Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +25.3 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Тӳре-шара

Ҫул-йӗр

Федераци харпӑрлӑхӗнчи хӑш-пӗр ҫула республикӑна парасшӑн.

Ҫӗршыв пӗлтерӗшлӗ автоҫулсене регионсен балансӗ ҫине куҫарас ыйтупа «Прикамье» управлени нумаях пулмасть ҫыру хатӗрленӗ. Ӑна пирӗн республикӑри «Чӑвашупрдор» предприятие те ярса панӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Иванов тата «Чӑвашупрдор» предприяти пуҫлӑхӗ Владимир Доброхотов республикӑн балансӗ ҫине куҫмалли хӑш-пӗр ҫула хакланӑ. Сӑмах май каласан, 5 вырӑнти 36 ҫухрӑм ытла ҫула пӗр балансран теприн ҫине куҫарасшӑн.

Республикӑна куҫарма палӑртнӑ федераци пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗре министрпа «Чӑвашупрдор» пуҫлӑхӗ юсамаллине асӑрханӑ. Тепӗр майлӑ каласан, харпӑрлӑха иличчен «Прикамье» управленипе юсав ыйтӑвне хускатасси куҫкӗрет.

 

Экономика

Шупашкарти сӗт-ҫу савучӗ хӑйӗн ӗҫне ҫӗнетесшӗн. Хальлӗхе унта производство комплексне юсаҫҫӗ. Савута ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов ҫитсе курнӑ.

Предприятире халӗ котельнӑйне юсаҫҫӗ, ӑна хута ямашкӑн документсем хатӗрлеҫҫӗ. Ҫитес вӑхӑтра производство линийӗсене, хатӗр-хӗтӗре тӗпрен юсама палӑртнӑ.

ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, савутра вӑтам сегментлӑ тата «эконом» сегментлӑ «Добрая буренка» суту-илӳ маркипе продукци кӑларӗҫ. Ытларах сӗт, коктейль, сливки пулӗҫ.

Аса илтерер: «Данон России» АУ чӑваш пасарӗнчен кайнӑ хыҫҫӑн пурлӑх комплексне «Сарӑтури сӗт комбиначӗ» туяннӑ.

 

Хулара

Шупашкарти Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинчи ҫул урлӑ каҫмалли вырӑна тахҫанах тума пуҫланине, маларах уншӑн «Чӑвашавтодор» яваплӑ пулнине эпир пӗлтернӗччӗ. Шоссене юсаса ҫӗнетнӗ чух пассажирсене каҫса ҫӳремеллине те хута ямалла пулнӑ. Анчах ӗҫе вӗҫне ҫитерме май килмен. Каярах Храмов хушаматлӑ уйрӑм усламҫӑна шаннӑ. Хайхи этем пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче юсаса пӗтерме шантарнӑ. Подрядчик проекта хурланӑ, ӗҫ тӑсӑлнине ҫавӑнпа сӑлтавланӑ.

Паян ӗҫпе Шупашкар администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков паллашнӑ. Храмов подрядчикӑн пайташӗсем ӗҫе авӑн уйӑхӗн вӗҫӗччен вӗҫлеме шантарса калаҫнӑ.

Ҫул ҫийӗн каҫмалли — 48 метр тӑршшӗ. Унта ҫул сарлакӑшӗ — 3 метр. Сусӑрсене меллӗ пултӑр тесе лифт тума палӑртнӑ.

 

Республикӑра

Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков кальян, электронлӑ пирус тата вейп туртма чарнӑ. Кун пирки постановление алӑ пуснӑ.

Документра палӑртнӑ тӑрӑх, малашне общество вырӑнӗсенче кальян, электронлӑ пирус тата вейп туртма юрамасть. Пирус туртнине евӗрлекен япаласене те ҫак списока кӗртнӗ.

Халӑх ҫӳрекен вырӑнсенче те ҫак йӗркене пӑсма юрамасть. Тӗслӗхрен, вӗренӳ, медицина, культура тата спорт учрежденийӗсенче, канмалли вырӑнсенче тата общество апатланӑвӗ вырӑнӗнче.

 

Республикӑра
Вӑрмар районӗнчи пӗве
Вӑрмар районӗнчи пӗве

ИӖМ чан ҫапать: кӑҫал 25 шывра ҫын путса вилнӗ. Уйрӑмах ҫурла уйӑхӗнче пӑтӑрмахсем нумай пулнӑ.

Шупашкарта пӗр хӗр инспекторӑн куҫӗ умӗнчех шыва кӗмен вырӑнта ишнӗ. Инҫех мар, 100 метр аякра, тӗп пляж пулнӑ. Анчах хӗр унта темшӗн кайман, юраман ҫӗрте чӑмпӑлтатнӑ.

Пляжра аслисемсӗр ҫӳрекен ачасем те нумай. Пирӗн республикӑра 3,5 пин юханшывпа пӗве, пляж вара 14 ҫеҫ. Ҫавӑнпа чылайӑшӗ шыва кӗме юраман вырӑнта чӑмпӑлтатать. Ытларах чухне ялсенчи пӗвесенче инкек пулать. Ҫын шыва сикет те каялла тухмасть — унашкал тӗслӗх пайтах. Шӑнӑр туртса лартни инкек патне илсе ҫитерет.

Тепӗр сӑлтав — шыва ӳсӗрле кӗни. Унашкаллисене хальлӗхе штрафлаймаҫҫӗ. Анчах ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ЧР Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн итлевӗ пулать. Унта влаҫри ҫынсем шыва кӗме юраман вырӑнта чӑмпӑлтатакансене тата шыва ӳсӗрле кӗрекенсене штрафлама сӗнӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgtrk.ru/news/16821
 

Республикӑра

Чӑваш Енри тӳре-шарана тытса тӑма ҫулталӑкне 950 миллиона яхӑн тенкӗ тухса каять. 2017—2019 ҫула валли республика хыснине чӑваш парламенчӗн депутачӗсем ырланӑ чух ҫемҫе пукан йышӑнакансене тӑкакӗсем 0,8 процент ӳсни палӑрнӑ.

Республикӑн финанс министрӗ Светлана Енилина тӑкаксем ӳснине пурлӑхӑн кадастр хакӗнчен илекен налук ӳснипе тата коммуналлӑ пулӑшу тӑкакӗ пысӑкланнипе ӑнлантарнӑ. 0,8 процент ӳсни министр шучӗпе пысӑк мар, тӳре-шарана тытса тӑмалли тӑкак пӗлтӗрхи шайрах юлнӑ.

«Пӗтӗмӗшле патшалӑх ыйтӑвӗсем» статьяпа укҫа уйӑрассине унчченхинчен 45 млн тенкӗ ӳстернӗ те птӗмӗшле виҫе 1,6 млрд тенке ҫитнӗ. Тӳре-шаран шалӑвне те ҫав укҫаран уйӑраҫҫӗ. 2018 тата 2019 ҫулсенче ку тӑкака 40 миллион тенкӗ, кашни ҫул — 20-шер миллион, ӳстересшӗн.

 

Республикӑра

Шупашкарти Ленин район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Прокопьев текех ҫемҫе пукан йышӑнмасть. Ку хыпара Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Instagram-ра пӗлтернӗ. Прокопьев вырӑнне халӗ хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Максим Андреев йышӑнать.

«Пирӗн хисеплӗ ӗҫтешӗмӗр Прокопьев Николай Петрович паян ҫуралнӑ кунне палӑртать тата хула администрацийӗнчи ӗҫне вӗҫлет. Унта 19 ҫул ӗҫленӗ, вӗсенчен виҫӗ ҫулне Ленин район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ», – тесе ҫырнӑ Алексей Ладыков Instagram-ра.

Николай Прокопьев — республикӑн Патшалӑх Канашӗн Аппарачӗн Ертӳҫинче ӗҫлекен, халӗ Чӑваш Енри этем правине хӳтӗлеме ӗмӗтленекен Надежда Прокопьева упӑшки. Теприсен шучӗпе Николай Прокопьев арӑмне ҫул парас тӗллевпе должноҫрен кайма пултарнӑ.

 

Политика

Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен пысӑк йышӗ этем правине унччен юстици министрӗ пулнӑ Надежда Прокопьевана хӳтӗлеттересшӗн. Маларах министр пулнӑ ҫын юлашки вӑхӑтра республикӑн Патшалӑх Канашӗн Аппарачӗн Ертӳҫинче тӑрӑшать.

Этем правине хӳтӗлеме ӗнерхи министрсӑр пуҫне Эдурад Васильев, Виктор Ильин та ӑнтӑлнӑ. Сӑмах май, Виктор Ильин — Надежда Прокопьеван унчченхи упӑшки иккен. Депутатсем вӑрттӑн сасӑласа чылайӑшӗ Надежда Прокопьевашан пулнине палӑртнӑ. Ку кандидатурӑна этем правине хӳтӗлекен ҫӗршыври уполномоченнӑй пӑхса тухӗ.

Аса илтерер, республикӑра пурӑнакансене Чӑваш Енри ҪҪХПИ управленийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Владимир Ежеев та хӳтӗлес тенӗччӗ. Омбудсмен кандидатурине Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнчи сессийӗнче пӑхса тухнӑччӗ. Владимир Ежеев ЧР Патшалӑх Канашӗн ҫӗртме уйӑхӗнчи сессире хӑйӗн унчченхи заявленине илессине пӗлтернӗ, депутатсем унӑн ыйтӑвне тивӗҫтернӗччӗ. Теприсем пӑшӑлтатнӑ тӑрӑх, Ежеев кандидатурине Мускавра ырламан имӗш.

 

Хулара

Шупашкарта маршруткӑсен йышне чакарасси пирки юлашки вӑхӑтра хӗрӳ калаҫаҫҫӗ. Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене чакарас ӗҫе каярахри вӑхӑт ҫине куҫарнӑ.

Аса илтерер: Шупашкарта маршруткӑсен йышне 20 процент таран пӗчӗклетесшӗн. Вӗсен вырӑнне пысӑк автобуссем ҫӳретесшӗн. Ҫапла майпа пассажирсен йышӗ 10 процент нумайланасса шанаҫҫӗ.

Маршруткӑсене ҫак кӗркунне чакарма палӑртнӑччӗ. Анчах тӳре-шара ку ӗҫе каярахри вӑхӑт ҫине куҫарнӑ. Мӗншӗн? ЧР транспорт министрӗ Владимир Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх, халь ӗҫлекен предприятисемпе килӗшӗве 180 кунран ҫеҫ пӑрахӑҫлама юрать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/43978
 

Республикӑра

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шӗнерпуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Кириллов ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтерет

Владимир Кириллов пуҫлӑх пуканне 2006 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен йышӑнать. Следстви версийӗ тӑрӑх, вӑл виҫӗ ҫӗр лаптӑкне суту тумасӑрах коммерци организацине тара панӑ. Муниципалитет ҫак ҫӗрсене харпӑрлӑха та куҫарса ӗлкӗреймен.

Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче ҫав ҫӗрсене ҫав организациех 750 пин тенкӗпе сутса янӑ. Ку пасар хакӗнчен йӳнӗрех. Следстви шухашӗпе, пуҫлӑх ял тӑрӑхӗн хыснине 4 миллион та 200 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 173, 174, 175, 176, 177, 178, 179, 180, 181, 182, [183], 184, 185, 186, 187, 188, 189, 190, 191, 192, 193, ... 295
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламашӗнче укҫа-тенке тимлӗ уйӑрмалла. Тунтикунпа ытларикун кӗтмен пӗчӗк расхутсем пулма пултарӗҫ. Кӗҫнерникун питӗ илӗртӳллӗ курӑнатӑр — ӗҫлӗ тата романтика тӗлпулӑвӗсем валли аван вӑхӑт. Канмалли кунсене хусканура ирттерсен аванрах.

Ҫу, 05

1888
138
Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ.
1889
137
Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1917
109
Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1938
88
Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1991
35
Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1995
31
Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2002
24
Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та