Утӑ уйӑхӗнче «Медиалогия» кӗпӗрнаттӑрсен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев унта аялти йӗркене аннӑ. Вӑл 85 субъект пуҫлӑхӗсен хушшинче 73-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Яланхи пекех танлаштарӑмра Мускав мэрӗ Сергей Собянин пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Унтан — Чечня Республикин пуҫлӑхӗ Рамзан Кадыров.
Атӑлҫи федераци округӗнче Тутарстан ертӳҫи Рустам Минниханов, Сарӑту облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Валерий Радаев, Удмурт Республикин пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Александр Бречалов малта пулнӑ. Михаил Игнатьев ҫак списокра юлашки йӗркене йышӑннӑ.
Чӑвашри усламҫӑсем ҫур ҫул никам хӳтӗлемесӗр пурӑннӑ хыҫҫӑн каллех хӳтлӗхе кӗрсе ӳкӗҫ. Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн паянхи хушӑвӗпе тивӗҫе Александр Рыбакова шаннӑ. Пӗлекенсем каланӑ тӑрӑх, омбудсменӑн унчченхи должноҫӗ те усламҫӑсемпе ҫыхӑннӑ. Маларах та вӑл вӗсене пулӑшас енӗпе тимленӗ. Анчах патшалӑх службинче мар. Коммерцилле мар автономи организацийӗнче.
Республика ертӳҫипе паян тӗл пулсан Александр Рыбаков хӑйне шаннӑшӑн тав тунӑ, усламҫӑсен правине тата саккунлӑ интересне хӳтӗлессишӗн тата Чӑваш Ен экономикин аталанӑвӗшӗн мӗнпур вӑйне тата пӗлӗвне пама шантарнӑ.
Аса илтерер, кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче усламҫӑсен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑй пулнӑ Владимир Иванов ЧР транспорт министрӗн пуканне йышӑннӑччӗ.
«Волга» упрдор пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ Дмитрий Филиппов тӗлӗшпе суд пулнӑ. Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ вӑл ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе палӑртнӑ.
Филиппова темиҫе эпизодпа айӑпланӑ. Вӗсенчен пӗри Ҫӗрпӳ кӗперӗпе ҫыхӑннӑ. Вӑл патшалӑх контрактне 1 ҫул ытларах тӑснӑ, хӑй подрядчиксем унчченхи ӗҫе пурнӑҫламаннине пӗлнӗ. Филиппов организацин расчет счечӗ ҫине аванс тесе 120 пин тенкӗ ытла куҫарма ыйтнӑ. Контракта вара 2013 ҫулта алӑ пуснӑ, вӑл 700 миллион тенкӗлӗх пулнӑ.
Кунсӑр пуҫне 2015 ҫулта Филиппов Чӗмпӗр облаҫӗнчи федераци ҫулне тӗпрен юсама пӗр строительство фирмине палӑртмаллине кӑтартнӑ. Унпа 346 миллион тенкӗлӗх контакт алӑ пуснӑ. Анчах подрядчик ӗҫе вӑхӑтра туман, штраф санкцийӗсене унран шыраса илмен.
Филиппова пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 4 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ.
Паян Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче санитари авиацине аталантарас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Енсем мӗнле калаҫса татӑлнине пӗлместпӗр те, анчах республикӑн сывлӑх министрӗ Владимир Викторов «Русские Вертолетные Системы» (чӑв. Вырӑс вертолет тытӑмӗ) компанин пайташӗпе Альберт Галиаскаровпа тӗл пулнӑ.
Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, енсем «Санитари авиацине атаоантарасси» проекта сӳтсе явнӑ.
Раҫҫейӗн 34 субъектӗнче пурнӑҫа кӗрекен проект ҫӗршывӑн сывлӑх сыхлавне хальхи вӑхӑтри шая кӑларасса шанаҫҫӗ.
Санитари авиацийӗ хальхи вӑхӑтра ҫӗршывӑн 34 регионӗнче, ҫав шутра Инҫет Хӗвелтухӑҫрисенче (Хабаровск тата Камчатка крайӗсенче, Амур тата Магадан облаҫӗсенче, Якут Республикинче, Чукотка автономи округӗнче), пурнӑҫланать.
Чӑваш Республикинчи наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ чӑваш патшалӑх тытӑмӗнчи ӗҫ тӑвакан тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх орган ертӳҫисем шайӗнче чӗлхе саккунлӑхне аталантарас шухӑшпа ҫыхӑннӑ ыйтӑм ирттернӗ май Елчӗк район администрацине те икӗ ыйту янӑ. Вӗсенчен пӗри — Чӑваш Республикин чӗлхе саккунлӑхне пӑснишӗн яваплӑх кӗртмелле-ши?
Иккӗмӗш ыйту: Чӑваш Республикин патшалӑхпа вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенчи пур ӗҫтешсен те Чӑваш Республикинчи патшалӑх чӗлхисене, чӑваш тата вырӑс чӗлхине, тивӗҫлӗ шайра пӗлмелле текен нормӑна Чӑваш Конституцийӗнче е республика саккунӗнче ҫирӗплетсе хӑвармалла мар-ши?
Елчӗк район администрацийӗ ҫапларах хуравланӑ:
1. Чӑваш Республикин чӗлхесем ҫинчен калакан саккунне яваплӑх пирки уйрӑм пункт кӗртсен юрать. «Яваплӑх» тенине мӗнле шайра пӑхмалла? Ку уйрӑм ыйту.
2. Чӑваш Конституцине чӑваш тата вырӑс чӗлхисене тивӗҫлӗ шайра пӗлмелле текен нормӑна кӗртни вырӑнсӑр. Ҫапах та патшалӑх органӗсене ӗҫе илнӗ чухне чӑвашла калаҫма-ҫырма пӗлнине шута илмеллех. Министрсем таранах.
Паян Чӑваш Енӗн культура, нациольноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов утмӑл ҫул тултарнӑ.
Вячеслав Оринова тӑван республикӑмӑрта тӳре-шара пулнинчен ытла режиссер тата актер евӗр пӗлеҫҫӗ пулӗ. Вӑл Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Сӗренкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти музыка училищинчи актерсене хатӗрлекен уйрӑмра тата Мускаври В.В. Луначарский ячӗллӗ театр институтӗнче режиссерсене хатӗрлекен факультетра вӗреннӗ.
Зоя Яковлева режиссер калашле, унӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗпе ҫыхӑннӑ. Унта ӗҫленӗ чухне вӑл 25 ытла сӑнар калӑпланӑ.
Режиссер И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче, Культура институтӗнче те вӑй хунӑ. Кинофильмсем те вӑл пӗрре кӑна мар ӳкернӗ.
«Чӑваш бройлерӗнче», пӗлтӗрхипе танлаштарсан, лару-тӑру япӑхланнӑ. Ҫавна май ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов канашлу ирттернӗ, чӑх-чӗп хапрӑкӗнчи ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Кӑҫалхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче предприяти 55,1 миллион тенкӗ тупӑш илнӗ. Ку пӗлтӗрхинчен 266,7 пин тенкӗ сахалрах. Хапрӑк тӑкакӗ 30 миллион тенкӗрен иртнӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗ тӗлне электричество парӑмӗ 7,4 миллиард тенкӗпе танлашнӑ. Шупашкар районӗн ҫыннисенчен ҫӑхав та килме пуҫланӑ: предприятирен ял хуҫалӑх техникине саккунсӑр майпа илсе тухаҫҫӗ-мӗн.
Иртнӗ эрнере Игорь Мясникова директор должноҫӗнчен кӑларнӑ. Халӗ ку тивӗҫе тӗп бухгалтер Валентина Михайлова пурнӑҫлать.
Шупашкарта троллейбуссем туянма укҫа ҫук. Утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртнӗ отчет пухӑвӗнче Алексей Ладыков сити-менеджер ҫапла хуравланӑ.
Республикӑн тӗп хулинчи транспорта пуҫӗпех ҫӗнетесшӗннине, ҫавӑн валли ҫӗнӗ троллейбуссем тата халиччен пирӗн регионта пулман электробуссем туянасшӑннине эпир маларах пӗлтернӗччӗ.
Сити-менеджертан Шупашкар хулинчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Сергей Муравьев троллейбус управленийӗ 100 миллион тенкӗ ытла парӑмрине кура ҫулталӑкне 25-шер троллейбус епле илейрессипе кӑсӑкланнӑ. Чӑн та, Шупашкар хула администрацийӗн сайтӗнче ун пек цифрӑллӑ хыпар вырнаҫтарнӑччӗ.
Алексей Ладыков ыйтӑва тӳрремӗнех хуравламан имӗш. Анчах вӑл хулари пассажир маршручӗсене оптимизацилесен вӑтам тата пысӑк автобуссене ҫула кӑларас шухӑша, ҫавӑн пекех троллейбус туянма хулан укҫа ҫуккине пӗлтернӗ.
Ӗнер Шупашкарти хастар ҫынсем «Ҫӗнтерӳ» паркне илемлетессипе калаҫнӑ. Хальхи вӑхӑтри хула сӑнне улӑштарма йышӑннӑ муниципалитет программи тӑрӑх пулса пыракан ӗҫе Шупашкар хулин Мускав районӗнчи пуҫлӑхсем, «Чувашгражданпроект» архитекторӗ Елена Зелянина, «Чапаевский» юлташлӑх ертӳҫи Андрей Мякишев тата ыттисем тишкернӗ.
Елена Зелянина парк тытӑмне упраса хӑварассине пӗлтернӗ. Палӑк патӗнчи тӗп ҫула хӗрлӗ тата сӑрӑ бетон плита хурса тухасшӑн. Тенкелсем, прокат павильонӗсем, мобильлӗ туалетсем лартасшӑн, светильниксене улӑштарасшӑн.
Ҫынсен шухӑшне mosk@cap.ru электрон адреспа, ҫырупа (Шупашкар, Мускав проспекчӗ, 33а ҫурт, 109 пӳлӗмре ӗҫ кунӗсенче 8.00-тан 12.00-ччен тата 13.00-рен 17.00-ччен йышӑнаҫҫӗ.
Шупашкарти кӳлмекре чӑрӑшсене каснӑ. Мӗн тӗллевпе-ха? Ҫав вырӑнта чуччу-урапа вырнаҫтарасшӑн.
Хула администрацийӗ ҫак вырӑна усламҫӑсене ҫулталӑкне 4 миллион та 730 пин тенкӗ тӳлемелле туса 20 ҫуллӑха тара панӑ-мӗн. Кунта тепӗр 55 метр диаметрлӑ чуччу-урапа пулмалла-мӗн. Ҫавӑн пекех хӑвӑрт апатланмалли ресторан уҫма палӑртнӑ.
Ҫак кунсенче кӳлмекре 12 чӑрӑш каснӑ. Кӗҫех унта бетон хунӑ лапам пулӗ, аттракцион вырнаҫтарӗҫ. Халӗ унта чӑрӑш тымарӗсене эскаваторпа кӑклаҫҫӗ.
Аттракциона ҫитес ҫулхи пӗрремӗш квартал валли ҫеҫ туса пӗтереҫҫӗ ахӑртнех.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Андреев Пётр Кузмич, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ишлей, Муркаш, Октябрьски, Первомайски тата Чурачӑк районӗсене пӗтернӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |