Чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи Алина Аркадьевна Сосаева вилсе кайнӑ.
Надежда Григорьевна Иванова пӗлтернӗ тӑрӑх Алина Сосаевӑн виллине паян ирхине тупнӑ. Хваттерне чылай хушӑ телефон тытманран кӗме тивнӗ. Инкеке пула пурнӑҫӗ татӑлнӑ пулас.
Алина Аркадьевна чӑваш топонимикине тӗпчекен специалист пулнӑччӗ. Вӑл Элӗк районӗнчи Витеҫуч ялӗнче ҫуралнӑ. Чылай вӑхӑт хушши Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче вӑй хунӑччӗ.
Алина Сосаева пирӗнтен сарӑмсӑр уйрӑлнӑран редакци хурланни пирки пӗлтерет. Чӑваш халӑх сайчӗ ӗҫлеме пуҫланӑ ҫулсенче вӑл пире самаях пулӑшнӑччӗ.
Хушни. Алинӑпа эрнекун 14 сехет ҫурӑра республика больницин ритуал ҫуртӗнче (Мускав пр. 9В ҫурт) сывпуллашӗҫ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Чувашская археология» (чӑв. Чӑваш археологийӗ) статьясен пуххин 4-мӗш кӑларӑмӗ пичетленсе тухнӑ.
Кӗнекене Чӑваш Енри археологи палӑкӗсене тӗпчесси тата упраса хӑварасси ҫинчен ҫырнӑ статьясем кӗнӗ. Чул ӗмӗрӗнчен пуҫласа Ҫӗнӗ саманачченхи тапхӑр таранах.
Кӑларӑмӑн ӑслӑлӑх редакторӗсем — Н.С. Березина, Е.П. Михайлов.
Кӗнекене археологсем, историксем, краеведсем, студентсем тата археологипе кӑсӑкланакан ытти ҫын валли хатӗрленӗ.
Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарта Н.И. Ильминские халалланӑ конференци иртӗ.
Мероприятие Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ ирттерет.
Ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ регионсем хушшинче пулӗ.
«Н.И. Ильминский и этнокультурное развитие народов Поволжья» (чӑв. Н.И. Ильминский тата Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен этнокультура аталанӑвӗ) ят панӑ мероприятие паллӑ ученӑй ҫуралнӑранпа 200 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институтӗнче Виталий Ивановӑн «Очерки по истории этнографии Чувашии» кӗнеки пичетленсе тухнӑ.
Виталий Иванов — историк-этнограф, истори наукисен докторӗ. Кӗнекене авторӑн 2012-2022 ҫулсенче тӗрлӗ кӑларӑмра пичетленнӗ ӗҫӗсем кӗнӗ.
Кӗнеке тиражӗ пысӑк мар, пурӗ те 100 экземпляр ҫеҫ. Ӑна ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем, преподавательсемпе студентсем, Чӑваш Ен историйӗпе тата этнографийӗпе кӑсӑкланакансем валли пичетлесе кӑларнӑ.
Кӑларӑмра чӑвашсен тата Чӑваш Енре пурӑнакан халӑхсен историйӗпе, этнос культурипе, этнографи тӗпчевӗсемпе паллаштарнӑ.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн конференц-залӗнче «Ҫеҫпӗл Мишши пултарулӑхӗнче ӳкерӗннӗ чӑваш тӗнчи» ятпа ҫавра сӗтел иртнӗ. Унта тӗпчевҫӗсем, библиотека ӗҫченӗсем, ҫыравҫӑсем, таврапӗлӳҫӗсем хутшӑннӑ.
Наци вулавӑшӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприятире Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институчӗн ӗҫченӗсем — филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Виталий Родионов, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗсем Ирина Кириллова, Вера Никифорова, Ирина Софронова — Ҫеҫпӗл Мишши пултарулӑхне тӗрлӗ енчен хакланӑ.
Тухса калаҫакансем хушшинче ҫавӑн пекех Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Ольга Куликова, ЧР Наци вулавӑшӗн наци литературипе библиографи пайӗн ертӳҫи Галина Соловьева, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Геронтий Никифоров пулнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Тутарстанри Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче «Два народа — две судьбы» тӗлпулу иртнӗ. Литература каҫне тутар халӑх поэчӗ Ренат Харис тата чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай хутшӑннӑ.
Литературӑпа пултарулӑх каҫӗнче икӗ авторӑн тусӗсем, поэзие юратакансем, Тутарстанри халӑхсен ассамблейисен наципе культура автономийӗсен пайташӗсем пулнӑ. Пухӑннисене чӑваш парламенчӗн депутачӗ — Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институчӗн директорӗ Петр Краснов, Тутарстанри культура министрӗн ҫумӗ Дамир Натфуллин саламланӑ.
Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институтӗнче «Татары и чуваши – ветви одного древа» кӗнекене хӑтлӗҫ.
Асӑннӑ кӑларӑма 2021 ҫулхи юпа уйӑхӗн 7-8-мӗшӗсенче Шупашкарта иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ тӑрӑх кун ҫути кӑтартнӑ. Кӗнекене пухса хатӗрлеме Ш. Марджани ячӗллӗ Истори институчӗ тата Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институчӗ хутшӑннӑ.
Кӗнеке хӑтлавӗ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институтӗнче 11 сехетре иртӗ.
Хӗвелтухӑҫ халӑхӗсене тӗпченӗ Николай Ильминский (05.05.1822-08.01.1892) ҫуралнӑранпа паян 200 ҫул ҫитнӗ. Вӑл Пенза хулинче ҫуралнӑ.
Николай Иванович — тюрколог-лингвист, профессор, ҫутӗҫ-миссионер, Питӗрти Император наука академийӗн член-корреспонденчӗ пулнӑ.
Николай Ильминский Пензӑри тӗн семинарийӗнче вӗреннӗ. Хусанти тӗн академийӗнче ӗҫленӗ.
Чӑвашсене ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлева Ильминский нумай пулӑшса пынӑ. Пенза ӑсчахӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ ӗҫӗсен шутӗнче 1965 ҫулта тӗпченӗ «О фонетических отношениях между чувашскими и тюркскими языками» материалне асӑнса хӑварма пулать.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал пирӗн республикӑра «Начало чувашского профессионального музыкального искусства. К 130-летию со дня рождения Ф.П. Павлова и С.М. Максимова» (чӑв. Чӑвашсен профессилле музыкин пуҫламӑшӗ. Ф.П. Павлов тата С.М. Максимов ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнӗ май) ятпа пӗтӗм ҫӗршыври ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртӗ. Мероприяти юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче пулӗ.
Конференцие музыковедсене, фольклористссене, культура историкӗсене, художество енӗпе ӗҫлекен ӑслӑлӑх ӗҫченӗсене, музыкӑпа аслӑ тата вӑтам пӗлӳ паракан учрежденисенчи преподаваельсемпе аспирантсене йыхравлаҫҫӗ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институчӗн искусствоведени енӗпе ӗҫлекен аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченне Юрий Викторова Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ. 18-мӗш номерлӗ хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Ӗҫтешӗсем Юрий Васильевича саламласа институтӑн сайтӗнче хыпар вырнаҫтарнӑ. Вӗсем ӑна ҫирӗп сывлӑх, пултарулӑхра ӳлӗмрен те ӑнӑҫу тата вӑрӑм ӗмӗр суннӑ.
Юрий Викторов — искусствоведени кандидачӗ. Вӑл 1941 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хурапха ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх пединститутӗнче (халӗ — университет), Мускаври В.И. Ленин ячӗллӗ пединститутра аспирантурӑра вӗреннӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 27 - 29 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |