Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.7 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Россельхозцентр

Ял хуҫалӑхӗ
agro.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
agro.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри аграрисем соя туса илесшӗн. Пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсем тата ҫу йышши культурӑсем хушшинче соя анлӑ сарӑлнӑ. Ӑна аш-какай тата сӗт-ҫу продукцине те хушаҫҫӗ.

Россельхозцентрӑн республикӑри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе илсен пирӗн республика соя ӳстерекен регион шутӗнче мар. 2021 ҫулта пирӗн тӑрӑхра ҫак культурӑна пурӗ те 508 га ҫинче акса хӑварнӑ, 2022 ҫулта – 1 500 га, 2023 ҫулта – 1 230 га.

Кӑҫал сойӑн тӑватӑ сортне акса хӑварнӑ. Вӗсене хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ.

Малашне республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви соя туса илессипе ытларах ӗҫлеме пуҫласшӑн.

 

Персона
Сергей Артамонов тата Сергей Павлов. @sergey.artamonov21 страницӑран илнӗ скриншот
Сергей Артамонов тата Сергей Павлов. @sergey.artamonov21 страницӑран илнӗ скриншот

Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх тата Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствисене ертсе пынӑ Сергей Павлов ӗнертенпе ҫӗнӗ вырӑнта пуҫлӑх пулса ӗҫе кӳлӗннӗ. Вӑл малашне «Россельхозцентр» федерацин хысна учрежденийӗн Чӑваш Енри филиалне ертсе пырӗ. Унпа коллектива республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов паллаштарнӑ. Кун пирки министр Инстаграмри хӑйн страницинче ӗнер хыпарланӑ, Сергей Павлова ӑнӑҫу суннӑ.

Сергей Павлов 1974 ҫулта Вӑрнар районӗнчи Кульцав ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑрнар район администрацийӗнче 5 ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн ӑна ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ пулма шаннӑ, каярах вӑл вице-премьер — министр пуканне йышӑннӑ. Ку должноҫре 2010-2015 ҫулсенче тӑрӑшнӑ, 2015-2016 ҫулсенче ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ пулнӑ. 2016-2021 ҫулсенче Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗнче экономика политики, агропромышленность комплексӗ тата экологи енӗпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗ пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/CVKbSZ6gKqP/
 

Пӑтӑрмахсем
rsc21.rchuv.ru тата rsc21.cap.ru сайтсенчен илнӗ сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж
rsc21.rchuv.ru тата rsc21.cap.ru сайтсенчен илнӗ сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж

«Россельхозцентр» федерацин патшалӑхӑн хысна учрежденийӗн Чӑваш Енри филиалӗн пуҫлӑхӗ коррупци ҫинчен калакан саккуна пӑснӑ. Ку хыпара Чӑваш Енӗн прокуратуринче ӗнер пӗлтернӗ.

Филиал ертӳҫи хӑйӗн тӑванне (надзор органӗн вырӑсла хыпарӗнче «брат» тенӗ. Те пиччӗшӗ ӗнтӗ, те шӑллӗ — ӑна пӗлместпӗр) лешӗ пульницӑра сипленнӗ вӑхӑтра та ӗҫ укҫи тата преми тӳленӗ. Ҫапла вара саккуна пӑсса 90 пин тенкӗ ытла куҫарса панӑ.

«Россельхозцентр» учрежденийӗн филиалӗнче йӗркене пӑснине прокуратура тата Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин республикӑри управленийӗн ӗҫченӗсем тупса палӑртнӑ.

Прокуратура директор ячӗпе асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ. Филиал ертӳҫи халӗ ӗҫлемест ӗнтӗ, унпа ӗҫ килӗшӗвне енсем калаҫса татӑлнипе пӑрахӑҫланӑ. Следстви органӗсем вара пӑтӑрмах тӗлӗшӗпе тӗпчев ирттереҫҫӗ.

 

Ял хуҫалӑхӗ
agroinvestor.ru сӑнӳкерчӗкӗ
agroinvestor.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Россельхозцентрӑн Чӑваш Енри управленийӗн специалисчӗсем кӗрхи культурӑсем хӗл епле каҫнине тӗрӗсленӗ. Вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, 64,7 пин гектар ҫинче кӗрхисем хулӑн юр айӗнче шанчӑклӑ хӗл каҫаҫҫӗ, 1,9 пин гектар ҫинче ҫеҫ – начартарах.

Юр хытса ларман. Унӑн ҫӳллӗшӗ — 15-50 см (вӑтамран — 25-27 см). Ҫӗр 1170 сантиметр таран шӑннӑ (вӑтамран — 25-35 см).

Специалистсем каланӑ тӑрӑх, хулӑн юр ӳсен-тӑрана тата тӑпрана сивӗрен аван хупланӑ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.04.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Укçа-тенкĕ енчен ку эрнере хавшакрах. Укçана перекетлĕр. Харпăр тата професси хутшăнăвĕсенче йывăрлăхсем пур. Тен, юратнă япала çухалĕ. Эрне вĕçнелле йăлтах йĕркеленĕ. Ырă çынсем пулăшнипе çухалнă япалана тупаятăр. Юратнă çынпа хутшăну лайăхланĕ. Эсир ăна пуринчен ытла шанатăр. Юратнă çын çакна тивĕçлĕ пулинех.

Ака, 16

1915
109
Ржанов Василий Тимофеевич, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ.
1921
103
Шупашкарта Чӑваш тӗп музейӗ уҫӑлнӑ.
1995
29
Одюков Иван Ильин, чӑваш фольклорне пухаканӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та