
Шӑмӑршӑ округӗнчи Хӑйпӑла ялӗнче пӗвере ҫын виллине тупнӑ. Ку инкек чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулса иртнӗ.
Вырӑна Раҫҫей Следстви комитечӗн Патӑрьелти районсен хушшинчи следстви уйрӑмӗн ӗҫченӗсем ҫитнӗ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, Хӑйпӑла ялӗнчи пӗвере 60 ҫулти арҫын виллине тупнӑ. Вӑл ҫак ял ҫынниех пулнӑ. Пӗве вара — ял ҫыннисем пушар тухсан усӑ курма тунӑскер.
Арҫын виллине специалистсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн кӗлетки ҫинче пусмӑрласа вӗлернӗ йӗрсем тупман. Вӑл мӗне пула шывра вилнине палӑртма суд-медицина экспертизи туса ирттерӗҫ.
Халӗ Следстви комитечӗ следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет. Ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
