Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ржев

Республикӑра

Вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Асла вӑрҫинче ҫапӑҫнӑ. Паттӑр салтак вӑрҫӑ хирӗнчех выртса юлнӑ.

Патӑрьел районӗнче ҫуралнӑ Константин Савельев Ржев хули ҫывӑхӗнче 1942 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче паттӑрла пуҫ хунӑ. Унӑн виллин юлашкине Мускаври шырав ушкӑнӗ кӑҫал ҫулла тупнӑ.

Паттӑра мӗнле палланӑ-ха? Вӑл нимӗҫ гильзинчен хӑй тунӑ медальонра хӑйӗн пирки ҫырса хӑварнӑ: ятне-шывне тата ӑҫта ҫарта тӑнине.

Паттӑрӑн арӑмӗ те пулнӑ. Анчах вӗсен ача ҫуралман. Вӗсем Петр ятлӑ ачана усрава илнӗ.

Константин Савельевӑн юлашкисене тӑван тӑрӑхне илсе килнӗ, унта пытарнӑ. Ял халӑхӗ пухӑннӑ. Вӗсем Константинӑн пиччӗшӗ те вӑрҫӑра вилнине аса илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/38530
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне карьерӑра ӳсмелли майсем туса парӗ, анчах ниме пӑхмасӑр йӑлт пӗлме тӑрашни, хӑвӑрӑн позицие ҫине тӑрса ӗнентерни ҫӗнӗ шухӑшсене пурнӑҫа кӗртме чӑрмантарӗ. Тӑрук вӑй пӗтни тупӑша тума чӑрмантарӗ.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын