Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Прокуратура

Пӑтӑрмахсем

Чӑваш Енре каллех юр йывӑрӑшне пула ҫурт тӑрри ишӗлсе аннӑ. Хальхинче – Куславкка хулинче. Унта ку юр йывӑрӑшне пула Карл Маркс урамӗнче вырнаҫнӑ почта уйрӑмӗ шар курнӑ.

Ку паян 10 сехет ҫурӑра пулса иртнӗ. Тӑрӑн пӗр пайӗ ишӗлнӗ. Халӗ район прокуратури ку тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет. Кун хыҫҫӑн ведомство ҫурт тӑррине юсас ӗҫе тата малашне ун пек ан пултӑр тесе тӗрӗслесе тӑрӗ.

Аса илтерер: ӗнер Ҫӗрпӳ округӗнчи Кӑнар поселокӗнчи ача пахчин тӑрри ишӗлни пирки хыпарланӑччӗ. Юсав ӗҫӗсене тунӑ вӑхӑтра ашшӗ-амӑшне ачисене урӑх учреждение илсе кайма сӗннӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok
 

Республикӑра
Прокуратура тунӑ сӑн
Прокуратура тунӑ сӑн

Кӑҫал юр нумай пулнӑран республикӑра ҫуртсен тӑррисем ҫине-ҫинех йӑтӑнса анчӗҫ. Хальхинче кун пекки Ҫӗрпӳ округӗнчи Кӑнар поселокӗнче пулнӑ.

Унта пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ҫӗрле ача пахчин тӑррин пӗр пайӗ ишӗлсе аннӑ. Ҫурт 1973 ҫулта тунӑскер. Ун тӑрринче юр нумай пухӑннӑ. Ҫитменнине, юрӗ нӳрӗ халӗ.

Ҫак ача пахчине 22 шӑпӑрлан ҫӳрет. Тӑрӑ йӑтӑнса аннӑран ашшӗ-амӑшне ачисене вӑхӑтлӑха урӑх шкул умӗнхи пӗлӳ учрежденине яма сӗннӗ. Вырӑнти администраци вара юсав ӗҫӗсене тума контракт алӑ пуснӑ.

Вырӑна район прокурорӗ Евгений Петров ҫитнӗ. Ҫав самант тӗлне тӑрӑран юра, пӑра тасатман пулнӑ. Халӗ тӗрӗсле пырать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok/7155
 

Республикӑра
Прокуратура архивӗнчи сӑн
Прокуратура архивӗнчи сӑн

Хӗрлӗ Чутайра ҫурт тӑрринчен юр аннине пула виҫӗ ҫурт газсӑр тата ӑшӑсӑр тӑрса юлнӑ. Халӗ район прокуратури тӗрӗслев ирттерет. «Жилсервис Красночетайский» управляющи компанийӗнчи хӑш сотрудник ҫурт тӑрринчен юр антарма тивӗҫ пулнине тупса палӑртӗҫ.

Ку ӗнер, пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, пулса иртнӗ. Ҫурт тӑрринчен юр ансан Ленин урамӗнчи нумай хваттерлӗ виҫӗ ҫурт шар курнӑ: юр харпӑр хутса ӑшӑтмалли системӑн тӗтӗм тухмали вырӑна сиенлетнӗ, ҫавна май унта пурӑнакансем газсӑр тата ҫутӑсар юлнӑ.

Ҫуртсене тӳрех юсав ӗҫӗсене пуҫӑннӑ, хӑш-пӗр хваттерте ӗҫсене вӗҫленӗ ӗнтӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Прокуратура тунӑ сӑн
Прокуратура тунӑ сӑн

Элӗк округӗнчи Этмен выҫҫӑлккинче пысӑк инкек пулнӑ. Унта икӗ хӗрарӑм юр айне пулса вилнӗ.

Чӑваш Республикин прокуратури малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсем пӳрт тӑрринчен юр антарнӑ вӑхӑтра юр йӑтӑнса аннӑ. Шӑпах вӗсем ҫине ӳкнӗ. Иккӗшӗ те ҫавӑнтах вилнӗ.

Халӗ йӗрке хуралҫисем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатас тесе ӗҫлеҫҫӗ. Прокуратура следстви умӗнхи тӗрӗслеве сӑнаса тӑрӗ.

 

Хулара
Прокуратура архивӗнчи сӑн
Прокуратура архивӗнчи сӑн

Шупашкарти Калинин районӗн прокуратури Шупашкарти ЖКХ тата тирпей-хӑтлӑх управленийӗпе, «Халӑх фрончӗ» общество юхӑмӗпе пӗрле ҫӳп-ҫапа контейнерӗсене мӗнле тытнине тӗрӗсленӗ.

Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче нумай ҫитменлӗх тупса палӑртнӑ: ҫӳп-ҫапа пуҫтарман, вӑхӑтра илсе тухман. Кун пек тӗслӗхсене «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта, Шумилов, Р.Зорге, Кадыков урамӗсенче, Эгер бульварӗнче тупса палӑртнӑ.

Ҫӳп-ҫап илсе тухассишӗн яваплӑ организацисене должноҫри ҫынсем тӗлӗшпе административлӑ ӗҫсем пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok
 

Пӑтӑрмахсем
Прокуратура архивӗнчи сӑн
Прокуратура архивӗнчи сӑн

Республикӑра юр йывӑрӑшне пула каллех ҫурт тӑрри ишӗлнӗ. Хальхинче – Сӗнтӗрвӑрри хулинче.

Ку паян Курчатов урамӗнчи 7-мӗш ҫуртра пулнӑ. Унта пӗтӗмпе – 19 хваттер. Вӗсем сиенленмен.

Халӗ ҫурт тӑрринче юртан тасатаҫҫӗ, ун хыҫҫӑн юсав ӗҫӗсене пуҫӑнмалла – ҫапла пӗлтерет Чӑваш Ен прокуратури. Ку тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев иртӗ – ҫурт тӑрринче камӑн тасатмалла пулнине тупса палӑртӗҫ, явап тыттарӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok
 

Пӑтӑрмахсем
https://forum.zarulem.ws/?showtopic=685731&st=0&p=6379576#entry6379576 сӑнӳкерчӗкӗ
https://forum.zarulem.ws/?showtopic=685731&st=0&p=6379576#entry6379576 сӑнӳкерчӗкӗ

Нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Элӗкре автобус ҫине ҫивитти йӑтӑнса аннӑ. Пӑтӑрмах вырӑнти автостанцире пулса иртнӗ.

Пӑтӑрмах каҫхине пулса иртнӗ, ҫавӑнпа салонта ҫын пулман. Ҫивитти юр пусарса лартнине чӑтайман.

В449СМ 21 номерлӗ «Ford Transit» автобус пассажирсене Элӗкрен Шупашкара турттараканскер иккен. Вӑл сиенленнӗ.

Пӑтӑрмах тӗлӗшпе прокуратура тӗрӗслев пуҫарнӑ.

 

Республикӑра
pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шӑмӑршӑри тӳре-шарана суд тата прокуратура хистенипе шыв пӑрӑхне юсаттарӗҫ. Надзор органӗ тӗрӗслев ирттерсе палӑртнӑ тӑрӑх, шыв парӑхӗ пӗтӗмпех япӑхса ҫитнӗ, ӑна йӑлтах ҫӗнӗрен юсамалла.

Шӑмӑршӑ районӗнчи тӳре-шара ку ыйтупа чылай ҫул нимӗн те туман иккен. Япӑхса кайнӑ пӑрӑх тӑрӑх уҫлакан шыв пахалӑхӗ те начар.

 

Ҫул-йӗр
Прокуратура тунӑ сӑн
Прокуратура тунӑ сӑн

Ҫӗрпӳ округӗнчи Чурачӑк ялӗнче нумай хваттерлӗ ҫурт тӑрри йӑтӑнса аннӑ. Вырӑна район прокурорӗ ҫитнӗ.

Ку паян 13 сехетре Савут урамӗнчи 3-мӗш ҫуртра пулнӑ. Пӗр подъезд тӑрринчи ҫивитти йӑтӑнса аннӑ.

Халӗ прокуратура тӗрӗслев ирттерет. Ҫакӑ паллӑ: ҫурт авариллисен йышне кӗмен. Юсав ӗҫӗсене пуҫӑннӑ ӗнтӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok
 

Ял пурнӑҫӗ
forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ
forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ

Канаш районӗнчи Хурӑнлӑхра пурӑнакансем яла автобус ҫӳреме пӑрахнӑ хыҫҫӑн тӗрлӗ ҫӗртен пулӑшу ыйтма пуҫланӑ. Вӗсен пӑшӑрханӑвне прокуратура илтнӗ.

Яла автобуссем 2025 ҫулта ҫӳреме пӑрахнӑ иккен. Надзор органӗ тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн ял администрацийӗ перевозчикпа килӗшӳ тунӑ. Халӗ «Канаш – Ӑвӑспӳрт Кипеч – Хурӑнлӑх» маршрутпа автобус каллех ҫӳреме пуҫланӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ... 88
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пӗлӳ илессипе, юридици ыйтӑвӗсене татса парассипе, харпӑр хутшӑнупа ҫыхӑннӑ ыйтусемшӗн пӗлтерӗшлӗ тапхӑр. Пӗрисем чӑрмавсене парӑнтарӗҫ, теприсем килӗшнӗ ҫын чӗрине ҫӗнсе илӗҫ. Халӗ чи пӗлтерӗшлӗ ӗҫе пурнӑҫлама хатӗрленӗр. Партнерсен тупӑшлӑ сӗнӗвӗсене шута илӗр, вӗсемпе усӑ курма тӑрӑшӑр.

Ҫурла, 13

1893
133
Михайлов Максим Дормидонтович, опера юрӑҫи ҫуралнӑ.
1962
64
Эмине Йылмаз, чӑваш чӗлхине тӗпчекен турккӑ ӑсчахӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та