Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Тӳре-шара

Республикӑра

Паян, утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисене министрӑн ҫӗнӗ ҫумӗпе паллаштарнӑ. Ку должноҫе Волгоград тӑрӑхӗнче ӗҫленӗ ҫын, шалти службӑн полковникӗ Сергей Белоконь йышӑннӑ.

ЧР шалти ӗҫсен министрӗ, полици генерал-майорӗ Виктор Шметков хӑйӗн ҫумне пултаруллӑ ӗҫчен тесе хакланӑ. Белоконе пирӗн республикӑра пысӑк тивӗҫ шанасси ҫинчен калакан приказа РФ шалти ӗҫсен министрӗ алӑ пуснӑ.

Сергей Викторович 1968 ҫулта ҫуралнӑ. Шалти ӗҫсен органӗсенче 1992 ҫулта ӗҫлеме тытӑннӑ. Тӗрлӗ должность йышӑннӑ вӑл: криминалпа кӗрешнӗ, патшалӑх автоинспекцийӗнче тӑрӑшнӑ, кадр енӗпе ӗҫленӗ. Юлашки ҫулсенче вӑл Волгоград облаҫӗнче РФ Шалти ӗҫсен министерствин тӗп управленийӗнче штаб пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса тимленӗ.

 

Политика
goszhil.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
goszhil.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр инспекцийӗн пуҫлӑхӗн — тӗп ҫурт-йӗр инспекторӗн ҫумне Елена Мироновӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Ку хушӑва республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хӑй алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр инспекцийӗн пуҫлӑхӗн — тӗп ҫурт-йӗр инспекторӗн ҫумӗ пулса Елена Миронова 2013 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнченпе ӗҫленӗ. Инспекцире вӑл 2011 ҫулта тӑрӑшма тытӑннӑ. Финанспа хуҫалӑх секторӗн консультанчӗ, ҫав вӑхӑтрах право тата кадр ӗҫӗн пайӗн пуҫлӑхӗ пулса тимленӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл биологипе хими вӗрентекенӗн специальноҫне алла илнӗ, унтан юрист пӗлӗвне алла илнӗ.

 

Политика

Етӗрне районӗнче ӗнертенпе ҫӗнӗ пуҫлӑх ӗҫӗ тытӑннӑ. Унӑн кандидатурине ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тилхепине вырӑнти ҫынна, ял хуҫалӑх пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ Александр Семенова тыттарнӑ.

Конкурса хутшӑннӑ тепӗр ҫын та — вырӑнтисемех. Вӑл — Алексей Иванов, Гостехнадзор инспекцийӗн Етӗрне районӗнчи аслӑ инспекторӗ — инспекци пуҫлӑхӗ.

Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Андрей Софронова ӗҫрен кӑларассине Чӑваш халӑх сайчӗ ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Софронова хӑй ирӗкӗпе заявлени ҫырма Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хистенӗ. Асӑннӑ пуҫлӑхӑн ӗҫрен кайма тивни вӑл тӑрӑхра кӑшӑлвируспа чирлекенсем йышлӑ пулнипе ҫыхӑннӑ имӗш.

 

Республикӑра

Чӑваш Енри ачасем ҫуллахи канӑва уйлӑхсенче ирттереймӗҫ. Каярах, тен, уҫӗҫ-и те, анчах хальлӗхе вӗсен апла май ҫук. Республикӑн премьер-министрӗ Алла Салаева пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер Йӑлӑмри икӗ уйлӑха: «Росинкӑна» тата «Волна» ятлисене —тӗрӗсленӗ. Йышра Роспотребнадзор, прокуратура, вӗренӳ тата спорт министрӗсем, Шупашкар хула администрацийӗн ӗҫченӗсем пулнӑ.

Премьер-министр Инстаграмра ҫырнӑ тӑрӑх, уйлӑхсене юсаса ҫӗнетнӗ, ҫӗнӗ спорт оборудованийӗ туяннӑ, вожатӑйсене пухса хатӗрленӗ. Апла пулин те оперштабӑн ҫитес ларӑвӗнче уйлӑхсене уҫма чарас ыйтӑва хускатассине пӗлтернӗ Алла Салаева. Сӑлтавӗ — кӑшӑлвирус лӑпланманни. Ку хыпара вуланисен хушшинче: «Эсир ухмаха ернӗ-им? Ялта ача-пӑча аплипе чупать», — тесе кӑмалсӑрланакан та тупӑннӑ.

 

Политика
amp.ukrainianwall.com сайтри сӑн
amp.ukrainianwall.com сайтри сӑн

Правительство аккаунчӗсене тытса пымалли йӗркене палӑртнӑ. Ку енӗпе вӗсене ЧР Министрсен Кабинечӗен председателӗн ҫумӗ Алла Салаева сӑнаса тӑрӗ.

Сӑмах «Пӗркласрисем», «Конактра», «Фейсбук», «Инсаграм» халӑх тетелӗсенчи правительство аккаунчӗсем пирки пырать. Вӗсене тытса пынӑ чухне текстсемпе, сӑнӳкерчӗксемпе, инфографикӑсемпе, карточкӑсемпе, анимацисемпе, видеосемпе усӑ курмалла, тӳрӗ эфира тухмалла, ыйтӑмсем тумалла. Постсен тексчӗсене ахаль ҫынна ӑнланмалла ҫырмалла. Чӑваш Республикин страницисем ҫинче эрнере Элтепер тата Министрсен Кабинечӗн ӗҫне кӑтаратакан 10 постран кая мар пулмалла, ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен - 5 постран кая мар.

Аккаунта пӑхса тӑракан ҫынсем ҫырнӑ спам-рассылкӑсене, хӑртса ҫырнисене, усал сӑмахпа усӑ курнӑ комментарисене тасатмалла.

 

Республикӑра

Республикӑри икӗ организаци валли пуҫлӑх шыраҫҫӗ. Пӗрин валли конкурса республикӑн Финанс министерстви ирттерет, теприн валли — Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви.

«Республикӑри бухгалтер учечӗн центрӗ» хысна учрежденин ертӳҫин экономика пӗлӗвӗллӗ пулмалла, финанспа бухгалтери енӗпе ӗҫлени тата ертсе пыракан должноҫсенче 5 ҫултан кая мар тӑрӑшни кирлӗ. Конкурса хутшӑнакансен докуменчӗсене утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.

Ҫӗрпӳри ветеринарипе санитари утилизаци завочӗн пуҫлӑхӗ пулас текенсен документсене утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗччен пама юрать. Кандидатӑн специалитетран кая мар е магистратура шайӗллӗ пӗлӳ пулмалла, ертсе пыракан должноҫра 5 ҫултан кая мар ӗҫлени те пӗлтерӗшлӗ.

 

Политика

Ҫак кунсенче Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗ (кӗскен — ТСК) республика Элтеперӗн пукане йышӑнас кӑмӑллисенчен документсем малалла йышӑнать.

Республика ертӳҫин пуканне тӗмсӗлекенсен ретӗнче тивӗҫлӗ канури ҫынсем те пур. Маларах Пенсионерсен партийӗн пайташӗ Николай Степанов ҫав ӗмӗтлине пӗлтернӗччӗ. Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, 61 ҫулти Николай Коклейкин ваккат документсем тӑратнӑ. Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗн унчченхи созывӗнче вӑл ТСКн пайташӗ пулнӑ. Ӑна унта Коммунистсен партийӗ сӗннӗ. Халӗ вара Коклейкин коммунистсемпе хӑйне нимӗн те ҫыхӑнтарманнине ӗнентернӗ. Суйлава вӑл хӑй тӗллӗн хутшӑнать. Апла пулин те ытти парти пулӑшасса шаннине пытарман.

Мускав тӑрӑхӗнче вӗрентӳ тата консалтинг енӗпе ӗҫлесе пурӑнакан 46 ҫулти Андрей Ильдеменов та документсем тӑратнӑ. ТСКна вӑл виҫӗ хутчен ҫитнӗ, виҫҫӗмӗшӗнче ӑннӑ, документсем йӗркеллех пулнине кура унӑн хучӗсене йышӑннӑ.

Элтепер пулас ӗмӗтлисем хальлӗхе ҫаксем: Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев, «Раҫҫей патриочӗсем» парти пайташӗ Сергей Матвеев, «Раҫҫейри пенсионерсен социаллӑ тӗрӗслӗхшӗн партийӗн» пайташӗ Николай Степанов, Шупашкарта пурӑнакан Юрий Шакеев, Николай Коклейкин тата Андрей Ильдеменов.

Малалла...

 

Раҫҫейре
1tulatv.ru
1tulatv.ru

Кинотеатрсем утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен ӗҫлесе кайма пултарӗҫ. Кун пирки РФ культура министрӗ Ольга Любимова пӗлтернӗ.

Министр палӑртнӑ тӑрӑх кинотеатрсене уҫасси пысӑк хулари эпидемиологи лару-тӑрӑвӗнчен килет. Хальлӗхе ҫӗршыври пур регионта та лару-тӑру йӗркеленсе ҫитмен-ха. «Паллӑ кун ҫук. Эпир утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗ пирки калаҫатпӑр хальлӗхе», - тенӗ Ольга Любимова.

Палӑртмалла: кионтеатрсем пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнченпе ӗҫлеме пӑрахнӑ. Сӑмах май, Шупашкарта 5 кинотеатр.

 

Республикӑра

Улатӑрти Виктория Владимирова Чӑваш Енри ачасен правине хӳтӗлес ӗмӗтпе ҫунатланнӑ. Анчах кӑштахран вӑл хӑй шухӑшне улӑштарнӑ. Ҫавна май ку должность валли кандидатсене ҫӗнӗрен шырӗҫ.

«Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, ку хыпара кӑларӑма республикӑн Патшалӑх Канашӗнчи ҫӑлкуҫсем хыпарланӑ.

Ачасен правине хӳтӗлес текенсен хӑйсен шухӑшне ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗччен пӗлтермелле. Кун пек документа Альбина Егорова спикер алӑ пуснӑ иккен.

Ача-пӑча омбудсменӗн пуканӗ кӑҫалхи ака уйӑхӗнче пушаннӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Виктория Владимирова ку яваплӑха илме килӗшнӗ. Анчах унӑн юридици пӗлӗвӗ пулман, мухтанмалӑх ӗҫлемен тесе тиркекенсем те тупӑннӑ. Апла пулин те хӗрарӑм ҫулне пӳлес темен, ЧР парламенчӗн депутачӗсен пысӑк йышӗ (коммунистсемсӗр пуҫне) ҫав кандидатурӑна ырланӑ.

Владимирова хӑйӗн хучӗсене каялла илни унӑн кандидатурине Мускав ырламаннипе ҫыхӑнма пултарнӑ тесе шухӑшлакансем те пур.

 

Персона

Паллӑ тележурналист, поэт, драматург, режиссер, сценарист Марина Карягина ӗнерхи куна Чӑваш Енӗн сумлӑ ҫыннипе Виталий Станьялпа юнашар ирттернине пӗлтернӗ.

Тӗмен хулинчен килнӗ чӑваш хастарӗсемпе Чемен картинче, унти музейра пулнӑ, «халӑхӑмӑр иртнӗлӗхӗ ҫинчен хальччен пӗлменнине илтсе-курса» тӗлӗннӗ. Унтан Виталий Станьял вӗсене тӑван ялӗнчи (вӑл Шупашкар районӗнчи Ҫӳлтикассинчен) «хӑйӗн шӑнкӑрч вӗлли пек тӑпӑл-тӑпӑл кил-ҫуртне хӑнана» илсе кайнӑ.

Марина Карягина Виталий Станьял республикӑн ҫӗнӗ ертӳҫисене панӑ халалне те ҫырса илнӗ. Шурсухал республикӑн хальхи ертӳҫин Олег Николаевӑн, Николай Федоровӑн тата Анатолий Аксаковӑн ячӗсене асӑннӑ. «Пуҫа лайӑх ватма, ҫамрӑк пуҫа лайӑх ҫавӑрса тӗрӗс ҫул тупса пыма» ыйтнӑ. «Ҫын хӑйшӗн тӑрӑшни лайӑх вӑл. Хӑйшӗн хӑй тӑрӑшмасан такам тӑрӑшас ҫук. Анчах хамӑршӑн тӑрӑшни вӑл хамӑр халӑхшӑн тӑрӑшнипе пӗр килтӗр. Вара халӑха та ҫӑмӑл пулӗ, ӳсӗм те пуласса шансах тӑратӑп», — ырӑ суннӑ шурсухал.

 

Страницӑсем: 1 ... 89, 90, 91, 92, 93, 94, 95, 96, 97, 98, [99], 100, 101, 102, 103, 104, 105, 106, 107, 108, 109, ... 294
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламашӗнче укҫа-тенке тимлӗ уйӑрмалла. Тунтикунпа ытларикун кӗтмен пӗчӗк расхутсем пулма пултарӗҫ. Кӗҫнерникун питӗ илӗртӳллӗ курӑнатӑр — ӗҫлӗ тата романтика тӗлпулӑвӗсем валли аван вӑхӑт. Канмалли кунсене хусканура ирттерсен аванрах.

Ҫу, 05

1888
138
Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ.
1889
137
Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1917
109
Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1938
88
Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1991
35
Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1995
31
Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2002
24
Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ