Шупашкартан ҫитес кунсенче «Валдай» карапсем ҫынсене тата темиҫе хулана турттарма тытӑнӗҫ.
«Ҫывӑх вӑхӑтра, малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 13-15-мӗшӗсенче, тата тепӗр 4 направленипе маршрутсем уҫӑлӗҫ: Шупашкар — Козьмодемьянск — Макарьев мӑнастирӗ, Шупашкар — Юрино, Шупашкар — Чулхула, Шупашкар — Сӗнтӗрвӑрри — Свияжск.
Хальхи вӑхӑтра виҫҫӗмӗш карапӑн экипажӗ ҫула тухма хатӗрленет», — тенӗ республикӑн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Осипов.
Хальлӗхе «Валдай» Хусана ҫӳрет. Пилӗк кунта вӑл 403 пассажира турттарнӑ.
Аса илтерер: карап Шупашкартан 8 сехетре ҫула тухать те Хусана 11 сехете ҫитет, Хусантан 16 сехетре хускалса Шупашкара 19 сехет валли ҫаврӑнса ҫитет.
Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, 10 сехетре, Шупашкарти ача-пӑчан ӳнер 1-мӗш шкулӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Гармонь-душа моя» (чӑв. Хуткупӑсӑм, чунӑм манӑн) VIII конкурс пуҫланӗ.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвне ҫӗршывӑн 26 субъектӗнчи ӑстасем хутшӑнӗҫ. Ҫав шутра — Ямал-Ненецк, Ханты-Манси автономи округӗнчен, Тӗмен, Челябинск, Томск, Сарту, Рязань, Омск, Оренбург, Чулхула, Кострома, Иркутск, Иваново, Вологда, Архангельск облаҫӗсенчен, Пермь тата Красноярск крайӗнчен, Пушкӑртстанран, Мускавпа Питӗр хулисенчен.
Чулхула облаҫӗнчи, Тутарстанри, Удмурт Республикинчи, Мари Элти тата Чӑваш Енри 140 хуткупӑсҫӑ куҫӑн майпа ӑмӑртӗ, ыттисене куҫӑн майпа хаклӗҫ.
Ыран, шӑматкун, Чулхуларан Шупашкара хӑвӑртлӑхлӑ «Валдайсем» ҫӳреме тытӑнӗҫ. Вӑл Чулхуларан ирхи 6 сехетре ҫула тухӗ.
Сӑмах май, пӗлтӗр ҫак рейса тест режимӗнче темиҫе рейс тутарнӑ. Кӑҫал вара тахҫанхи йӑлана чӗртес тенӗ, ҫак маршрута навигаци графикне кӗртнӗ.
«Валдай» ҫул ҫинче 4,5 сехет ирттерӗ, Шупашкарта тепӗр ҫавӑн чухлӗ ларӗ. Кун тӑршшӗ вӑрӑмланнӑ май 5 сехетех ларма пуҫлӗ. Ҫак вӑхӑт туристсене хула курса ҫаврӑнма ҫитетех.
Кӑҫалхи ҫулла пирӗн республикӑран ҫынсене Тутарстана Атӑл тӑрӑх турттарма тытӑнӗҫ. Хусантан Шупашкара шӗветнӗ газпа ҫӳрекен «Чайка» карап ҫӳреме пуҫлӗ. Ӑна Зеленодольскри А.М. Горький ячӗллӗ заводра туса кӑларнӑ. Унта 176 ҫын ларса пыраять. Теплоход ҫӳллӗ мар, ҫавӑнпа вӑл ҫӳллӗ ар кӗперсем айӗпе ҫӑмӑллӑн иртейрет. Асӑннӑ транспорт сехетре 18 километр каять, вӑл 400 километра ҫитме пултарать.
Пирӗн патран Хусана «Валдай» карап хутлӗ.
Асӑннӑ карапсем ҫула май Сӗнтӗрвӑрринче (ӳлӗмрен тата Куславккара) чарӑнӗҫ.
Шупашкартан Чулхулана та карапсем ҫӳретесшӗн.
Ака уйӑхӗн 2-3-мӗшӗсенче Улатимӗр облаҫӗнчи культурӑпа ӳнер колледжӗнче халӑх юррисене шӑрантаракансен «Златоцвет» пӗтӗм Раҫҫейри I конкурсӗ иртнӗ.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвне тӑван ҫӗршывӑн музыка культурипе, халӑхӑн пуян йӑли-йӗркипе паллаштарас тӗллевпе йӗркеленӗ.
Конкурса Владимир, Мускав, Ярославль, Чулхула, Рязань, Воронеж, Пенза, Свердловск, Кемӗр, Ленинград облаҫӗсенчен 120 ытла юрӑ ӑсти хутшӑннӑ. Чӑваш Енрен унта Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче пӗччен тата хорпа халӑх юррисене юрлама вӗренекен уйрӑм студенчӗсем хутшӑннӑ. Вӗсем унта тивӗҫлипе палӑрнӑ, тӗрлӗ диплома тата лауреат ятне тивӗҫнӗ.
Чулхулара сахӑр катӑкне 1 499 тенкӗпе сутма пуҫланӑ, ҫакнашкал сӗнӗве Авито пӗлтерӳ сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.
Маларах апат-ҫимӗҫ лавккисен сентрисем ҫинче сахӑр ҫухалнӑ, хыпӑнса ӳкнӗ Чулхула ҫыннисем сахӑра сыхлӑха туянма тытӑннӑ.
Чулхула ҫынни сахӑр песокӗ таврашне хыпӑнса туяннипе усӑ курса пӗр сахӑр катӑкӗн хакне ӳстерсе сутма пуҫланӑ.
Ют ҫӗршыв лавккисене хупма пуҫланӑ хыҫҫӑн Чулхула ҫыннисем хут пакетсене сутма тытӑннӑ. IKEA ятлӑ сӗтел-пукан лавккинчи пакета 1,2 млн тенкӗпе туянма сӗннӗ, H&M пакетне вара — ҫур миллион тенкӗпе.
Ҫӗнӗ Шупашкарти складра бактерирен сыхлакан препаратлӑ кӑлпасси тупса палӑртнӑ. Кун пирки Россельхознадзорӑн Чӑваш Енпе Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗнче пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти курттӑм сутакан складсенчен пӗринче «Юбилейная» пӗҫернӗ кӑлпасси пулнӑ. Ӑна Чулхула облаҫӗнчи Лысковӑри аш-какай комбинатӗнче туса кӑларнӑ.
Кӑлпассире бактерирен аталанасран сыхлакан сульфаметазин препарат пулнӑ. Пӗр килограмм ҫимӗҫре — 7,9 мкг.
Кӑлпасси туса кӑларакана 100 пин тенкӗ штраф хурса хӑварнӑ.
Шупашкара Чулхулари дирижёра чӗнсе илнӗ. Дирижёр пульчӗ умӗнче Ренат Жиганшин пулӗ.
Вӑл паян, нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче кӑтартакан «Царская невеста» 17 февраля тата нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнчи «Лебединое озеро» спектакльсем вӑхӑтӗнче дирижёр пульчӗ умне ларӗ.
Чӗнсе илнӗ сцена ӑсти Мускаври П.И. Чайковский ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнче вӗреннӗ. Пултарулӑха вӑл дирижерпа хор факультетӗнче тата оперӑпа симфони дирижёрӗн факультетӗнче илнӗ. Ҫавӑн пекех вӑл ӑсталӑхне Чулхулари М.И. Глинка ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнче, аспирантурӑра, ӳстернӗ.
Паян, раштавӑн 23-мӗшӗнче, «Чулхула – Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен автобус М-7 автоҫулӑн 492-мӗш ҫухрӑмӗнче ҫаврӑнса ӳкнӗ. Руль умӗнче 46 ҫулти водитель пулнӑ.
Вӑл тепӗр машинӑпа ҫапӑнас мар тесе руле пӑрнӑ та кювета чӑмнӑ, ҫаврӑнса ӳкнӗ.
Авари вӑхӑтӗнче салонра 7 ҫын пулнӑ. ТАСС пӗлтернӗ тӑрӑх, аманнӑ ҫынсем ҫук.
Красноармейски районӗнче пурӑнакан 50 ҫулти хӗрарӑм кӑҫалхи ака уйӑхӗнче ултавҫӑсен капкӑнне ҫакланнӑ. Интернет урлӑ вӑл икӗ костюм туянас тенӗ, анчах 3,5 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Костюм сутасси ҫинчен пӗлтернине хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче халӑх ушкӑнӗсенчен пӗрине асӑрханӑ. Хак йӳннине кура вӑл укҫана та шикленмесӗрех куҫарса панӑ. Кӗтнӗ тавар вырӑнне хӗрарӑма кушак туалетне тултармалли хатӗр ярса панӑ.
Йӗрке хуралҫисем ултавҫа тупса палӑртнӑ. Вӑл ҫын Чулхула облаҫӗнче пурӑнакан 33 ҫулти арҫын иккен. Ҫавскер унччен те ҫынсене улталанӑ, уншӑн судпа та айӑпланнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.