
Ҫак кунсенче Чӑвашьел шкулӗнче илемпе пултарулӑх уявӗ — «Чӑваш пики – 2026» конкурс иртнӗ. Ӑна Анна Николаева педагог-организатор хатӗрлесе ирттернӗ. Ӑмӑртӑва 7-мӗш класран пуҫласа 11-мӗш класс таран вӗренекен хӗрачасем хутшӑннӑ.
Малтан хӗрсем хӑйсемпе паллаштарнӑ, юрланӑ, ташланӑ, сӑвӑ каланӑ тата тӗрлӗ ыйтӑва хуравланӑ. Килти ӗҫ уйрӑмах кӑсӑклӑ пулнӑ — хутшӑнакансен хуплу пӗҫерсе килмелле пулнӑ. Хӗрачасем ӑна тӗрлӗрен илемлетнӗ: пӗрин ҫинче ҫӑлтӑрсем вырнаҫнӑ, теприн ҫинче чечексем ҫурӑлнӑ, виҫҫӗмӗшӗн ҫинче вара чӑвашсен паллӑ Нарспийӗ ташланӑ.
Конкурса пӗтӗмлетсе жюри кашни хӗрачана тивӗҫлӗ хакланӑ:
• «Чӑваш пики – 2026» тӗп ята тата «Хастар пике» номинацине 9-мӗш класра вӗренекен ӑслӑ та маттур Аксиния Максимова ҫӗнсе илнӗ.
• 7-мӗш класри Татьяна Тимкина «Кӗмӗл саслӑ пике» пулса тӑнӑ.
• 8-мӗш класри Лиана Илендеева «Хӳхӗм пике» ята тивӗҫнӗ.
• 11-мӗш класри Диана Якличевӑна вара «Илӗртӳллӗ пике» тесе палӑртнӑ.
Пурне те хаклӑ парнесемпе тата районти Чӑваш наци культура центрӗн Хисеп хучӗсемпе чысланӑ. Кун пек уявсем ачасене тӑван йӑла-йӗркепе чӗлхене юратма вӗрентеҫҫӗ.

Канашра пурӑнакан тутар хӗрарӑмӗ 99 ҫул тултарнӑ.
Бибизяйняп Сибгатуллина Тутарстанра ҫуралнӑ. 6 ҫулта тӑлӑха юлнӑ, кайран шӑпа ӑна Канаша илсе ҫитернӗ.
Бибизяйняп Сафиулловна вакун юсакан заводра ҫур ӗмӗр ытла ӗҫленӗ. Мӑшӑрӗпе 50 ҫул пурӑннӑ, унпа пӗр хӗр ура ҫине тӑратнӑ.

Чӑваш Енри хӑна ҫурчӗсене броньлакансен йышӗ ӳснӗ. Кун пирки Раҫҫейӗн туриндустри пӗрлешӗве пӗлтернӗ.
Кӑҫалхи ҫур ҫул валли хӑна ҫурчӗсене йышӑнса хурасси унчченхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 26 процент ӳснӗ.
Чӑваш Енри хӑна ҫурчӗсене ытларах чухне Мускав тата Мускав облаҫӗнчи, Тутарстанри тата Чулхула облаҫӗнчи ҫынсем йышӑнса хураҫҫӗ. Хамӑр патрисен тӳпи те пур — ку цифра 10 процентпа танлашать.

Шупашкарта кӑҫал та Чӑваш музыкин фестивалӗ иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ӑна кӑҫал 15-мӗш хутчен йӗркелеҫҫӗ.
Фестиваль нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫӑлӗ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, репертуарта — чӑваш музыкин ылтӑн фондӗнчи ахах-мерчен: Федоров Павловӑн «Шывармань» тата Георгий Хирпюн «Нарспи» опери таранах. Хальтерехрисенчен Андрей Галкинӑн «Аттила. Рождение легенды» балетне палӑртмалла.
Фестиваль Тутарстанри паллӑ баянист Айдар Гайнуллин хутшӑнакан гала-концертпа вӗҫленӗ.

Чӑваш кӗнеке издательствинче Ирина Трифоновӑн «Письмо Олеси. Олеся панӑ ҫыру» ятлӑ кӗнеки пичетленсе тухнӑ.
Ҫӗнӗ кӑларӑма икӗ чӗлхепе: вырӑсла тата чӑвашла — кун ҫути кӑтартнӑ. Повеҫе вырӑсларан чӑвашла автор хӑй куҫарнӑ иккен. Ирина Трифонова пирки Чӑваш кӗнеке издательствин сайтӗнчи хыпарта ҫыравҫӑ, куҫаруҫӑ, журналист, дизайнер тесе пӗлтернӗ.
Вӑл Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Хулаҫырми ялӗнче ҫуралнӑ. 2019 ҫултанпа Хусанти «Сувар» хаҫатӑн тӗп редакторӗнче тӑрӑшать.

Тутарстанри икӗ ача ярӑнма кайсан вилнӗ.
10 ҫулти икӗ арҫын ача ту ҫине ярӑнма кайнӑ. Унтан ярӑнса аннӑ чухне канализаци шӑтӑкне кӗрсе ӳкнӗ.
Телефон тытманран, мессенджерта ҫырнине те вуламанран ачасен ашшӗ-амӑшӗ пӑлханса ӳкнӗ.
Инкек Менделеевскра пулса иртнӗ. Ачасене ҫӗрӗпех шыранӑ. Ир енне вӗсене ҫӑлавҫӑсем тупнӑ.

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Варкӑш» литература клубӗн раштав уйӑхӗнчи ларӑвӗнче Нина Артемьевӑн «Ӗмӗрхи кӗвӗ» сӑвӑ кӗнекине сӳтсе явассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Кӑҫал кӗркунне Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ кӑларӑма автор тӗрлӗ ҫулта ҫырнӑ сӑвӑсем кӗнӗ.
Ларӑва пухӑннӑ поэтсемпе прозаиксем, литературоведсемпе журналистсем, вӗрентекенсемпе библиотекарьсем поэт пултарулӑхне ырласа калаҫнӑ.
Аса илтерер: автор Тутарстанри Аксу районӗнчи Ҫӗмӗртлӗ ялӗнче ҫуралнӑ, пӗр вӑхӑт Шупашкарти пир-авӑр комбинатӗнче ӗҫленӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 1977–2003 ҫулсенче «Хатӗр пул» (каярахпа – «Ҫилҫунат», «Самант») журнал редакцийӗнче тӑрӑшнӑ.

Чӑваш наци телерадиокомпанине ертсе пынӑ, юлашки вӑхӑтра ЧР Патшалӑх Канашӗн ертӳлӗхӗн секретариачӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Александр Магарин пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 55 ҫулта пулнӑ.
Александр Николаевич Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнче Аслӑ Аксу ялӗнче 1970 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ҫуралнӑ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн историпе филологи факультетӗнче вӗреннӗ. Чӑваш наци телерадиокомпанине вӑл 2014-2016 ҫулсенче ертсе пынӑ. Кайран унта директор ҫумӗ пулнӑ. 2021 ҫултанпа Патшалӑх Канашӗнче ӗҫленӗ.
Александр Магаринпа хӑҫан тата ӑҫта сывпуллашасси хальлӗхе паллӑ мар.

Чӑваш Енри биатлонистка, Полина Архипова, Раҫҫей первенствинче бронза медале ҫӗнсе илнӗ.
Пушкӑртстанри Ӗпхӳ хулинче иртнӗ ӑмӑртура пике 17-18 ҫулсенчи хӗрсен хушшинче тупӑшнӑ. Вӑл Тутарстанри спортсменсемпе пӗр командӑра пулнӑ.
Полина Олимп резервӗсен Шупашкарти 2-мӗш спорт шкулӗнче вӗренет. Унӑн тренерӗсем — Вячеслав Акимов тата Михаил Ефимов.

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Варкӑш» клубӑн ҫак уйӑхри ларӑвӗнче Нина Артемьеван «Ӗмӗрхи кӗвӗ» кӗнекине тишкерӗҫ. Мероприяти раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 18 сехетре пуҫланӗ.
«Ӗмӗрхи кӗвӗ» кӗнеке 1 пин тиражпа Чӑваш кӗнеке издательствинче кӑҫал пичетленсе тухнӑ. Асӑннӑ кӑларӑм авторӗ, Нина Артемьева (Нина Мокина), Тутарстанри Аксу районӗнчи Ҫӗмӗртлӗ ялӗнче ҫуралнӑ. Емелькинӑри тулли мар вӑтам шкултан вӗренсе тухсан Шупашкара куҫса килнӗ, пир-авӑр комбинатӗнче ӗҫленӗ, каҫхи вӑтам шкулта вӗреннӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 1977 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 1977–2003 ҫулсенче «Хатӗр пул» (каярахпа – «Ҫилҫунат», «Самант») журнал редакцийӗнче ӗҫленӗ. Нина Артемьева сӑввисем «Ялав», «Тӑван Атӑл» журналсенче, «Хусан», «Поэзия» альманахсенче, «Ҫӗнӗ кӗвӗ» коллективлӑ сборникра, «Чӑваш литературин антологийӗнче» (Поэзи) тата ытти кӑларӑмра пичетленнӗ.
Нина Артемьева – Раҫҫейӗн Журналистсен союзӗн, Раҫҫей Писателӗсен союзӗн пайташӗ, Марфа Трубина ячӗллӗ преми лауреачӗ.
