Рио-де-Жанейрора иртнӗ Олимп ваййине чӑваш спортсменки Ирина Калентьева хутшӑннине, маунтинбайк енӗпе иртнӗ ӑмӑртура вӑл 17-мӗш вырӑн йышӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралса ӳснӗ спортсменка юлашки вӑхӑтра Мӑкшӑ Республикин чысне хӳтӗлесе пурӑнать.
Асӑннӑ республикӑри Олимп резервӗн шкулӗнче вӗренекен велочупуҫӑсемпе тӗл пулнӑ чух Ирина Калентьева тӑван тӑрӑхне кӳренсе калаҫни сисӗннӗ.
Тӗнче кубокне пилӗк хутчен ҫӗнсе илнӗ, тӗнче чемпионатӗнче икӗ хутчен мала тухнӑ, 2008 ҫулхи Олимп ваййинче бронза медале тивӗҫнӗ спортсмен Чӑваш Еншӗн 20 ҫул ытла ӑмӑртӑва хутшӑннине аса илнӗ май: «Официаллӑ ҫынсенчен мана пӗр ҫын та Риори Олимпиада умӗн ӑнӑҫу сунмарӗ», — тенӗ.
Россельхознадзорӑн Чӗмпӗр облаҫӗн тата Чӑваш Республикин управленийӗн пуҫлӑхне 41 ҫулти Алексей Палькина ҫирӗплетнӗ. Икӗ регионти управление 2015 ҫул вӗҫӗнче пӗрлештернӗ хыҫҫӑн пуҫлӑх тивӗҫне пурнӑҫлама ӑна шаннӑччӗ. «Тӗнче экономики» тата «инженер-строитель» специальноҫсене аллӑ илнӗскер асӑннӑ управленире маларах та тӗрлӗ должноҫре ӗҫленӗ: пай пуҫлӑхӗнче, управлени пуҫлӑхӗн ҫумӗнче, 2014 ҫулхи пуш уйӑхӗнченпе управлени пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлама тытӑннӑ.
Темиҫе кун каялла республикӑри тата тепӗр пысӑк пуҫлӑх та «тивӗҫе пурнӑҫлакан» тенинчен хӑтӑлнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, Константин Яковлева республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче культура министрне ҫирӗплетнӗччӗ.
Шупашкар районӗнчи Илпеш ялӗ патӗнчи ҫӳп-ҫап купи ҫунни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ маларах темиҫе хут та пӗлтерчӗ. Аса илтеретпӗр, кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнчен каяш купине официаллӑ майпа хупнӑ, анчах вӑл тӑрӑхра пурӑнакансем каланӑ тӑрӑх, ҫӳп-ҫапа хӑшӗсем пӗрех пырса пӑрахма чарӑнман тенӗччӗ.
Темиҫе теҫетке ҫул пухӑнса пынӑ ҫӳп-ҫап утӑ уйӑхӗнче ҫунма тытӑннӑччӗ. Тӳре-шара каяш вырӑнӗ патне ял ҫыннисене пулми-пулми пыма сӗнменнине те эпир хыпарланӑччӗ.
Ӗнер Шупашкар районӗнче Иван Моторин премьер-министр пулнӑ. Вӑл Илпеш патне те ҫитсе килнӗ. Унта ирттернӗ васкавлӑ канашлура яваплӑ ытти ӗҫченпе тата районти тӳре-шарапа ҫулӑма епле сӳнтермеллине сӳтсе явнӑ.
ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн урапи ҫул-йӗр правилисене черетлӗ хут пӑснине ҫынсем асӑрханӑ. Ӑна видео тата сӑн ӳкерсе «Про Город» хаҫата ярса панӑ.
Ку паян, авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, пулнӑ. 14 сехет тӗлнелле Михаил Игнатьевӑн урапине лартма юраман вырӑнта асӑрханӑ.
«Эпӗ Ленин проспекчӗпе утнӑ чухне темӗнле палланӑ урапана юраман ҫӗрте ларнине куртӑм. Номерсене пӑхрӑм та вӑл пирӗн Элтеперӗнни пулнине ӑнлантӑм. Ҫакна видео ӳкертӗм. Анчах, манӑн шухӑшпа, ку урапана кам та пулин эвакуацилеме хӑймасть пуль», - тенӗ ҫакна куракан ҫын. Элтеперӗн урапи ҫул-йӗр правилисене пӑсни пирки полицие хыпар ҫитмен.
Аса илтерер: урапана юраман ҫӗре лартнӑшӑн 1500 тенкӗ штраф тӳлеттереҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви урӑх ҫӗре куҫса кайнӑ. Паянтан вӑл Шупашкарти Республика лапамӗнчи 2-мӗш ҫуртри 2-мӗш подъездра вырӑн йышӑннӑ.
Пӗлменнисене пӗлтерер: транспортшӑн тата ҫул-йӗршӗн яваплӑ ведомство маларах Шупашкарти Гагарин урамӗнчи 20-мӗш ҫуртра пулнӑ. Унтах «Чӑвашавтотранс» патшалӑхӑн хысна предприятийӗ вырнаҫнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче «Чӑвашавтотранс» та урӑх ҫӗре куҫса кайнӑ. Вӑл халӗ — Иван Яковлев проспектӗнчи 37-мӗш ҫуртра.
Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствине Михаил Резников ертсе пырать. 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ӑна республикӑн вице-премьерне лартнӑ. Маларах вӑл Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвне ертсе пынӑ.
Чӑваш Енӗн Правительствинче ҫывӑх вӑхӑтра хӑш-пӗр улшӑну пулса иртессине Чӑваш халӑх сайчӗ иртнӗ уйӑх пуҫламӑшӗнчех пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, ӑна Александр Белов журналист ҫырни тӑрӑх хыпарланӑччӗ. Унта республикӑн вице-премьерӗ — строительство министрӗ Олег Марков ӗҫрен хӑтарма ыйтса заявлени ҫырнӑ, министр пуканне вӑл Строительсен кунӗ иртсе кайсан (ӑна ҫурла уйӑхӗн иккӗмӗш вырсарникунӗнче уявлаҫҫӗ) пушатмалла тенӗччӗ.
Олег Маркова ӗҫрен паян хӑтарнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев 125-мӗш номерлӗ Хушу кӑларнӑ. Унта асӑнса хӑварнӑ тӑрӑх, ӗҫлӗ хута Олег Марков урӑх вырӑна куҫнӑран кӑларнӑ. Министр пулнӑ ҫын ӑҫта каяссине официаллӑ ҫӑлкуҫсем хальлӗхе пӗлтермен.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫӗнӗ министра ҫирӗплетнӗ. ЧР Культура министерствине малашне Константин Яковлев ертсе пырӗ.
Унччен вӑл асӑннӑ ведомствӑн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫланӑ. Элтепер Константин Геннадьевича министра ҫирӗплетесси пирки авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Константин Яковлев 1965 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл Хусанти патшалӑх педагогика институтне пӗтернӗ. Константин Геннадиевич Тутарстанра Чӑваш наци культура автономи канашӗн председателӗ, Чӑваш наци конгресӗн канашӗн пайташӗ, Тутарстанри халӑх Ассамблейин канашӗн председателӗ пулнӑ.
Константин Яковлев ЧР культура министрӗн тивӗҫӗсене пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен пурнӑҫланӑ.
Ӗнер Шупашкар районӗнчи социаллӑ учрежденисен коллективӗсем район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Димитриев тата ӗҫ тата социаллӑ аталану министрӗпе Сергей Димитриев ирттернӗ канашлура хӑйсен ӗҫ-хӗлӗ пирки отчет тунӑ.
Епле ӗҫлени тата пурӑнни пирки Кӳкеҫри ваттисемпе сусӑрсен ҫурчӗн, районти Ӗҫпе тивӗҫтерекен центрӗн, Ӑс-тӑн енчен кая юлса аталанакан ачасен Кӳкеҫри интернат-ҫурчӗн, ваттисене тата инвалидсене сиплекен «Вега» центрӑн, Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӑн ертӳҫисем отчет тунӑ.
Тӗлпулӑва хутшӑннӑ министр социаллӑ пулӑшупа тивӗҫтерессине пахалӑхлӑ тата яваплӑн пурнӑҫламаллине палӑртса хӑварнӑ май ҫавӑнтан ҫынсен кӑмӑлӗ килнине аса илтернӗ.
Чӑваш Енӗн Правительствин ӗнер иртнӗ ларӑвӗнче ытти ыйтупа пӗрлех ялти хыснаҫӑсене коммуналлӑ пулӑшушӑн саплаштарма уйӑракан укҫана вӑхӑтра куҫарса паманшӑн министрсене тата яваплисене хытах сӑмах тивнӗ. Ӳпкевӗ республикӑн Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх, Сывлӑх сыхлав, Вӗренӳ, Культура министерствисен тата Патшалӑхӑн ветеринари службисене лекнӗ.
Укҫана Финанс министерстви вӑхӑтрах куҫарса панӑ иккен, анчах ҫынсем патне ҫитерессинче маларах асӑннӑ министерствӑсемпе ведомствӑсене пула чӑрмав сиксе тухнӑ.
Правительство ларӑвӗнче Михаил Игнатьев Элтепер кӑлтӑкшӑн хытах ӳпкеленӗ, айӑплисене палӑртса явап тыттарма хушса хӑварнӑ. Республика ертӳҫи тӳлеве авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗччен куҫарма хушнине аса илтернӗ май яваплисем ҫынсен конституци прависене пӑснине палӑртнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ялти шкулта вӗрентекенсен Пӗтӗм Раҫҫейри III съезчӗ Чӑваш Енре иртессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Ҫӗршыври вӗрентекенсене К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне пухнӑ. Халӑх йышлӑ пухӑнакан мероприятисенче тӗрлӗ курав йӗркелесси йӑлана кӗнӗ япала та, хальхинче те фойере тӗрлӗ экспозици ӗҫленӗ. Пысӑк тӳре-шарана, сӑмахӑмӑр Раҫҫейӗн вӗренӳ министрӗ Ольга Васильева пирки, ятарласах кӑтартса ҫӳренӗ.
Мероприятире пулнӑ Александр Белов асӑрханӑ тӑрӑх, министр куравпа ҫав териех тӗлӗнсех паллашни сисӗнмен, мӗншӗн тесен вӑл ун пеккине малтанах курни-илтни палӑрнӑ. Чӑваш сувенирӗллӗ сӗтелӗпе ҫапах та вӑл ытларах кӑсӑкланни сисӗннӗ. Министра чӑваш тумӗллӗ пукане парнеленӗ.
Маларах эпир Ольга Васильевӑна ГТРК журналисчӗн Надежда Андреевӑн ыйтӑвӗ тивӗҫтерсех кайманнине пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |