
Темиҫе сехет каялла Ҫӗмӗрлене Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ килсе ҫитнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен ассоциацийӗнче ӗҫлекен Александр Кузнецов халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Пуйӑса кӗтсе илме халӑх йышлӑ пуҫтарӑннӑ.
Аслӑ Ҫӗнтерӗве 80 ҫул ҫитнӗ май Чулхулари чукун ҫул мемориаллӑ ретропоезд йӗркеленӗ.
Пуйӑс ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чулхуларан ҫула тухнӑ.
Вӑл Чулхула тата Киров облаҫӗсенче, Чӑваш Енре, Мари Элта, Тутарстанра тата Удмурт Республикинче чарӑнӗ.

Алексей Афанасьевӑн «Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ» романӗ кун ҫути курнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Ольга Иванова «Контактри» хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, романӑн пӗрремӗш кӗнеки 2023 ҫулта кун ҫути курнӑ, пӗлтӗр – иккӗмӗшӗ, нумаях пулмасть, ав, виҫҫӗмӗшӗ пичетленсе тухнӑ.
Алексей Афанасьев Тутарстанри Потап-Тӑмпӑрлӑ чӑваш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑл — прозаик, поэт тата куҫаруҫӑ. Пултаруллӑ ҫав ҫын вырӑсла та, удмуртла та лайӑх пӗлнӗ, ҫамрӑк чух шкулта ачасене удмурт чӗлхине вӗрентнӗ.

Ӗпхӳре пурӑнакан 15 ҫулти яш Шупашкарти лавккасенчен пӗринче система блокне вӑрланӑ. Ӑна вал Тутарстанра сутса янӑ.
Шупашкарти Калинин урамӗнчи лавккара тавар ҫухалнине сутуҫӑсем 10 кунран ҫеҫ сиснӗ.
Йӗрке хуралҫисем видеосӑнав камерине пӑхнӑ та 100 пин тенкӗ ытла тӑракан система блокне пӗр яш йӑтса тухса кайнине асӑрханӑ.
Ҫав кунах система блокӗ Президент бульварӗнчи йӑлари техника сутакан лавккаран та ҫухалнӑ.
Каччӑна халӗ тытса чарнӑ.

Чӑваш Енре пурӑнакансен пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнчи вӑтам ӗс укҫи 82 пин тенкӗпе танлашнӑ. 2023 ҫулхи раштав уйӑхӗн ку кӑтарту 68 пин та тенке пулнӑ.
Ӗҫ укҫин виҫипе Чӑваш Ен Атӑлҫи федераци округӗнчи 5 регионтан иртсе кайнӑ: Мари Элтан, Мӑкшӑ Республикинчен, Киров, Пенза тата Сарту облаҫӗсенчен.
Чи пысӑк ӗҫ укҫи Тутарстанра. Унта вӑл 109,1 пин тенке ларнӑ, чи пӗчӗкки — Киров облаҫӗнче (74,4 пин тенкӗ).

Чӑваш халӑх поэчӗн Петӗр Хусанкайӑн тӑван тӑрӑхӗнче кӑҫал пуҫласа «Хусанкай вулавне» ирттернӗ.
Тутарстанри Элкел районӗнчи Сиктерме ялӗнче нумаяхьпулмасть поэтӑн сӑввисем чӑвашла ҫеҫ мар, вырӑсла, тутарла тата акӑлчанла янӑранӑ.
Поэт ҫуралнӑранпа 118 ҫул, вӑл леш тӗнчене уйралса кайнаранпа 55 ҫул ҫитсен те унӑн сӑввисене ватти-ветти юратса вулать. Унӑн сӑввисене чехла, румынла, хрантсусла, вьетнамла та куҫарнӑ.

Кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче Анатолий Музыкантовӑн юбилей каҫӗ иртӗ.
«Музыкантов приглашает!» (чӑв. Музыкантов йыхравлать) пултарулӑх каҫне Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, «Сувар» халӑх ташшин ансамблӗн тата «Суварята» халӑх ташшин ача-пӑча ансамблӗн ертӳҫи Анатолий Музыкантов 75 ҫул тултарнине халалланӑ.
Уяв каҫне Мари Элти, Пушкӑртстанри, Тутарстанри коллективсем килсе ҫитмелле. Виталий Адюков, Вячеслав Христофоров тата Ирина Музыкантова юрӑсем шӑрантарӗҫ.

Хусанта пурӑнакан чӑваш арҫынни 100 тултарнӑ. Кун пирки Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫатӗнче пӗлтернӗ.
Хусан ҫумӗнчи Мирный поселокӗнче пурӑнакан Федор Мердюков Ҫӗпрел районӗнчи Кӗҫӗн Аксура 1925 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫуралнӑ.
Ветерана РФ Президенчӗн В.Путинӑн, ТР Раисӗн Р.Миннихановӑн, Хусан мэрӗн И.Метшинӑн саламӗсене Хусанти Приволжски тата Вахитов районӗн пуҫлӑхӗ Альберт Салихов ҫитернӗ. Ҫӗпрел район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, унӑн ҫумӗ, районти ЧНКЦ председателӗ Алексей Ярухин, Кивӗ Чакӑ ял хутлӑхӗн пуҫлӑхӗ Артем Солдатов та ватта саламалама ппырса ҫитнӗ. «Сувар» хаҫатӑн тӗп редакторӗпе Ирина Трифоновӑпа ТР ЧНКА Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ Константин Малышев та хисеплӗ ветерана ӑшшӑн саламласа парнесем панӑ.

Елчӗк тӑрӑхӗнчи Тускелти пултарулӑх коллективӗсеӗм кӳршӗллӗ Тутарстанра концертпа тухса кайнӑ.
«Шуҫӑм», «Тускил» пултарулӑх ушкӑнӗсем «В Новый год с новыми мечтами!» (чӑв. Ҫӗнӗ ҫула ҫӗнӗ ӗмӗтпе) концерт программипе Пӑва районӗнчи Кипеккасси ялӗнче пулнӑ.
Маларах асӑннӑ икӗ ушкӑнсӑр пуҫне сцена ҫине Петр Козлов, Николай Карамаликов, Виктория Романова, Вениаминпа Наталья Муллинсем, Татьяна Крылова тата Луиза Доброхотова тухса хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ.

Ку хыпара эпир самай кая юлса пӗлтӗмӗр пулин те хыпарласах килчӗ. Иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Валентин Урташ (Валентин Андреевич Яковлев) ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ. Ҫавна асра тытса маттур чӑвашсем унӑн вил тӑпри ҫине чечек хунӑ. Ку хыпара эпир Лидия Филиппова журналист, публицист, поэт халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ тӑрӑх пӗлтӗмӗр.
Валентин Урташ ӗмӗрлӗх канӑҫне Шупашкарти 2-мӗш масар ҫинче тупнӑ. Валентин Урдаш — поэт, унӑн сӑввисемпе сумлӑ композиторсем юрӑсем кӗвӗленӗ. Унсӑр пуҫне вӑл тӑлмачӑ, прозаик пулнӑ.
Раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш Ен делегацийӗ поэтӑн тӑван тӑрӑхӗнче, Тутарстанра, пулнӑ.

Шупашкарти юханшыв портне, тӗрӗсрех, пассажирсене турттарас, ыйтӑва Раҫҫейӗн транспорт министрӗпе Роман Старовойтпа сӳтсе явнӑ. Ку хыпара республика Элтеперӗ Олег Николаев Телеграмри хӑйӗн страницинче сӳтсе явнӑ.
Ларӑва видеоконференци мелӗпе «Флот РТ» тата «Водолет» организацисен представителӗсем, Тутарстанпа Чулхула облаҫӗн Правительствин юханшыв флочӗ енӗпе ӗслекен эксперт канашӗн пайташӗсем хутшӑннӑ.
2023 ҫулхи юпа уйӑхӗнче «Юханшыв магистралӗсем» проекта пурнӑҫа кӗртме тытӑннӑ. Вӑл пассажирсене Атӑл тӑрӑх хӑвӑрт турттарассине аталантарассипе ҫыхӑннӑ. Ятарласа йӗркеленӗ комисси Чулухла облаҫӗнчи, Тутарстанри тата Чӑваш Енри субсидилекен 12 маршрута палартса хӑварнӑ. Чӑваш Ене илсе Куславккапа Сӗнтӗрвӑрринче прчиалсем тӑвасшӑн.
