусемшӗн пӗлтерӗшлӗ тапхӑр. Пӗрисем чӑрмавсене парӑнтарӗҫ, теприсем килӗшнӗ ҫын чӗрине ҫӗнсе илӗҫ. Халӗ чи пӗлтерӗшлӗ ӗҫе пурнӑҫлама хатӗрленӗр. Партнерсен тупӑшлӑ сӗнӗвӗсене шута илӗр, вӗсемпе усӑ курма тӑрӑшӑр.

Ҫурла, 13

1893
133
Михайлов Максим Дормидонтович, опера юрӑҫи ҫуралнӑ.
1962
64
Эмине Йылмаз, чӑваш чӗлхине тӗпчекен турккӑ ӑсчахӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та