Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.7 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Пӑтӑрмахсем: «Россельхозцентр» филиалӗн пуҫлӑхне ӗҫрен кӑларнӑ

Сутатӑп "Ваттисен чавашла-вырăсла сăмахĕсемпе каларăшсем", иккĕмĕш кăларăм, ав...
Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Таисия Ташней 05.08.2021 07:42 | 223 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем
rsc21.rchuv.ru тата rsc21.cap.ru сайтсенчен илнӗ сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж
rsc21.rchuv.ru тата rsc21.cap.ru сайтсенчен илнӗ сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж

«Россельхозцентр» федерацин патшалӑхӑн хысна учрежденийӗн Чӑваш Енри филиалӗн пуҫлӑхӗ коррупци ҫинчен калакан саккуна пӑснӑ. Ку хыпара Чӑваш Енӗн прокуратуринче ӗнер пӗлтернӗ.

Филиал ертӳҫи хӑйӗн тӑванне (надзор органӗн вырӑсла хыпарӗнче «брат» тенӗ. Те пиччӗшӗ ӗнтӗ, те шӑллӗ — ӑна пӗлместпӗр) лешӗ пульницӑра сипленнӗ вӑхӑтра та ӗҫ укҫи тата преми тӳленӗ. Ҫапла вара саккуна пӑсса 90 пин тенкӗ ытла куҫарса панӑ.

«Россельхозцентр» учрежденийӗн филиалӗнче йӗркене пӑснине прокуратура тата Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин республикӑри управленийӗн ӗҫченӗсем тупса палӑртнӑ.

Прокуратура директор ячӗпе асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ. Филиал ертӳҫи халӗ ӗҫлемест ӗнтӗ, унпа ӗҫ килӗшӗвне енсем калаҫса татӑлнипе пӑрахӑҫланӑ. Следстви органӗсем вара пӑтӑрмах тӗлӗшӗпе тӗпчев ирттереҫҫӗ.

#тӳре-шара, #ӗҫ вырӑнӗсем, #хӑрушсӑрлӑх служби, #прокуратура, #тӗрӗслевсем, #Россельхозцентр, #укҫа-тенкӗ, #пӑтӑрмахсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Кӑнттам учителе пула прокуратура хут ҫырнӑ
2020, 09, 09
Техникум экс-директорӗ хваттерсӗр юлма пултарать
2020, 10, 28
МЧСра ӗҫленӗ ҫынна укҫашӑн... штрафланӑ
2021, 07, 02
«Чӑваш Ен» ИПК директорӗ пулма сӗннӗ
2021, 07, 28
Шупашкарта газ пӑрӑхӗ хыпса илнӗ
2021, 08, 02

Комментари:

Agabazar // 2611.65.1031
2021.08.05 12:28
Agabazar
Пĕртăван. Пире коррупципе кĕрешÿ пынине ĕнентересшĕн.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org