
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалласа паттӑрсен сӑнӳкерчӗкӗсене ӳкерсе хунӑ вертолетсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ хули урлӑ вӗҫсе иртнӗ. Акцие «Раҫҫейӗн вертолёчӗсем» патшалӑх корпорацийӗ тата Ростех пуҫласа ирттернӗ. Ӑна вӗсем «Вилӗмсӗр полк тӳпере» ят панӑ.
Вертолётсем Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчен пуҫласа Ҫурҫӗр таран вӗҫнӗ. Ми-8, Ми-38, Ми-26 борчӗсем ҫине Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ 26 лётчик портречӗсене вырнаҫтарнӑ.
«Вилӗмсӗр полк» Хусан, Магадан, Улан-Удэ, Архангельск, Нарьян-Мар тата ытти хула ҫийӗн вӗҫсе иртнӗ.

Шупашкарти Анастасия Красильникова 10 километра чупассипе Хусанти марафонта ылтӑн медале ҫӗнсе илнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртӑва Чӑваш Енри Мальвина Петрова та хутшӑннӑ.
Хусанта ҫу уйӑхӗн 3-4-мӗшӗсенче иртнӗ ӑмӑртӑва 35 пине яхӑн ҫын хутшӑннӑ.
Чӑваш хӗрарӑмӗ 35-39 ҫулсенчи спортсменсем хушшинче 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

Шупашкарти Анастасия Красильникова 10 километра чупассипе Хусанти марафонта ылтӑн медале ҫӗнсе илнӗ. Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртура Михаил Кузнецов тренерӑн вӗренекенӗ 10 ҫухрӑма 32 минут та 29 ҫеккунтра чупса тухнӑ.
Анастасия Красильникова 3 пин километра чупассипе — ҫамрӑксем хушшинче Раҫҫейӗн рекордсменки.
«Ирхине ҫумӑр ҫӑватчӗ, кайран вӑл чарӑнчӗ, чупма ҫӑмӑл пулчӗ, ҫил те вӑйлӑ марччӗ», – каласа кӑтартна спорстменка.

Шупашкарти 40-мӗш вӑтам шкулта ачасене чӑваш чӗлхи вӗрентекен Александр Степанов иртнӗ эрнере Хусанта форума хутшӑннӑ. Унта «Нумай чӗлхеллӗ Раҫҫей: культурӑсен хутшӑнӑвӗнчен пуҫласа паха вӗренӳ таран», пӗтӗм тӗнче шайӗнчи форум иртнӗ.
Александр Морисович форум хыҫҫӑн килнӗ шухӑшсемпе халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Ӑна вӑл икӗ пунктпа палӑртаса хӑварнӑ.
«1. Нумай ҫул каялла Шупашкар хулин 10-мӗш шкулӗнче пуҫламӑш класра ачасене темиҫе чӗлхе вӗрентнин моделӗ хӑйӗн кирлӗлӗхне ҫирӗплетет.
2. Республикӑра нумай чӗлхеллӗ вӗренӗве аталантармалла!» — кӗскен пӗтӗмлетнӗ вӑл.

Чӑваш Енри спортсменка Ирина Вразарь тӑватӑ енлӗ кӗрешӳ енӗпе иртнӗ «Шиповка юных» ӑмӑртура икӗ медаль ҫӗнсе илнӗ. Тупӑшу Хусан хулинче иртнӗ.
13 ҫулти Ирина 600 метрлӑ дистанцие 1 минут та 40,52 ҫеккунтра парӑнтарнӑ. Пӗтӗмӗшле зачетра 377 очко пухнӑ.
Ҫапла пирӗн ентеш ылтӑн тата пӑхӑр медальсем ҫӗнсӗ илнӗ.

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн сцена ӑстине, оркестр артистне, Марианна Архиповӑна, «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ят панӑ.
Марианна Германовна – скрипка ӑсти. Вӑл Шупашкарти Ф.П. Павло ячӗллӗ музыка училищинчен вӗренсе тухнӑ. Кайран ӑсталӑхне Хусанти консерваторире туптанӑ. Унта унӑн вӗрентекенӗсем Георгий Ходжаев тата Борис Каплун пулнӑ.

Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ, музыковед, тележурналист, композитор Александр Осипов кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 70 ҫул тултарнӑ.
Александр Осипов Канаш районӗнчи Юмансар ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти музыка училищинче фортепиано класӗнче, Хусанти патшалӑх консерваторийӗнче теорипе композитор факультетӗнче вӗреннӗ.
1980-1984, 1990-1996 Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӑслӑлӑх ӗҫченӗ пулса ӗҫленӗ. Шупашкарти музыка училищинче те тӑрӑшнӑ. 1996 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх телерадиокомпанийӗнче тӑрӑшнӑ.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Иван Григорьевич Григорьев 101-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Вӑрҫӑра вӑл 1942-1945 ҫулсенче пулнӑ.
Унтан таврӑнсан Хусанта юридици енӗпе аслӑ пӗлӳ илнӗ. Кайран Чӑваш Енри прокуратура органӗсенче ӗҫленӗ, Вӑрмар районӗнчен пуҫӑннӑ. Ҫак тытӑмра вӑл 15 ҫул ытла вӑй хунӑ. Кун хыҫҫӑн влаҫ органӗсенче тӑрӑшнӑ.
Иван Григорьевич чылай наградӑна тивӗҫнӗ: II степень Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденне, Жуков медальне, «Кенигсберга илнӗшӗн», «Германие ҫӗнтернӗшӗн», «Ҫапӑҫури палла ӗҫсемшӗн» медальсене.

Шупашкарти юханшыв портне, тӗрӗсрех, пассажирсене турттарас, ыйтӑва Раҫҫейӗн транспорт министрӗпе Роман Старовойтпа сӳтсе явнӑ. Ку хыпара республика Элтеперӗ Олег Николаев Телеграмри хӑйӗн страницинче сӳтсе явнӑ.
Ларӑва видеоконференци мелӗпе «Флот РТ» тата «Водолет» организацисен представителӗсем, Тутарстанпа Чулхула облаҫӗн Правительствин юханшыв флочӗ енӗпе ӗслекен эксперт канашӗн пайташӗсем хутшӑннӑ.
2023 ҫулхи юпа уйӑхӗнче «Юханшыв магистралӗсем» проекта пурнӑҫа кӗртме тытӑннӑ. Вӑл пассажирсене Атӑл тӑрӑх хӑвӑрт турттарассине аталантарассипе ҫыхӑннӑ. Ятарласа йӗркеленӗ комисси Чулухла облаҫӗнчи, Тутарстанри тата Чӑваш Енри субсидилекен 12 маршрута палартса хӑварнӑ. Чӑваш Ене илсе Куславккапа Сӗнтӗрвӑрринче прчиалсем тӑвасшӑн.

Пуйӑсра ҫитес ҫултан хак 5,6 процент хакланӗ. Пӗр километр кайма 4 тенкӗ те 12 пус тенке ларӗ.
«Хусан – Чулхула – Хусан» маршрутпа ҫӳрекен хӑтлӑ пуйӑсра пӗр километр хакӗ — 4 тенкӗ те 52 пус. Унта Wi-Fi адаптерсем, климат-тӗрӗслев системи, пысӑклатнӑ багаж ҫӳлӗкӗсем, велосипед тӑратса хумалли хатӗрсем тата ытти пур.
Экономика тӗлӗшӗнчен илсен тариф пӗр километршӑн 6 тенкӗ те 6 пуса ларать. Ҫав уйрӑмлӑха республика хыснинчен саплаштараҫҫӗ.
