Ҫак кунсенче Пушкӑрт Республикинчи Ҫтерлӗ хулинче пурӑнакан хастар чӑвашсем — филологи ӑслӑлӑхӗн кандидачӗсем Л.А.Афанасьева тата Л.В.Коротаева — умлӑ-хыҫлӑ виҫӗ кӗнеке кун ҫути кӑтартнӑ. Виҫҫӗшӗ те асӑннӑ тӑрӑхри чӑвашсен сӑмахлӑхӗпе, йӑли-мешехипе ҫыхӑннӑ тесе пӗлтереҫҫӗ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче.
Л.А. Афанасьеван «Этнолингвистический словарь лексики свадебной обрядности чувашей Республики Башкортостан» ятпа кӗнеке кун ҫути курнӑ. Л.А. Афанасьева, Л.В. Коротаева хатӗрленипе «Пушкӑртстан чӑвашӗсен туй мешехин поэзийӗ» икӗ пайпа пичетленнӗ.
Ҫав кӗнекесене калӑплакансем Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх архивӗнче упранакан пуян материалпа усӑ курнӑ, яваплӑ редактор тата ӑслӑлӑх редакторӗ пулма институт ӗҫченне А.В. Кузнецова шаннӑ.
Раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче «Николай Айзман – драматург тата театр ӗҫченӗ» ҫавра сӗтел иртӗ. Ӑна чӑваш драматургӗ, режиссерӗ, актерӗ Николай Айзман ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалланӑ. Мероприятие вулавӑшӑн Ютубри страницинче пӑхма май килӗ. Вӑл 14 сехетре пуҫланӗ.
Ҫавра сӗтеле Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗсем, Ирина Кириллова тата Вера Никифорова литературоведсем, хутшӑнӗҫ. Николай Айзман пьесисемпе Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче лартнӑ спектакльти сыпӑксене те кӑтартса илӗҫ. Асӑннӑ театрта, сӑмах май, Николай Айзман 100 ытла роль калӑпланӑ, 30 ытла спектакль лартнӑ. Унӑн пьесисемпе халӑх театрсем те спектакльсем хатӗрлеҫҫӗ.
Николай Айзманӑн пичетленнӗ пӗрремӗш пьеси — «Йӑмраллӑ ялта». Пӗтӗмпе вӑл 60-а яхӑн драма произведенийӗ ҫырнӑ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институтӗнче филологи енӗпе аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ пулса тӑрӑшакан Петр Яковлев (Петӗр Яккусен) «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев паян алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Петӗр Яккусен 1950 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Упаҫырми ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл ӑслӑлӑх ҫынни кӑна мар, поэт та. Унӑн шухӑшлавӗ хӑйне евӗр. «Хыпар» хаҫата вӑл: «Ӗлӗк ҫапларах, капларах пулнӑ», — тесе калани пирки хӑй шухӑшне пӗлтерни асра юлнӑччӗ. «Ӗмӗрсем иртсен те ҫын чун тӗлӗшӗнчен ылмашӑнмасть. Ырӑ ҫын ырах пулать, усалли усалах юлать», — тесе каланӑ поэт.
Паян Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Николай Ашмарин ӑсчах ҫуралнӑранпа 150 ҫул ҫитнине халалласа пысӑк мероприяти иртнӗ.
Унта ӑслӑлӑхпа культура, вӗренӳ ӗҫченӗсем ҫеҫ мар, тӳре-шарапа депутатсем те хутшӑннӑ. Тӗслӗхрен, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Николай Малов, ЧР культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Светлана Каликова, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ Петр Краснов. Вӗсем Николай Ашмарин туса хӑварнӑ капашсӑр пысӑк ӗҫсене сума сунине палӑртса сӑмах каланӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче икӗ чӗлхеллӗ ҫӗнӗ кӗнеке пичетленнӗ. «Паттӑр юмахӗсем» ятлӑ кӑларӑм «Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ» ярӑмпа кун ҫути курнӑ.
Кӗнекене чӑваш юмахӗсене классификацилесе кӗртнӗ. Унта вӗсене унта ӑнлантарса пани те пур. Кӗнекене Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн архивӗнче упранакан ал ҫырусенчен хатӗрленӗ материалсем кӗнӗ. Кӑларӑмра оригинал текстпа пӗрлех вырӑсла куҫарнисем те пур. Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене текста ҫывӑх куҫарма тӑрӑшнӑ.
Текстсене Надежда Ильина пухса хатӗрленӗ тата вырӑсла куҫарнӑ.
Алексей Трофимов, Петр Ивантаев,
Станислав Отрыванов тупӑкӗсем ҫине
* * *
Умлӑ-хыҫлӑн черетпе пыратпӑр...
Кайнӑ майӑн чун кӑчӑртатать,
Халӗ тин ыр-усала пуҫ ҫапмӑр,
Ҫул вӗҫне хамӑр чыспах тухатпӑр.
Лӑпланса, ку ӗмӗр татӑлать.
Кайнисем те пур, пур тӑхтаканӗ,
Халӑхран юлма пӗрех май ҫук.
Вӑхӑтран та вӑрӑм юлаканӗн
Шухӑшӗ самант та лӑпкӑ канмӗ,
Туссемпех вӑл пулӗ сывӑ чух.
Каҫарсам тесе эпир ыйтмастпӑр,
Ҫылӑх ҫук пек хӑлӑхсӑр тӗнчен.
Ырлама сире эп вӑтанмастӑп,
Кӗнекӗрсене умран ямастӑп —
Тав сире Чӑвашлӑх умӗнче!
Виталий Станьял
2020, авӑн, 17.
Паянхи кун хурлӑхлӑ хыпарсемпе пуян. Маларах эпир Петр Ивантаев тата Станислав Отрыванов вилни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Халӗ тата тепӗр хурлӑхлӑ хыпар илтрӗмӗр. Искусствоведени докторӗ тата профессор, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗҫленӗ Алексей Трофимов йывӑр чирлесе выртнӑ хыҫҫӑн пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Вӑл 1938 ҫулта Тутар Республикинчи Аксу районӗнчи Чӑваш Киреметпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. 1969 ҫулта Ленинградри И.Е. Репин ячӗллӗ Ӳнер академийӗнчен вӗренсе тухнӑ. Чӑваш АССР наукӑпа тӗпчев институтӗнче тӗрлӗ должноҫре тӑрӑшнӑ. Унта директор пулса та ӗҫленӗ. И.Н. Яковлев ячӗллӗ ЧППУра вӗрентнӗ.
Хушни: Алексей Александрович Трофимовпа сывпулашшас текенсене Республикӑн 1-мӗш больницин ритуал залне авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, тунтикун, 12 сехете пыма сӗнеҫҫӗ. Адресӗ: Мускав проспекчӗ, 9в.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ паянтан, пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен, ют ҫынсене учреждение кӗртме пӑрахнӑ. Кун пирки институтӑн сайтӗнче паян ирпе пӗлтернӗ.
Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗҫлекенсем коронавирусран хӑраҫҫӗ. Ҫавӑнпа вӗсем учреждение килен-каян кӗртес мар тесе йышӑннӑ.
Институтра ӗҫлекенсем вара унчченхилех ӗҫлӗҫ. Ҫакӑн пирки те пӗлтернӗ кӗске хыпарта.
Институтра пӗлтернӗ тӑрӑх, унта ҫынсен сывлӑхӗшӗн пӑшӑрханаҫҫӗ, Роспотребнадзор сӗннине, Раҫҫей Ӑслӑлӑх тата аслӑ вӗрентӳ министрӗн приказне, коронавирус сарӑласран йӗркеленӗ ятарлӑ ушкӑнсем хушнине пӑхӑнаҫҫӗ.
Килен-каяна хӑҫан тепре хапӑл пулассине хальлӗхе хыпарламан, сайтра ҫырнине сӑнаса тӑма сӗннӗ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институтӗнче ӗнерпе паян ӑслӑлӑх сессийӗ ӗҫленӗ. Ӑна Раҫҫей наукин кунне тата искусствоведени докторӗ тата профессорӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗҫлекен Алексей Трофимов ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Ӑҫлӑлӑх сессийӗн малтанхи кунӗнче 8 доклад итленӗ. Официаллӑ пая уҫма РФ Патшалӑх Думин Финанс рынокӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Анатолий Аксаков таранах хутшӑннӑ. Унсӑр пуҫне республикӑри икӗ министр: вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Сергей Кудряшов, культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗн министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Роза Лизакова пулнӑ.
Тӗрлӗ шайри тӳре-шара, ӗҫтешӗсем Алексей Трофимова юбилейпа саламланӑ. Ӑслӑлӑх сессийӗнче чӑваш ӳнерӗпе тата сӑмахлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче паян Виталий Петрович Станьялӑн 80 ҫулхи юбилейне палӑртрӗҫ. Пӗрремӗш хутри акт залӗ туп-туллиехччӗ — паллӑ таврапӗлӳҫе, вӗрентекене, публициста тата ытти нумай енпе палӑрнӑ паллӑ общество хастарне саламлама нумайӑн пуҫтарӑннӑччӗ. Вӗсен йышӗнче Шупашкар район пуҫлӑхӗ Николай Хорасев, Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ Тимӗр Тяпкин, Виталий Петрович ҫуралнӑ Станьял тӑрӑхӗнчи тӑванӗсемпе пӗлӗшӗсем, пӗрле ӗҫленӗ ӗҫтешӗсем, вӗренекенӗсем тата ыттисем пулчӗҫ. Кашни Виталий Петровича ӑшшӑн саламларӗ, хӑйсене тӳрӗ ҫул ҫине тухма май туса панӑшӑн тав сӑмахӗ каларӗ.
Станьял Виталий Петрович 1940 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗнче колхозник кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Анат Кӗнер шкулӗнче вӑтам пӗлӳ илнӗ, Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче — аслӑ пӗлӳ. Виталий Петровичӑн ӗҫ кун-ҫулӗ «Коммунизм ялавӗ», «Советская Чувашия» хаҫат редакцийӗсенче, Чӑваш патшалӑх университетӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче, Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче иртнӗ. Вӑл филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, аслӑ шкул вӗрентӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫлевҫи.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.09.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Широкова Наталия Александровна, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Григорьев Николай Федорович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Надежда Силпи, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |